Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ялти шкулăн вĕрентекенĕ ют çĕршыва стажировкăна каясси пирки 10 çул каялла эпир шутлама мар, ĕмĕтленме те пултарайман. ТР Правительстви тăрăшнипе халĕ ку йĕркеллĕ пулăм. Мĕншĕн тесен 2006 çултанпа республикăра Тутарстан Правительствин гранчĕсен программи ĕçлет. Ăна вăл вăхăтри ТР Премьер-министрĕн Р.Миннихановăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.
Программăпа килĕшӳллĕн, республикăри тĕрлĕ вĕрентӳ учрежденийĕсен конкурсра çĕнтернĕ пултаруллă, пуçаруллă çамрăк специалисчĕсем ăсталăха Раççейĕн, ют çĕршывсен вĕрентӳ тата наука учрежденийĕсенче ӳстереççĕ. Программăн тĕп тĕллевĕ – республикăн ăс-тăн элитине пулăшасси тата экономика аталанăвĕ ыйтакан пысăк квалификациллĕ кадрсем хатĕрлесси. Юлашки çулсенче пирĕн специалистсем АПШ, Канада, Австрали, Англи, Ирланди, Германи, Франци, Швейцари, Швеци, Итали, Китай тата ытти çĕршывсенче ăсталăха ӳстерме пултарчĕç те ĕнтĕ.
2012 çулхи гранта çĕнсе илекенсен хушшинче чăвашсем те пулни шутсăр хытă савăнтарать. Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар Шăхаль тата Тăваньел шкулĕсенче акăлчан чĕлхине вĕрентекен Светлана Анатольевна Соловьева та акă çитес вăхăтра Англие кайма хатĕрленет. Унăн республикăн пуçаруллă ытти учителĕсемпе пĕрле июлĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа августăн 22-мĕшĕччен Брайтон хулинче стажировка иртмелле. Пултаруллă йăхташăмăрпа эпир нумай пулмасть тĕл пултăмăр.
– Çĕнтеретĕп тесе шутламанччĕ. Хама тĕрĕслесе пăхас тесе кăна документсем пуçтарса конкурса ятăм. Унтан Хусана собеседование чĕнтерчĕç. 10 минут хампа, ачасене ют чĕлхене мĕнле вĕрентнипе паллаштартăм, – каласа парать вăл конкурса еплерех хутшăнни çинчен.
Светлана Анатольевна çĕнтерӳ кĕтменлĕх пулчĕ текелет пулин те, шкулти коллектив ăна малтанах шаннă. Мĕншĕн тесен çак çамрăк учителĕн тăрăшулăхне чăннипех те ăмсанмалăх пур. Кĕç-вĕç Англие стажировкăна каяканскер, 5 çул каялла акăлчан алфавитне те пĕлмен тени ниепле те пуçа шăнăçмасть-çке.
– Хурăнвар Шăхаль шкулĕнченех вĕренсе тухнă эпĕ. Вăл вăхăтра шкулта пире ют чĕлхене вĕрентмен, Чăваш патшалăх университетĕнче кăшт француз чĕлхине вĕренкеленĕччĕ. Эпĕ чăваш филологи факультетне пĕтернĕ. Тăваньелĕнчи шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине темиçе çул вĕрентрĕм. Пилĕк çул каялла çак шкулта реорганизаци пулчĕ, ăна тулли мар вăтам шкула кăна хăварчĕç. Çакăн хыççăн ĕçе çухатас мар тесе квалификацие улăштарма шутларăм. Шкулсенче акăлчан чĕлхин кирлĕлĕхне туйса ниме пăхмасăр çак чĕлхене суйласа Хусанти педагогсен ăсталăхне ӳстерекен института вĕренме кĕтĕм. Хам вĕренĕве эпĕ алфавитран пуçланă. Çапла майпен ачасемпе пĕрле вĕренсе пыратăп, – тăсăлать малалла калаçу.
– Светлана Анатольевна ытла та сăпайлă паян, тĕрĕсне каламасть, – калаçăва хутшăнать Хурăнвар Шăхаль шкулĕн директорĕ Любовь Васильевна Степанова. – Вăл пирĕн пĕр çулталăкрах Интернет урлă ятарлă программăпа вĕренсе 8-мĕш пĕлӳ шайĕнчен пуçласа 16-мĕшне çитейрĕ, районта акăлчан чĕлхин чи лайăх учителĕ пулса тăчĕ, – терĕ.
Светлана Анатольевна тунă çитĕнӳсемпе кăна лăпланманни ахаль те курăнать. Унăн тĕллевĕ – чĕлхене тата тарăнрах вĕренесси. «Предмета учителĕн чи малтан хăйĕн лайăх пĕлмелле», – тет вăл кун пирки. Темиçе çултах çакăн пек çитĕнӳ тунă пуçаруллă учительшĕн Англи çĕршывĕнче стажировка иртни калама çук лайăх практика пулĕ. Шкул учителĕшĕн ку чăн-чăн телей. Çавăнпа Светлана Анатольевна та акă ТР Правительствин гранчĕсен программи пирки сăмах пуçармасăр пултараймарĕ: «Пире, ялти шкулсенчи учительсене, çакăн пек стажировкăсене ют çĕршывра иртме май туса панăшăн республикăн Правительствине, ТР Вĕрентӳпе наука министерствине тата хамăр районти вĕрентӳ уйрăмне тав тăватăп», – терĕ.
Хурăнвар Шăхаль тата Тăваньел шкулĕсен акăлчан чĕлхин вĕрентекенĕ Светлана Анатольевна Соловьева инçе çула кайма хатĕр тесен те юрать. Кирлĕ документсем пурте, çав шутра ют çĕршыва каймалли паспортпа виза та хатĕр. Апла пулин те вăл кашни кун акăлчан чĕлхине вĕренет. Мĕншĕн тесен пирĕн специалистсем стажировкăна еплерех иртнĕ тăрăх Тутарстанăн имиджне хаклаççĕ-çке. Çитменнине район ятне те ярас килмест, мĕн тесен те хальччен Çĕпрел тăрăхĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекенсен хушшинче стажировкăна кайнисем пулман-ха. Йăхташăмăра эпир те гранта тивĕçнĕ ятпа саламласа ăнăçу сунатпăр.
 
: 1028, Хаçат: 26 (964), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: