Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çанталăка пула кăçал Тутарстанра та тырçи яланхинчен 7-10 кун маларах пуçланать. Специалистсем ĕнентернĕ тăрăх, кĕрхи тырăсем июлĕн 10-15-мĕшĕсене ĕлкĕреççĕ, çурхисем – июлĕн 25-мĕшĕ хыççăн.
ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин шучĕпе, çĕр ĕçченĕсен йывăрлăх пулмалла мар, хуçалăхсем малтан кĕрхи тырра пухма тухĕç. Çавах та хăш-пĕр хуçалăхсенче техникăна йăлтах хатĕрлесе ĕлкĕреймен-мĕн. Июлĕн 6-9-мĕшĕсенче Актаныш районĕнче иртекен семинар-канашлура шăпах тырçи кампанийĕн хăйне евĕрлĕхне сӳтсе явĕç.
 
ЧИСТАЙ. Шыв айĕнчи археологин вырăнти отрячĕ пĕлтĕр «Святыни Татарстана» проекта пурнăçа кĕртсе тĕпчев ирттернĕ май Куйбышев водохранилищине тунă чух шыв айне юлнă çветтуй вырăнсене палăртнă. Çурма ишĕлчĕк чиркӳсемпе мечĕтсем патне малашне асăну паллисем вырнаçтарма тытăнĕç. Мурзиха пристаньре те акă пуç таймалли хĕресе июлĕн 3-мĕшĕнче лартнă.
 
ÇЫРЧАЛЛИ мэрĕ Василь Шайхразиев çак кунсенче Хура тинĕс флочĕн çар чаçĕсенче ентеш-моряксемпе, вĕсен командирĕсемпе тĕл пулнă, хĕсметри условисемпе паллашнă. Çырчалли мэрĕ Севастопольте пĕрремĕш хут мар, мĕншĕн тесен хула Хура тинĕс флочĕпе 6-мĕш çул тачă çыхăну тытать. Хальхи вăхăтра кунта 400 ытла Çырчалли каччи хĕсметре тăрать. Василь Шайхразиев Хура тинĕс флочĕн контр-адмиралне А.Федотенкона Тутарстан призывникĕсене тимлĕх уйăрнăшăн ТР Президенчĕн Р.Миннихановăн тата хăй ятĕнчен тав тунă. Хулапа флот малашне те пĕрле ĕçлемелли ыйтусене сӳтсе явнă. Мэр хальхинче те пушă алăпа килмен, вăл ентешсене спорт хатĕрĕсен икĕ комплектне тата парнесем панă.
***
Анапа дельфинарийĕн Çырчаллинчи филиалĕнче нумай пулмасть каллех йыш хушăннă. Соня дельфин çăвăрланă. Халĕ унти 6 дельфинран чи аслисем – 18-19 çулти Ингăпа Ириска тата 8-9 çулти Соньăпа Савелий. Чи пĕчĕккин хальлĕхе ячĕ çук-ха, ăна çырчаллисем хăйсем тупĕç. Çак тĕлĕшпе хулара конкурс та йĕркеленĕ. Тĕп услови – дельфин çурин ячĕ амăшĕнни пекех «С» сас паллирен пуçланмалла.
 
ЛАЙĂШ районĕнче июлĕн 1-мĕшĕнче кăнтăрла тĕлĕнче пысăк авари пулнă. «Тойота Короллăпа» «Лада калина» çăмăл машинăсем çул-йĕр правилине пăсса «Мерседес Бенц» пысăк автобусран иртсе кайма хăтланнă вăхăтра çапăннипе асăннă автобус («Казань-сады «Орел» маршрутпа çӳрекенскер) çул айккине кайнă. Пассажирсенчен темиçе çын аманнă. Июль уйăхĕн пĕрремĕшĕнче республикăра çул-йĕр инкекĕсенче пурĕ 10 çын вилнĕ.
 
АЛЕКСЕЕВСКИ. Тутарстанăн Вăтам тата пĕчĕк бизнес предприятийĕсен ассоциацийĕн членĕсем хăйсен профессилле уявне акă ĕнтĕ миçемĕш çул республикăн ялĕсемпе хулисене велочупу йĕркелесе паллă тăваççĕ. Ытти çулсенче вĕсем Арск, Тюлячи, Саба, Чистай, Пăва хулисенче пулнă, кăçал вара Алексеевски – Пасарлă Матак – Пăлхар маршрут суйланă. Республикăн предпринимателĕсем çапла майпа халăха велоспортпа кăсăкланма, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасшăн.
 
 
: 811, Хаçат: 27 (965), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: