Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи «Звезда» ял хутлăхĕн халăхĕ спонсорсем çине кăна шанмасть, хăй вăйĕпе те нумай-нумай ырă ĕç тăвать. Мероприяти ирттермелле-и, тавралăха çӳп-çапран тасатмалла-и, шăрăх çанталăкра пушар хуралĕнче тăмалла-и, масар картине тытмалла-и – турткаланса тăмасть, пулăшать. Çĕнĕ Шăхальне асфальтлă çул сарнă чух та акă вĕсем лавкка патне çитиех тĕп урама тасатса, тикĕслесе хунă. Шел, çатма пек яка çул лавкка умнех çитеймен. «Ялти çулсем» федераллă программăпа асфальтлă çула ял пуçламăшĕнчи пĕрремĕш çурт кĕтесси патне çитиччен кăна сарма пăхăнни чăрмантарнă.
2011 çулта шăхальсем тата пысăк ĕçе пуçăнса Çĕнĕ Шăхальте чиркӳ тума тытăннă иккен. «Çĕнĕ Шăхаль ялĕнче часавая туса пĕтерсен халăх хавхаланнипе чиркӳ тума шут тытрĕ», – каласа парать ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С.А.Тарасов кун пирки.
Часавая çак ялта çуралса ӳснĕ, халĕ Ульяновск хулинче пурăнакан Владилен Александрович Чернов ял историне кĕрсе юлма мар, çĕр чăтайми хуйхине кăшт та пулсан пусарас тесе лартнă-мĕн. 2010 çулта унăн çемйинче питĕ пысăк хуйхă пулнă, çитĕннĕ ывăлĕ Александр тăрук чирлесе вилнĕ. Кирек мĕнле атте-аннене те хăйĕн ачине пытарасси çăмăл мар. Ывăлне асăнса Владилен Александрович масар умне хăйĕн укçипе часавай лартма шутланă. Акă мĕншĕн Турă çуртне ывăлĕпе пĕр пек ятлă Александр Невский çветтуй ятне панă вăл, часавайăн пĕр стени çине ывăлĕн асăну хăмине те вырнаçтарнă.
Часавайăн алăкĕ халĕ кунĕпех уçă, кирек кам та çурта лартма, кĕлĕ вулама пултарать. Çак тĕлĕшпе унта йăлтах пур: турăшсем те, çурта та. Сĕтел çине лартнă куркана сăвапшăн тесе кăшт та пулсан укçа-тенкĕ хурса хăварма та юрать. Кĕрсе тустаракан çук кунта, çавăнпа часавая Юлия Сергеевнăпа Анатолий Николаевич Тарасовсем ячĕшĕн тенĕ пек кăна пăхса тăраççĕ. Иртен-çӳрен çветтуй вырăна кĕрсе хăйĕн тăванĕсене тата, паллах, Александр Чернова асăнса час-часах çурта çутать. Эпир те çаплах турăмăр. Çурта çуннă май çамрăк каччăн чунĕ леш тĕнчере канлĕх тупассăн, ашшĕ-амăшĕн вара йывăр хуйхи кăшт та пулин пусăрăнассăн туйăнчĕ.
Часавай пурри тата пысăк ĕçе те хавхалантарнă ав, халăх хăй вăйĕпе чиркӳ тума тытăннă. Л.Захароваран, Л.Угиноваран, В.Фроловаран, М.Даниловран тăракан пуçару ушкăнĕ халăхран 195 пин те 700 тенкĕ пуçтарнă укçапа шăхальсем кивĕ çурт илсе чиркӳ хăпартнă. «Корм Дрожжановский» тулли мар яваплăхлă обществăн директорĕ Р.Алиуллов, «Шигали» филиалăн ертӳçи Ф.Клементьев, «Восход» хресчен хуçалăхĕн директорĕ И.Павлов, Н.Калашникова, Л.Максимова, П.Спиридонова предпринимательсем те çак ырă ĕçĕн хĕрринче юлман, тĕрлĕ пулăшу панă.
Эпир пынă вăхăтра чиркӳре вак-тĕвек ĕçсем тата йĕри-тавра карта тытасси кăна юлнăччĕ. Çитес Питрав праçникĕнче халăхпа пĕрле уçма хатĕрленеççĕ ăна. Çапла ку тăрăхра Александр Невский ячĕллĕ часавай кăна мар, чиркӳ те пулать. Чăн та, хальлĕхе пачăшкă пирки кăна лару-тăру уçăмлах мар-ха, «Звезда» ял тăрăхĕнче пачăшка вĕреннĕ ятарлă çынсем çукрах-мĕн. Çапах халăх вăйĕпе çĕкленĕ çак Турă çурчĕ хупă тăмĕ, тен, районти ялсенчи пачăшкăсем черетпе килсе кĕлĕсем ирттерĕç, чиркĕве пăхса тăракан ятарлă çын та пулĕ. Çурчĕ пур-тăк, çынни тупăнать, мĕн каласан та, ырă ĕç çĕре ӳксе çухални пулман-ха хальччен.
 
: 1020, Хаçат: 27 (965), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: