Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 18-23 №№.)
 
* * *
Май уйăхĕн хĕвел пайăркисем тӳпенелле кармашнă чух Кукăркӳль çывăхĕнчи айлăмран КИМ совхозĕн Чăваш Сĕнчĕк уйрăмĕн икĕ кĕтĕвĕ те сăрта хăпарса çитрĕç. Часах ĕне сăвакансен шăв-шавĕпе тулса ларчĕ лагерь.
– Ăçта çĕтнĕ пирĕн Микуç, ĕнесене сăвакан системăна хута ямалла, – ыйтаççĕ дояркăсем пĕр-пĕринчен. – Эсĕ, Лилюк, курман-и ăна? Хĕр хулпуççийĕсене сиктеркелесе илет. Çак вăхăтра лагере совхозăн тĕп зоотехникĕпе уйрăм управляющийĕ килсе çитеççĕ. Сăвăм халь те пуçланманнипе бригадир вырăнне юлнă Иван Ильича вăрçма пуçăнаççĕ. Лилюк ун хутне кĕрет.
– Ан айăплăр бригадира. Атьăр пурте, эпĕ сире пирĕн оператор мĕнлереххине кăтартăп.
Лилюк хыççăн лагере килнисем утаççĕ. Çуртăн пĕр чӳрече рамкине илсе пĕренесем çумне таянтарнине кураççĕ, çурт алăкĕ патĕнче Кĕлмук мотоциклĕ ларать. Çурта кĕрсен урай варринче çыхса пăрахнă çамрăк йĕкĕт выртнине курсан тĕлĕнсех каяççĕ.
– Ара, ку ĕнесене машинăпа сутаракан Микуç-çке. Мĕн тăвать вăл кунта çак хальлĕн?
– Çак апăрша йĕкĕт çĕркаç мана вăрласа кайса хăйĕн арăмĕ тума ĕмĕтленнĕ, – пĕлтерет Лилюк, – хăйĕн вăйĕ çине шанса пĕчченех килнĕ, анчах эпĕ унран чеерех, тавçăруллăрах пултăм – ним мар хăй илсе килнĕ пăяв татăкĕсемпе çыхса пăрахрăм. Халь салтар пуль, ĕнесене сумалла вĕт.
– Пĕремĕк çисе пурăнас терĕн апла Микуç? Пирĕн Лилюк чăнах та пĕремĕк пекех тутлă курăнать, сăнĕ-пуçĕ пăхса ытармалла мар вĕт.
– Хĕр вăрлас йăла пĕтнĕ пуль тесе шутланăччĕ эпĕ, – хутшăнчĕ калаçăва вăтам çулсенчи хĕрарăм, – Миккиш Минюçа вăрланăранпа пулманччĕ-ха кун пекки. Йăлана чĕртекенсем татах пур иккен.
– Халь çынна вăрласа ирĕксĕрлĕхре тытнăшăн суд туса тĕрмене лартмалли саккун та пур. Эсĕ, Лилюк, Микуçа суда памастăн пуль? – кăсăкланать Кулине тантăшĕ.
– Кăмăлне улăштармасан мансăр та тупăнĕç суда паракансем. Питне тăрмаласа пĕтернĕшĕн те кулянатăп.
– Çемçе кăмăллă, ырă чунлă эсĕ, Лилюк.
Ирхи сăвăм чиперех вĕçленчĕ. Хĕрарăмсемпе хĕрупраçсем ушкăнпах Чăваш Сĕнчĕкĕ еннелле утрĕç. Каçхи кĕтӳçĕсем Микуç хĕр вăрлама кайни ăнăçсăр вĕçленнĕ хыпара яла çитернĕ те. Лавкка умĕнче, кĕтӳ хăваланă тĕлте, клуб умĕнче çынсем ушкăнлансах çав хыпара сӳтсе яваççĕ. «Маттур, Лилюк, парăнман нĕрсĕре. Атту амăш шăпине тӳсме тӳр килетчĕ».
Минюç хĕрне яланхи пекех икĕ хурăн хушшинчи сак çинче кĕтсе илчĕ. Начар хыпара вăл та илтме ĕлкĕрнĕ.
– Ах Тур, хĕрĕм, амантса пĕтермерĕ-и сана Микуç? Вăт вĕт еплерех нĕрсĕрскер те путсĕрскер. Пытармастăп, Лилюк, манра ăна кĕрӳ тăвас шухăш та амаланма тытăннăччĕ. Халь ĕнтĕ Тур сыхлатăр, кирлĕ мар мана ун пек кĕрӳ.
– Анне, эпĕ пĕр курка чей ĕçетĕп те канма выртатăп. Çĕркаç Микуçа пула чĕптĕм те çывăрман.
Лилюк тăрса пӳртне кĕчĕ, Минюç хăй пурнăçне шĕкĕлчерĕ. «Маттур ман хĕр, пултаруллă, – шутлать вăл. – Мĕншĕн эпĕ çамрăк чухне ун пекрех пулман-ши? Лилюк хăйне вăрлаттарман, хĕр чысне таптаттарман, хăйĕн юратăвне упраса хăварнă. Эпĕ те вĕт ун пекех пултарнă. Миккиш мана пĕр тĕкĕнмесĕр ирпе киле ячĕ. Атте-анне йышăнмарĕ-тĕк, илмеллеччĕ паспорта, кăштах пухăннă укçана, каймаллаччĕ тухса хулана. Хамăн хырăма тăрантмалăх, çи-пуç туянмалăх ĕç тупаймастăмччĕ-им? Тупаттăмах. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Савнă Петюка та кĕтсе илеттĕмччĕ. Хусах йĕкĕт патĕнче çĕр каçни имĕш ĕмĕр тасалмалла мар намăс. Çав намăс сан çине кăна мар, атте-анне çине те ӳкет. Намăс курас мар тесен çамрăк хĕрĕн парăнмалла. Хĕрарăм шăпи çапларах теççĕ вара. Тĕрĕсмарлăх ку, калама çук пысăк тĕрĕсмарлăх!» – сасăпах кăшкăрать Минюç. Хăй кăшкăрнинчен хăраса йĕри-тавра пăхса илет те татах хăй ăшне путать.
Миккишне хурлама чĕлхе çаврăнмастчĕ. Правурччĕ вăл калама çук. Кĕске вăхăтрах пилĕк стеналлă çурт хăпартрĕ. Никĕсĕ те ун бетонран, илемлĕ веранда хăпартрĕ, хуралтисем те тĕреклĕ. Пурте пур, юрату кăна çукчĕ вĕсен хушшинче. Чăтсан-чăтсан та, хăнăхсан та хунамарĕ Минюç чĕринче юрату. Унра ĕмĕрлĕхех Петюк юратăвĕ тарăн тымар янă, ăна ниепле те кăклама май çук. Тата мĕншĕн ăна кăкламалла? Упрантăр вăл ман чун-чĕререх, хĕмленсе ман пурнăç çулне çутаттăр, малалла пурăнма хĕрӳ хăват парса тăтăр.
Çак самантра хурăнсем патне çутă симĕс тĕслĕ мотоцикл пырса чарăнчĕ, Минюçа яштака пӳллĕ, шултра хумлă сарă çӳçлĕ çамрăк сывлăх сунчĕ. Кинеми ăна халиччен те курман е курса та маннă.
– Сывах-ха, ывăлăм, сывах. Астма чирĕпе сывлăш çулĕ питрĕнсен ак çак хатĕрпе пыра пĕрĕхтерсе илетпĕр те малалла пурăнатпăр. Кам ачи пултăн-ха эсĕ? Тем тӳрех палласа та илеймерĕм.
– Сар Ивансен Сашукĕ эпĕ. Экзаменсем парса Хусантан паян çеç таврăнтăм. Ял хушшине Лилюка вăрласа кайма тытăннă текен сас-хура сарăлнă. Мĕнлерех, Лилюка амантса-кăвакартса пĕтермен-и?
– Тасаран та таса вăл, Сашук. Тĕлĕнетĕп, хĕр пуçпа епле вăл хăйĕнчен аванах патвар йĕкĕте çыхса пăрахма хăват çитернĕ? Турă пулăшнă ăна, Турă.
(Малалли пулать.)
 
: 844, Хаçат: 24 (962), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: