Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи «Звезда» ял хутлăхĕ район центрĕнчен инçетрех вырнаçнăран-ши, те Хусан çулĕн çывăхĕнче мартан ку тăрăхра суварçăсем питех пулман. Çак çитменлĕхе пĕтерес шутпа иртнĕ эрнере эпир ятарласах çула тухрăмăр.
Хурăнвар Шăхале, Шăхале, Çĕнĕ Шăхале, Куршанкă Шăхале тата Илмет-Чаткас пĕрлештерекен «Звезда» ял хутлăхĕ пĕчĕк мар, хальхи вăхăтра унти 350 çуртра пурĕ 1155 çын (70 проценчĕ чăвашсем) пурăнать. Çавăнпа Шăхаль тăрăхĕнче вырăсла калаçакан аслă çулти çынна та, ача-пăчана та тĕл пулмарăмăр. Пуçлăхсем те пурте тенĕ пекех чăвашсем, тĕрĕсрех каласан, çак ялсен çыннисемех. Ял хутлăхĕн кантурĕнче ĕçлекен специалистсем те акă ютран килнисем мар.
Ял хутлăхĕн центрĕн – Хурăнвар Шăхалĕн – варринче XIX ĕмĕр вĕçĕнче уçнă чиркӳпе прихут шкулĕн, 1901 çулта лартнă чиркĕвĕн (халĕ Культура çурчĕ) çурчĕсем паянхи кунччен упранни ялсен историйĕ пуяннине çирĕплетет. Çапах та пире халăх паян мĕнлерех пурăнни ытларах интереслентерчĕ. Вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С.А.Тарасов пĕлтернĕ тăрăх, ял хутлăхĕн территорийĕнче 4 фельдшерпа акушер пункчĕ, 4 клуб, 3 шкул, 8 лавкка, 2 библиотека, почта уйрăмĕ, «Корм Дрожжановский» тулли мар яваплăхлă обществăн «Шигали» тата «Убеево» филиалĕсем чиперех ĕçлеççĕ. Çавăнпах-тăр кунти ялсем пĕтеççĕ темешкĕн чĕлхе çаврăнмарĕ.
Инфраструктурине вара кирек мĕнле ялăн та ăмсанмалăх пур. «Хурăнвар Шăхалĕнчи Центральная, Горький тата П.Юхвитов ячĕллĕ урамсене, Çĕнĕ Шăхаль патне асфальтлă çулсем сартăмăр, урамсенчи юпасем çине çутă кĕртрĕмĕр», – терĕ Сергей Анатольевич 2011 çулта пурнăçланă чи пысăк ĕçсемпе паллаштарнă май. «Ял çулĕсем» федераллă программăна кĕни шăхальсене çав тери хытă савăнтарни каламасăрах паллă, тинех çулсăр тарăхма пăрахрĕç. Чăн та, Куршанкă Шăхале хальлĕхе ку ырлăх çитеймен-ха. Тĕрĕсрех каласан, ĕçĕ вĕçленеймен çеç. Çул сарма вак чула та, хăйăра та çителĕклех килсе тăкнă, районти çул-йĕр ĕçченĕсене Хусана Универсиада валли çул-йĕр тума илсе кайнипе кăна ĕçе чарма тивнĕ. Çул çукки куршанкăсене самай чăрмантарать. Йĕпе çанталăкра машинăпа кĕрсе тухма йывăррипе кунти ачасем пуçламăш шкул хыççăн ытларах Хурăнвар Шăхальне мар, кӳршĕллĕ Чăваш Енри Шăмăршă район центрĕнчи, Пуянкассинчи шкулсене вĕренме çӳреççĕ иккен.
Пĕлтĕр тата Хурăнвар Шăхальти Центральная тата П.Юхвитов ячĕллĕ урамри çыхăну линийĕсене юсанă, Хурăнвар Шăхальпе Шăхаль ялĕсене кабельлĕ телевидени кĕртнĕ. Çак çĕнĕлĕхсем майпен ытти ялсене те çитĕç-ха.
Пурăнма услови пуррине пăхмасăр кунта та çамрăксем яла юласшăн мар çав. Сăлтавĕ – ĕç çукки. Маларах тĕпленнĕ вăйпитти 40 çыннăн çак сăлтавпах вахта мелĕпе юта ĕçе çӳреме тивет. «Ялта уйăхсерен 2-3 пин тенкĕ чĕрĕ укçапа тӳлекен ĕç пулсан та пирĕн арçынсем юта ĕçе çӳремĕччĕç», – пытармаççĕ чун ыратăвне кунти чăвашсем. Çамрăксем ялта юлманнипех юлашки вăхăтра ялсенче çĕнĕ пӳрт лартакансем сахал, «Çамрăк çемье» программăпа усă куракансем те нумайăн мар. Çак темиçе çулта ку программăпа пурĕ те 6 çурт кăна лартнă-мĕн. «Çемье фермисем» программăна вара вуçех те пĕр çын кăна хутшăннă. Юрать-ха, харпăр хуçалăх программипе усă куракансем пур. Вĕсем патшалăх паракан çăмăллăх укçапа выльăх-чĕрлĕх, техника туяннă. Выльăх-чĕрлĕх тенĕрен, кунти харпăр хуçалăхсенче ĕне-выльăхсен шутне ӳстерни сисĕнет-мĕн. Куллен сĕт пуçтарассине йĕркеленипе çынсем, нумай мар пулин те, сĕт сутса тупăш тума тăрăшаççĕ.
Урамра ача сасси те кĕрлесе тăмасть халĕ, мĕншĕн тесен çуралаканнисем сахал. 2011 çулта, тĕслĕхрен, 5 ялта пурĕ те 10 ача кăна çут тĕнчене килнĕ. Хурăнвар Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкула кăçал пĕрремĕш класа 5-ĕн, 2013 çулта 3-ĕн кăна килмелле. «Шкула хупаççех иккен», – пăшăрханса пĕлтерчĕ кун пирки Хурăнвар Шăхаль шкулĕн директорĕ Л.В.Степанова. Пĕлӳ пахалăхĕпе районта малтисен йышĕнчи шкула çак шăпа кĕтесси пуринчен ытла директора пăшăрхантарни паллă ĕнтĕ. Акă мĕншĕн инфраструктурăна лайăхлатни çине пысăк шанăç шăхальсен: «Асфальтлă çулсем сарнă хыççăн лару-тăру кăшт улшăнать пуль-ха, тен, хуларан килекенсем пулĕç, çамрăксем яла юлĕç», – шанăçа çухатмасть ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С.А.Тарасов.
Кунсăр пуçне шăхальсен çывăх вăхăта палăртнă планĕсем те пысăк: Куршанкă Шăхаль ял клубĕн çуртне тĕпрен юсаса пĕтермелле, Хурăнвар Шăхалĕнче вара çитес çулсенче çĕнĕ Культура çуртне лартмалла (кăна район проекта кĕртнĕ ĕнтĕ), урамри юпасем çине çутă кĕртес ĕçе малалла тăсмалла тата ытти те.
Ял хутлăхĕн территорийĕнче чиркӳ çĕкленсен, тен, лару-тăру та улшăнĕ, çамрăксем яла юлма е таврăнма тытăнĕç? Сăмах май каласан, халăх вăйĕпе лартакан чиркӳ кунта хатĕрпе пĕрех, ăна шăхальсем кăçал Питрав праçникĕнче уçма хатĕрленеççĕ. Çак пулăмпа пĕрлех авалхи йăлана – ял праçникне – çĕнĕрен чĕртĕç. Уяв ирттермелли вырăна хатĕрлесе хунă ĕнтĕ, кĕтнĕ кунра Турри лайăх çанталăк парасса кăна шанаççĕ.
 
: 988, Хаçат: 26 (964), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: