Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Альшихри вăтам пĕлӳ паракан шкултан вĕренсе тухакан çамрăксен хушшинче Милана Киргизова та пур. Тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăнса çĕнтернĕшĕн юлашки шăнкăравра пултаруллă вĕренекене тăхăр Хисеп хучĕ парса чысларĕç. Олимпиадăсене тĕрлĕ предметсемпе хутшăнса çĕнтерни Миланăн тавра курăмĕ анлă пулнине кăтартать. Нумай япалапа интересленекен хĕрпе хăйĕнпе тĕл пулса калаçрăмăр.
– Милана, мĕнле майпа çакăн чухлĕ Хисеп хучĕ илтĕн паян? 11-мĕш класра вĕренекенĕн вăхăчĕ те çукрах-тăр, пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене те хатĕрленмелле.
– Тăрăшса вĕреннисĕр пуçне урăх нимĕнле меслетпе те усă курман.
– Хисеп хучĕсем çине пăхсан сана интереслентерменни çук та теме пулать: экологипе те, вырăс, чăваш, тутар чĕлхисемпе те… тата ытти нумай предметсемпе çĕнтерӳçе тухнă. Апла пулин те хăвна пуринчен ытла мĕнле предметсем килĕшеççĕ?
– Гуманитари предмечĕсем. Литературăна юрататăп.
– Литературăна юратакан çын нумай вулать ĕнтĕ. Мĕнле произведенисем ытларах килĕшеççĕ?
– Çыравçă ӳнерçĕ пек çут çанталăк илемне, çынсене тĕплĕн пĕр вак-тĕвеке сиктермесĕр çырса кăтартнине кăмăлласа вулатăп.
– Иккĕленместĕп, эсĕ Лев Толстойăн «Война и мир» романне пуçламăшĕнчен вĕçне çитиччен пĕр страница сиктермесĕр вуласа тухнă.
– Çапла. Интересленсех вуларăм. Унта çут çанталăка «ӳкерсе» кăтартни те питĕ асра юлмалла, сăнарлă. Геройсене, вĕсен характерĕсене тĕплĕн кăтартнă. Лев Толстой Андрей Болконские «вĕлерсе» те тĕрĕс тунă тесе шутлатăп. Кунпа роман тата хăватлăрах пулса тухнă. Енчен те вăл чĕрĕ юлнă пулсан… Кăна вулакансем те йышăнмĕччĕç тесе шутлатăп.
– Чăваш кĕнекисенчен юратнисем пур-и?
– Чăвашлисенчен мана пуринчен ытла Александр Артемьевăн «Салампи» повеçĕ килĕшет. Унта вăрçă хыççăнхи ялта, хулара пулса иртеççĕ ĕçсем, анчах танлаштарса пăхсан çынсен хутшăнăвĕсенче хальхи, паянхи пурнăçри пек лару-тăрусемех сиксе тухаççĕ. Повеçре çырса кăтартнă проблемăсем – юрату, ултав, каçару… – паян та сахал мар тĕл пулаççĕ. Паллах, вăл повеçре мана пуринчен ытла Салампи сăнарĕ кăмăла кайрĕ. Унăн туйăмĕсем таса, темĕнле нушана лексен те ырă пулса юлать.
– Илеме, уйрăмах çырса кăтартнă илеме питĕ çивĕч туятăн эсĕ, Милана. Хăвăн та çырас туртăм пур-и?
– Кĕçĕнрех классенче чух эпĕ сăвăсем çыраттăм, халĕ ытларах калавсем çыратăп.
– Хăвăн хайлавусене хаçат-журналсене ярса паман-и?
– Тахçан сăвăсем «Суварта» пичетленнĕччĕ. Халĕ мана вырăсла çырма çăмăлтарах, çавăнпа вырăсла çыратăп.
– Çемйĕрте миçе ача эсир, пурте сан пекех пултаруллă-и?
– Эпĕ çемьере пĕчченех. Анне, Ольга Николаевна, шкулта ĕçлет. Вăл технологи вĕрентекенĕ.
– Аннӳ технолог пулнине пăхсан сана гуманитари ытларах килĕшнинчен тĕлĕнмелле те пек.
– Манăн асанне литературăна питĕ юрататчĕ. Вăл мана нумай вуласа панă, кăшт ӳсерехпе вăлах вулама вĕрентнĕ. Тамара аппа пурччĕ, вăл та вулама питĕ юрататчĕ. Вĕсен юратăвĕ мана та куçнă пулĕ.
– Милана, сан пек тăрăшса вĕренекенĕн пушă вăхăт çук та пулĕ?
– Пур. Пушă вăхăтра эпĕ кино пăхма юрататăп.
– Мĕнлине? Сан çулсенчи хĕр ытларах юрату çинчен пăхма килĕштерет пулĕ ĕнтĕ.
– Çапла, мана мелодрамăсем килĕшеççĕ, драмăсене те кăсăклансах пăхатăп. Тата эпĕ историпе çыхăннисене питĕ юрататăп.
– Милана, аттестат илнĕ хыççăн мĕнле аслă шкула кĕресшĕн?
– Шупашкарти И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ пирки шутлатăп. Çитменнине, Шупашкарта тăвансем те пур, вĕсем пулăшнипе хулана хăнăхма та çăмăлтарах. Документсене темиçе аслă шкула парса пăхас шухăш та çук мар.
– Кăçал санпа пĕр вăхăтра шкул пĕтерекен, вĕренме кĕрес текен тантăшусене мĕн каланă пулăттăн?
– Енчен те сирĕн, тантăшăмсем, ĕмĕт пур, ăна пурнăçламаллах. Эсир кăçал аслă шкула кĕресшĕн-тĕк – кĕмелле, пĕтĕм вăйран тăрăшмалла. Енчен те çак тĕллеве пурнăçлаймарăр-тăк, килес çул кĕмелле. Ăнăçу сире!
P.S. Материала пичете хатĕрленĕ вăхăтра Милана Киргизова пĕрлехи патшалăх экзаменне вырăс чĕлхипе 95 баллăх панине пĕлтĕмĕр, математикăпа – 66 . Шкул директорĕ М.В.Киргизова Миланăна вĕренӳри çитĕнӳсемшĕн Пăвана чĕнсе илсе чаплă лару-тăрура ылтăн медаль панине пĕлтерчĕ. Саламлатпăр. Шутланисем пурнăçланса пыччăр.
 
: 990, Хаçат: 26 (964), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: