Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Шкултан вĕренсе тухакан кашни класс шкул, ял историйĕнче юлать, Пăва районĕнчи Пӳркелĕн пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулĕн кăçалхи кăларăмне те ял-йыш часах манмĕ. Мĕншĕн тесен «Ритм» ташă ушкăнĕ ял, шкул ятне Раççей шайне çĕклерĕ.
Пăвари «В семье единой» фестиваль-конкурсра темиçе çул пĕрремĕш вырăна тухнăскерсем, 2011 çулта Хусанта иртнĕ пĕтĕм Раççейри «Морозко» фестиваль-конкурсра III степеньлĕ диплома, кăçал вара республика çамрăкĕсен «ВАТАН» конкурсĕнче I вырăна тивĕçрĕç. Пултаруллă хĕрсемпе шкул, хуçалăх, вырăнти ял хутлăхĕн ертӳçисен те уйрăлас килмест-тĕр çав: «Мĕнле пурăнăпăр малашне «Ритм» ушкăнсăр», – ассăн сывларĕç вĕсем юлашки шăнкăрав кунхине 11-мĕш класс ачисем çине тунсăхлăн пăхса. Çак ушкăнсăр ялти кăна мар, районти пĕр мероприяти те иртмен-çке хальччен. Пуçламăш класранах ташлама тытăннăскерсем халăх умĕнче çитĕнчĕç тесен те йăнăш мар. Тăпăр-тăпăр ташлакан чипер пикесемпе шкулăн уйрăлма та вăхăт çитрĕ. Июнĕн 27-мĕшĕнче сывпуллашу каçĕнче «Ритм» хĕрĕсем юлашки хут пĕрле пуçтарăнса ташларĕç.
Çак темиçе çулта «Ритм» ушкăн нумай-нумай конкурса хутшăннă пулин те пуринчен ытла «Морозко-2011» фестиваль-конкурса аса илет. Мĕншĕн тесен хĕрсен пултарулăхне Мускавран килнĕ жюри хакланă-çке. Пӳркелсем конкурса чăваш тата тутар ташшипе хутшăннă.
– Жюрире паллă çын Бедрос Киркоров ларнине курсан малтан шанмарăмăр, вăтантăмăр. Кайран хăйпе пырса калаçма хал çитертĕмĕрех, асăнмалăх сăн та ӳкерĕнтĕмĕр, – савăнса пĕлтерчĕç чиперккесем ку конкурса аса илсе.
«Ритм» ташă ушкăнĕн программинче тĕрлĕ халăх ташши. «ВАТАН» çамрăксен халăх пултарулăхĕн фестиваль-конкурсĕн че, тĕслĕхрен, вĕсем испан халăх ташшине ташласа кăтартнă. Ташлама пĕлекенни кĕвве хурламасть, кирек мĕнле халăх ташшине те ташлаять. «Ритм» та акă çаплах. «Людмила Николаевна Малышева вĕрентрĕ пире», – терĕç вĕсем кун пирки хăйсен ертӳçипе мăнаçланса.
Паллах, çитĕнӳсем тăвас тесен нумай хатĕрленмелле, тĕрĕсрех каласан – каç пуличчен ташламалла. «Ритм» ташă ушкăнĕ те кашни кун тенĕ пек вăхăта шкулта ирттернĕ. Çапах çакă çамрăк ташăçăсене вĕренӳре пĕрре те чăрмантарман. Пачах урăхла, тата тăрăшуллăрах вĕренме хистенĕ. Вĕсем ППЭне те ăнăçлă тытрĕç акă. Ку кăна та мар, ушкăнри тăватă хĕр ылтăн-кĕмĕл медальпе шкул пĕтерме те пултарчĕ. Оксана Малышевăпа Динара Гайнутдинова – ылтăн, Марина Кузьминапа Юлия Вассиярова кĕмĕл медальсене тивĕçрĕç. Маттур!
«Ритм» ушкăнăн пултаруллă хĕрĕсем малалла та çухалса каймĕç, вĕсем пурте аслă шкулсене вĕренме кĕме тĕллев лартнă-çке. Çитес кунсенче вĕсенчен хăшĕ Хусана килĕ, хăшĕ Ульяновскпа Шупашкар хулисене кайĕ. Чăн та, хореограф профессине суйлакансем çук вĕсен хушшинче. Çапах та: «Аслă шкула вĕренме кĕрейсен унта та ташлама пăрахмастпăр. Студентсен çуркуннине хутшăнатпăрах», – паллаштарчĕç вĕсем хăйсен малашнехи планĕсемпе, унтан: «Шкулта хамăр вырăна «Конфетти» ушкăна хăваратпăр. Малашне конкурссенче вăл малти вырăнсене йышăнать», – терĕç çирĕппĕн.
 
: 995, Хаçат: 26 (964), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: