Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çу кунĕсенче ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен ертӳçисене кантурта курма çук, вĕсем иртен пуçласа каçчен хирте. Мĕн каласан та яваплă тапхăр – утăçи. «Дрожжановский Корм» тулли мар яваплăхлă обществăра та ку çаплах. Эпир пынă кун тĕлне вăл 476 тонна утă кĕртме тата 235 тонна сенаж хывма ĕлкĕрнĕччĕ. «Дрожжановский Корм» пĕчĕк мар, 6 филиалран тăрать. Вĕсенчен пĕринче – «Шигалире» – çак кунсенче эпир те пулса куртăмăр. Шел те, филиалăн директорĕпе Федор Николаевич Клементьевпа хăйĕнпе курнăçма май килмерĕ, унăн çумĕ Виталий Николаевич Волков вара, хире васкатчĕ пулин те, хуçалăхри лару-тăрупа паллаштарчех.
Тĕпрен илсен, «Шигали» «Дрожжановский Корм» тулли мар яваплăхлă обществăн ытти филиалĕсем пекех тĕрлĕ отрасльпе ĕçлет: тыр-пул ӳстерет, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. 5,5 пин гектар акăнакан çĕр çине вăл кăçал çурхи тулăпа урпана 1000-шер, пăрçана – 90, силос валли кукуруза – 300, выльăх апачĕ валли тырă хутăшне – 400, сахăр чĕкĕнтĕрне – 250 тата рапса – 300 гектара акса хăварнă. Калчасем çуркунне аванах шăтнă-ха, хальлĕхе япăх ӳсмеççĕ. Çапах та çĕр ĕçченĕсене нумай вăхăт çумăр пулманни шиклентерет. Çавна кура выльăх валли утă та пĕлтĕрхинчен япăхрах пулни палăрать-мĕн.
– Çумăр çук вĕт, пĕлтĕрхинчен çуррине хатĕрлейĕпĕр-ши, – терĕ Виталий Николаевич кун пирки. Чăн та, пĕтĕмлетме васкамарĕ. Сăлтавне те ăнланмалла, вăл кун тĕлне филиал пĕр çĕклем утă та кĕртме ĕлкĕрменччĕ-ха. «Дрожжановский Корм» тулли мар яваплăхлă обществăн филиалĕсем темиçе пулнипе утă пуçтармашкăн та, сенаж хывма та шăхальсем патне черет çитейменччĕ. «Ыран утă пуçтарма тухатпăр», – паллаштарчĕ хуçалăх планĕсемпе директор çумĕ. Хуçалăхăн пĕр ĕнене хĕл каçарма 28 апат единицинчен кая мар апат кирлĕ иккен. Çавăнпа кăçал утă пĕлтĕрхинчен шĕвĕрех пулни ертӳçĕсене хумхантармасть мар. Мĕн тесен те выльăх шучĕ самаях-çке, пĕтĕмпе филиалăн 420 пуç (350-шĕ Çĕнĕ Шăхальте) сăвăнакан ĕне. «Дрожжановский Корм» тулли мар яваплăхлă общество талăкне 5323 килограмм сĕт сăвать.
Виталий Николаевич хăй опытлă агроном (Теччĕри ял хуçалăх техникумне пĕтернĕренпе кунта 24 çул тăрăшать) çавăнпа кăçалхи пулас тухăç мĕнлерех пулассине те лайăх чухлать. Ун шучĕпе, çитес вăхăтра çумăр çумасан хуçалăх пĕр гектартан 20-25 центнертан нумайрах тухăç илеймест. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, тухăç çук-тăк, хуçалăхăн тупăшĕ те çук. Чăн та, пĕлтĕр ку тăрăхра 500 гектара акнă рапс питĕ ăнса çитĕннĕрен (пĕр гектартан 15 центнер) хуçалăх килограмне 10 тенкĕпе сутса тупăш илнипе кăçал та çак культура çине шанаççĕ.
Тухăçĕ пулать-и, çук-и – халăхăн ниме пăхмасăр ĕçлемелле, нумайăшĕшĕн вăл тĕп ĕç вырăнĕ. Хальхи вăхăтра кунта 110 çын тăрăшать-мĕн. Вĕсен йышĕнче пысăк опытлă, пултаруллă ĕçченсем сахал мар. Тĕслĕхрен, Е.Янгалаков, В.Никитин трактористсен, В.Сетнеров водителĕн ĕç стажĕ вăтăр çул ытла, вĕсем çулталăкра пĕр кун та ĕçрен юлмаççĕ тесен те тĕрĕс. Валерий Сетнерова, тĕслĕхрен, кăçал район Сабантуйĕнче те чысланă. Вăл пенсие тухнă пулин те тăван хуçалăхра ĕçе пăрахма васкамасть. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕре хутшăнакан В.Лепешкин, А.Большаков, В.Кучеров, А.Михайлов механизаторсемпе водительсем те тăрăшуллисен шутĕнче.
Пĕр сăмахпа, «Шигали» хуçалăхра та ĕç вĕрет, шăхальсен хальхи тĕп тĕллевĕ – выльăх апатне вăхăтра тата çителĕклĕ хатĕрлесси. Хуçалăх выльăхĕсем мĕнле хĕл каçасси шăпах çак кунсенчен килет-çке. Ĕçлекеннисем ĕçне пурнăçлĕç-ха ăна, ĕçленĕшĕн чĕрĕ укçан хăçан илме тытăнĕç-ши? Темшĕн пирĕн республикăра та хальлĕхе чылай хуçалăхăн ячĕ кăна улшăннă, тӳлев системи вара унчченхи пекех юлнă.
 
: 1035, Хаçат: 25 (963), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: