Ялсенче çĕнĕ чиркӳсем, мечĕтсем çĕкленни çĕнĕлĕх мар халĕ. Тĕн чĕрĕлнинче япăххи çук, вăл усала вĕрентмест. 2010 çулта Пӳркел ялĕнче те часавай та пулин пулмаллах текен сăмах тухсан, халăх пухăва пуçтарăнсах ку ыйтăва сӳтсе явнă-мĕн. Вĕсем çакăн пысăкăш ялта часавай мар, чиркĕвех кирлĕ тесе йышăннă, Турă çурчĕн вырăнне те пĕрлех суйланă. Çапла спонсорсем, çак ялтан тухнă ентешĕсем пулăшнипе пӳркелсем вăхăта вăраха ямасăр 2010 çулхи июнь уйăхĕнчех чиркĕвĕн никĕсне ярса хăварма та ĕлкĕрнĕ.
– Ялти чиркӳ лартас шухăша пĕр çын та хирĕçлекен пулмарĕ, кашни вăй çитнĕ таран укçа пама тăрăшрĕ. Хастарсем те хăвăрт тупăнчĕç, вĕсем хăйсемех ют çĕре кайса чиркĕвĕн проектне илсе килчĕç. Строительство ĕçне пĕрремĕш кунран пуçласа паянхи кунччен «Гигант» хуçалăх ертӳçи В.Малышев ертсе пырать. Вăл çыннине те хăех тупать, техникине те уйăрать, – каласа парать «Вамин-Буа» агрофирмăн ертӳçи Р.Хисамов пысăк ĕç пирки.
– Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Абузяров 100 пинлĕх кирпĕч, Пăвари сĕт-çу комбиначĕн директорĕ Ф.Шайхаттаров никĕс валли бетон блоксем уйăрчĕç, «Вамин-Буа» агрофирма, Пăва район сучĕн председателĕ Л.Глинкин, Теччĕри «Надежда» фирма хуçи Н.Сергеев тата ыттисем нумай пулăшрĕç пире. Ырă ĕçе халăхпа пурнăçлатпăр эпир. Кирпĕч пушатмалла-и е ытти ĕç пур-и – çамрăкки те, ватти те хирĕçлемест. Чиркӳ тунă çĕрте ĕçлекен пенсионерсене уйрăмах пысăк тав. Ял халăхĕ ăнланни, пулăшни савăнтарать. Халĕ те-ха квартала пĕрре халăхран укçа пуçтаратпăр, – калаçăва хутшăнать Валерий Николаевич.
Ырă ĕçе Турри хăй те пилленĕ тейĕн çав, кунти çынсем каланă тăрăх, 2010 çулхи çулла типĕ те шăрăх çанталăкра ытти ялсенче çумăр пĕр тумлам та ӳкмен пулсан, Пӳркелĕнче вара çусах тăнă. Çав çулхине «Гигант» хуçалăхăн кукуруза тухăçĕ районта чи пысăкки пулнă, пĕр гектартан 350 центнер симĕс масса илнĕ вĕсем. «Выльăх апатне ютран туянмалла пулмарĕ вăл çул», – аса илет кун пирки хуçалăх ертӳçи В.Малышев.
Турă амăш Казански ячĕллĕ чиркӳ хальхи вăхăтра вĕçленнĕпе пĕрех, ăна купаласа пĕтерсе куполĕсене лартнă, чиркӳ йĕри-таврашне карта та тытнă ĕнтĕ. Халĕ шалти ĕçсем пыраççĕ. Валерий Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, йăлтах йĕркеллĕ пулсан, кĕркунне ялăн престольнăй праçникĕ тĕлне çĕнĕ чиркӳ уçăлса чан çапса халăха пĕрремĕш кĕлле йыхăрĕ.
![]() |