• Сăрлă урайăн йăлтăркки ан пĕттĕр тесен ăна нашатырь спирчĕ (пĕр витре шыва 1-2 апат кашăкĕ) янă шывпа çумалла. Кĕпе çумалли порошоклă е супăньлĕ шывпа çусан сăр тĕсĕ тĕксĕмленет.
• Противень нумай вăхăтчен ан тутăхтăр тесен ăна выльăх çăвĕпе сăтăрса духовкăра лайăх хĕртмелле. Тутăхнă противене тасатма та йывăр мар, чĕрĕ çĕр улмине çырма хăйăрĕ çинче йăвалантарса противене сăтăрмалла.
• Холодильник тăрук ванчĕ, сирĕн вара тĕп сакай та çук пулсан аш-какай, çу-çăмарта шăрăхра хăвăрт пăсăлать. Анчах ĕлĕк çак хатĕрсем пулмасан та çынсем апат-çимĕçе упрама пултарнă вĕт-ха. Пĕр-икĕ вăрттăнлăха эпир те пĕлтĕмĕр:
– аша уксусра йĕпетнĕ хулăн пусмапа чĕркесен вăл икĕ кун упранать. Çаплах аш татăкне лимон сĕткенĕпе сĕрсе дуршлагпа е марльăпа хупласан çил кĕрекен вырăнта икĕ кун пăсăлмасть;
– пулла е аш-какая вĕлтрен е хĕрен çулçипе хупласа уксусра йĕпетнĕ пусмапа чĕркесен вăл нумайччен упранать;
– çăмартана выльăх çăвĕпе (е çăмарта шуррипе) сĕрсе хутпа чĕркемелле те карçинккана хурса уçă вырăна çакса хумалла. Капла вăл темĕнччен пăсăлмасть;
– услам çăва пергаментпа чĕркесе тăварлă шыва ярсан тути темĕнччен упранать, пăсăлмасть.