Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ял çынни, çĕр çумĕнче ӳснĕскер, хулана куçса кайсан та пахчара аппаланмасăр чăтаймасть. Темиçе хутлă çуртри хваттерте пурăнсан та хула тулашĕнче çĕр лаптăкĕ илсе çĕрпе йăпанать.
Тольятти хулинче пурăнакан Владимир Левуков çинчен те çавнах каламалла. Вăл Аксу районĕнчи Кивĕ Тимушкел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Мĕн пĕчĕкрен пахчара аппаланнă. Халĕ те хваттерте çеç лармасть, вунă сотти ытла çĕр илсе мăшăрĕпе Зинăпа пахча çимĕç лартса ӳстерет.
Пахча çимĕç тени мĕн-ха, вĕсен дачинчи кашни ӳсен-тăранĕ ют çĕрте ӳсекенни. Пурте хăйне евĕрлĕ. Çĕр улмине – икĕ тухăç пуçтарса илеççĕ. Викторийĕ çăвĕпе çырла парать. Помидорĕ тата – пĕр тĕпĕнчен пĕр витре тухăç пуçтарса илме пулать тет. Ăна ятарласа, ыттисенчен уйрăм лартса ӳстермелле иккен. Чечексем çинчен калас пулсан-и, Зина вĕсене упăшкине юратнă пек юратать. Мăшăрĕ пĕрре пулсан, чечекĕсем вара… Пирĕн пахчара ӳсекеннисем мар, эпĕ çынсем патĕнче ун пеккисене курман та.
Çурт-йĕрĕ те ыттисен дачи пек кăна мар. Пĕренерен – ял çурчĕ. Питĕ хăтлă. Мунчи вара питех те тĕлĕнтерчĕ. Ăшши памалли кăна икĕ çĕрте. Тарласа çеç ларас тесен – пĕр çĕре шыв сапмалла. Çапăнмашкăн вара тепĕр çĕре ăшши памалла.
Хуçасене тата канма килекенсене, вĕсем çак дачăра питĕ нумайăн пулаççĕ, Левуковсен пахчинче «Агреппина Дормидонтовна» хапăл туса кĕтсе тăрать. Çак «майра» шалча çинче çеç ларать пулсан та питĕ кăмăллă куçпа пăхать. Сăтăр тăвакансене, сăмахран, кураксемпе чакаксене, юратмасть. Усал куçпа пăхсах хăратать.
Çапла Владимирпа Зинаида пĕр-пĕрне юратса, ăнланса, савăнса, çĕр ĕçĕ ĕçлесе, пысăк тухăç илсе, тăванĕсемпе юлташĕсене кучченеç парса чăн кăмăлтан пурăнаççĕ.
 
: 1617, Хаçат: 24 (962), Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: