Хальхи вăхăтра ялсенче ĕç суйлама май килмест, мĕншĕн тесен ĕçсĕрлĕх пысăк, уйрăмах хĕрарăмсен хушшинче. Юлашки çулсенче шкулсене оптимизацилени ку ыйтăва тата çивĕчлетрĕ. Ачасен шучĕсем сахаллипе хăш-пĕр вăтам шкулсенчен пуçламăш шкул кăна хăварчĕç. Паллах, пуçа каснă чух çӳçе хĕрхенмеççĕ теççĕ, вĕрентӳ реформине пула ялсенче тата темиçе çынна ĕçсĕр хăварни те шута илĕнмерĕ. Пăва районĕнчи Кивĕ Пăрăнтăк шкулĕнче 18 çул ачасене биологи предметне вĕрентнĕ Ирина Валентиновна Нягуковăн та акă çак сăлтавпах юратнă профессирен уйрăлма тивнĕ. Юрать-ха, ĕçĕ тупăннă ун валли. Ирина Валентиновна хальхи вăхăтра Пӳркелĕнчи почта уйрăмĕн ертӳçи.
«Ачасемпе ĕçленĕ хыççăн ку ĕçе тӳрех хăнăхма йывăр пулмарĕ-и?» – тесе ыйтсан ĕнерхи педагог: «Ĕçĕ кунта та çителĕклĕ-ха, халăхпа ĕçлемелле», – тесе ассăн сывларĕ. Çапла, ĕçĕ чăнах та почта уйрăмĕсен çителĕклĕ, хаçат-журнал çырăнтарассипе, посылка-бандероль ярасси кăна мар. Информатизаци саманинче почтăн та Раççей рынокĕнче тытăнса тăрассишĕн кĕрешмелле. Шăп çак сăлтавпах ĕнтĕ ялти почта уйрăмĕсем халĕ ĕлĕкхи почтăсенчен уйрăлса тăраççĕ. Унта кĕнĕ-кĕмен хаçат-журнал мар, сутлăхри апат-çимĕç, куллен кирлĕ вак-тĕвек япала куç тĕлне пулать. Почта уйрăмĕсене ятарлă план та панă. Калăпăр, Пӳркел почта уйрăмĕн кăна уйăхне 65 пин тенкĕлĕх тавар сутмалла. Плана тултарас тесе почтальонкăсен пенси укçине килĕрен валеçнĕ чух хăйсемпе пĕрле тата тĕрлĕ тавар йăтса çӳреме тивет.
– Тавар сутнисĕр пуçне эпир А.Платонова операторпа ÇКХ услугисемшĕн, çĕрпе пурлăхшăн налук, тĕрлĕ кредит тӳлевĕсене, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн штрафсене йышăнатпăр, – паллаштарать кулленхи ĕçĕпе ертӳçĕ.
Пӳркелĕнчи почта уйрăмĕ пысăк пулнине те ăнланмалла, вăл темиçе яла пĕрре-çке. Хальхи вăхăтра унта 7 почтальон тĕрлĕ яла хаçат-журнал валеçет. В.Волковăпа Г.Шарафутдинова – Пӳркел, Л.Сергеева – Шемек, Л.Горбунова – Кушкă, А.Платонова – Пимĕрсел, Н.Иванова – Çĕнĕ Мертлĕ, Е.Музуркина Кивĕ Пăрăнтăк ялĕсемшĕн яваплă.
Тавар сутас енĕпе кăна мар, хаçат-журнал çырăнтарас плана та тултарать ку почта уйрăмĕ. Çак тăрăхра кăна «Сувар» хаçата 216 экземпляр çырăнаççĕ. Эпир пынă чух кунти почтальонкăсем пирĕн хаçата çитес çур çула 100 ытла экземпляр çырăнтарнăччĕ ĕнтĕ.
– Плана тултарасчĕ-ха, хаçачĕ япăх мар вĕт, – терĕç почта ĕçченĕсем хальхинче те. Хаçат – вулаканпа, вулакан хаçатпа пулмаллах, этеме чун апачĕ те кирлĕ-çке. Çакна пысăк опытлă педагог Ирина Валентиновна пуринчен лайăхрах ăнланать. Çавăнпа ял халăхне хаçат-журнал çырăнмалли çинчен кашнинче аса илтерсех тăрать.
![]() |