Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçалхи майăн 25-мĕшĕнче Пăва районĕнчи Кушник (Протопопово) шкулĕнче пулса курма тӳр килчĕ. Кунта та çĕршыври кашни шкулти пекех юлашки шăнкăрав уявне ирттерчĕç ун чух. Кашни вĕренекенех илемлĕ тумланнă, хаваслă кăмăл-туйăмлăччĕ. Ара, мĕнле савăнмăн-ха – умра каникул-çке! Анчах та пуриншĕн те мар: 9 тата 11-мĕш класс пĕтерекенсен умĕнче ун чух хĕрӳ тапхăрччĕ – патшалăхăн пĕтĕмлетӳллĕ аттестацийĕ тата пĕрлехи патшалăх экзаменĕ. Тăххăрмĕш класс пĕтерекенсенчен ытларахăшĕ тăван шкултах малалла пĕлӳ илесшĕн, вĕсем шкулпа сывпуллашмаççĕ-ха. 11-мĕш класс пĕтерекенсемшĕн вара майăн 25-мĕшĕнче чăннипех те юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Виçĕ хĕрпе ултă каччă хăйсене вун пĕр çул хушши вĕрентнĕ учительсене, ашшĕ-амăшĕсене чĕререн тав турĕç çав кун. Командировкăна каяс умĕн шăпах хаçатăмăрта Пăва районĕнче «Чăваш пики» конкурс иртни пирки çырнăччĕ, унта вара çак шкулта вĕренекен Юлия Тюплина та хутшăннине асăннăччĕ. Пултаруллă пикепе çывăхрах паллашас килнине пĕлсен Кушник шкулĕн директорĕн вĕренӳ енĕпе çумĕ Г.Д.Тарасова Юльăна самантрах чĕнсе килчĕ. Темиçе кун каялла районти «Чăваш пикинче» иккĕмĕш вырăн йышăнма тивĕçнĕ чиперкке шăпах 11-мĕш класс пĕтерет иккен, юлашки шăнкăрава хатĕрленетчĕ пулин те манпа калаçма вăхăт тупрех. Пĕр шутласан юлашки шăнкăрав иртнĕренпе нумаях та вăхăт иртмерĕ пек-ха, анчах та шкул пĕтерекенсен пурнăçĕнче çак тапхăрта çĕнни питĕ нумай: халĕ пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем хыçра ĕнтĕ, ку эрнере акă сывпуллашу каçĕсем те кĕрлесе иртрĕç, алăра – тахçантанпа кĕтнĕ аттестатсем.
Юльăпа çак кунсенче татах çыхăнтăм. Паллах, мана чи малтан пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем еплерех иртни, миçе балл пухни интереслентерчĕ.
– Экзаменсене пурне те йĕркеллех патăм, – савăнăçлăн пĕлтерчĕ Юля. – Биологипе – 71, вырăс чĕлхипе – 72, химипе – 83, математикăпа 60 балл пухайрăм. Биологипе пур предметсенчен малтан тытрăмăр экзамен. Таврăнсан пĕр класра вĕренекенсем манран экзамен еплерех системăпа иртнине, хăрушă е хăрушă маррине тĕпчесе пĕлчĕç. Паллах, хумханмасăр пулмасть-тĕр ĕнтĕ экзамен тытаканăн. Эпĕ те хумхантăм, анчах та ыйтусене курсан часах лăплантăм – вĕсем маншăн çăмăлччĕ. Тавах биологипе хими вĕрентекене, хамăрăн класс ертӳçине Людмила Васильевна Андреевăна. Çак предметсемпе тарăн пĕлӳ илейнĕшĕн шăпах ăна тав тумалла. Каярах обязательнăй экзаменсене пурте пĕрле панă чух пĕр-пĕрне хавхалантарма, тĕрев пама тăрăшрăмăр. Пире вĕрентекенсем те, атте-аннесем те вăй парса тăчĕç. Çывăх çынсем çапла пулăшса тăрсан нимле йывăрлăх та хăрушă мар.
Çывăх çынсем тенĕрен, Юля чăнах та хăйĕн çемйин тĕревне мĕн ачаран туять. Унăн ашшĕпе амăшĕ – Константин Даниловичпа Светлана Николаевна – ачисемшĕн тем тума та хатĕр, питĕ туслăн пурăнаççĕ. Юля çемьере чи асли, Катя йăмăкĕ 6-мĕш класс пĕтернĕ. Таня вара кĕркунне 1-мĕш класа кайма хатĕрленет, сентябрĕн 1-мĕшне чăтăмсăррăн кĕтет тахçанах сас паллисене паллаканскер. Вăл та аппăшĕсем пекех лайăх вĕренĕп тесе шантарать ашшĕпе амăшне.
Экзаменсем те хыçра, сывпуллашу каçĕ те – вăл Пăва районĕнче вĕренекенсен виçĕмкун, июнĕн 27-мĕшĕнче, иртнĕ. Районти чи лайăх вĕренекенсене Пăвана пуçтарса саламланă. Вĕсен йышĕнче, паллах, Мăкăр ялĕнче çуралса ӳснĕ, Кушник шкулĕнче вĕреннĕ Юлия Тюплина та пулнă. Пикене Пăвара шкула ăнăçлă пĕтернĕ ятпа кĕмĕл медаль тата хаклă парне панă. Унăн çитĕнĕвĕшĕн пурте – ашшĕ-амăшĕ те, учительсем те, пĕрле вĕренекенсем те чĕререн савăнаççĕ.
Халĕ вара умра аслă çул – хăшне суйласа илсе хăшĕнпе утнинчен пĕтĕм пуласлăх килет. Юлия Тюплинан та ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçлас килет, çак кунсенчех вăл докуменчĕсене тĕп хуламăрти аслă шкулсен йышăну комиссийĕсене кайса парĕ. Хĕрĕн чи пысăк ĕмĕчĕ – медицина университетне вĕренме кĕресси, тухтăр пуласшăн вăл. Пултаруллă хĕре ăнăçу сунас килет. Хисеплĕ чăваш-тухтăрсен хушшинче тепĕр темиçе çултан Юлия Тюплинан ятне те илтессе шансах тăратпăр.
 
: 880, Хаçат: 26 (964), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: