Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Сувар» хаçатăн 9-мĕш номерĕнче Альбина Юратун «Чан çапма вăхăт!» тата Виктор Симаковăн «Çаплах пĕтсе пырăпăр-ши?» çивĕч ыйтуллă статйисем пичетленчĕç. Пĕр страницăра умлăн-хыçлăн тухнине тата пирĕн халăхăн чунне пырса тивекен темăна хускатнине шута илсе эпĕ те вĕсене уйăрас темерĕм, пĕрлех сӳтсе явас терĕм. Хисеплĕ авторсен нумай шухăшĕсемпе килĕшетĕп, хăшĕсене хирĕçлетĕп, тĕл-тĕл хамăн шухăшсене хушса, палăртса хăваратăп.
Тĕрĕссипе каласан, чан çапмалли вăхăт пирĕншĕн тахçанах çитнĕ. Çакăн пек серепере пирĕн халăх Яковлев вăхăтĕнче те, Совет саманинче те пулнă, хальхи демократи хуçаланнă чух та унтан хăтăлаймасть-ха. Сăлтавĕсене кашни çыракан е трибуна çинче сăмах калакан хăйне евĕр ăнланать. Вĕсен хушшинче пĕрлĕх çук теме те тăхтас килет.
А.Юратупа В.Симаков тăван халăхшăн чунĕсене парса ĕçленине хам куçпа та курнă, тĕрлĕ хаçатсенче пичетленнĕ ĕçĕсене тимлĕхпе вуласа тĕлĕнетĕп. Мĕншĕн-тĕр вĕсем, ытти авторсем пекех, пуçлăхсемпе чиновниксен ирсĕр ĕçĕсене чи пирвайхи вырăна хурса хаклаççĕ; унтан – шкулпа ашшĕ-амăш тăван чĕлхене вĕрентнĕ çĕрте çителĕксĕр ĕçленине кĕртеççĕ; виççĕмĕш вырăна – халăх йышĕ пысăк хăвăртлăхпа чакса пынине лартаççĕ. Ман шутпа, пирĕн халăх шучĕ космос хăвăртлăхĕпе чакса пынипе çыхăннă пирĕн чĕлхен шăпи. Апла-тăк ăна аяккине сирсе хăварма кирлĕ мар, ун çинчен калаçнă чух та çăмăлттай меслетсемпе усă курмалла мар. Чĕлхене кирлĕ шайра аталантарса пыма халăх çитмест пулсан, ăна ача сачĕпе шкулсенче (ирĕксĕр тесен те ытлашши пулмасть) ВĔРЕНТКЕЛЕНИПЕ сыхласа хăварасси те иккĕленӳллĕ.
Халь В.Симаков йăнăшне тӳрлететĕп. Вăл: «…1956 çулта… педучилищĕсене хупрĕç. Çавăн хыççăн Чăваш Республикисĕр пуçне пур çĕрте те шкулсенче вырăсла кăна вĕрентме тытăннипе пĕрле чăваш чĕлхипе литературин урокĕсем те пĕтрĕç. Ку енĕпе Самар облаçĕ (ун чух çак хулана Куйбышев тесе чĕннине манма юрамасть. – Н.Р.) чапа тухрĕ…», – тесе çырать. Ку тĕрĕс мар. Хам сакăр класс хыççăн тăван чĕлхепе экзамен панишĕн тата тăххăрмĕш класра та пире факультатив мелĕпе вĕрентме тăрăшнишĕн кама тав тумаллине эпĕ пĕлместĕп. Тăххăрмĕш класра пире «вырăс» класĕпе хутăштарчĕç. Вĕрентекенсем çине тăнă пулсан, тен, эпир вуннăмĕш класра та вĕренĕве малалла тăснă пулăттăмăр, ун чух пирĕн тăван чĕлхешĕн чĕре ыратнă тееймĕн. Анчах та Петр Павлович Волков вĕрентнĕ уроксене халиччен те манмастпăр, тĕл пулсан кашнинчех унăн урокĕсене ăшшăн аса илетпĕр, унтанпа аллă çула яхăн иртнĕ пулсан та. Эпир ун чух тăван чĕлхе урокĕшĕн тунсăхлаттăмăр, ăмсанаттăмăр, мĕншĕн тесен эпир вырăсла çырнине вырăсла каласа пама пултараймастăмăр, тăван чĕлхепе вара аван паллăсем илеттĕмĕр. 1960 çулсенче пирĕн шкултан кашни çулах Теччĕри педучилищĕне вунă ачана яхăн вĕренме кĕретчĕ, вĕсем кайран пурте тенĕ пекех чăваш ялĕсенче вĕрентме тытăнатчĕç. Астăватăп, 1963 çулта виççĕмĕш класра вĕреннĕ чух пире вĕрентекен Мария Васильевна Самаркина тăхтавсенче пĕр-пĕринпе вырăсла калаçма хушатчĕ. Анчах та куллен калакан «здравствуйте» тата «до свидания» сăмахсене те хамăра çăмăлтарах пултăр тесе-ши – «сăтăрасчĕ» тата «тăçвитанни» теттĕмĕр, хăш чухне ун çумне «кĕрĕк çанни» тесе хушса хураттăмăр.
А.Юрату: «…Çавăн пекех хăш-пĕр шкул директорĕсем, хăйсем вырăс пулнă май, «чăваш чĕлхине шкултан шăпăрпах шăлса кăларма хатĕрри» те ăс-тăна вырнаçмасть, ачасемпе тĕлпулусене пынă чăваш çыравçисене вĕренӳ çурчĕсенчен тухса кайма ыйтнине вара ăнланас та килмест…» – тесе çырса кăтартнă тĕслĕхсем мĕне пĕлтернине мана ăнланма йывăр. Хамăра хамăр йăваш халăх тетпĕр, анчах та патне çитсен эпир шăлсене хăйрама та, вĕсене кăтартма та пултаракан халăх пулнине манмалла мар.
В.Симаков тăван чĕлхене вĕрентме тăрăшман ашшĕ-амăшне тата чăвашлăхра ĕçлекен çынсене вăтантарасшăн, намăслантарасшăн хыпса çунать. Ку ĕç – кăлăхсăр ĕç! Эп Ульяновск хулинче пурăнатăп, арăм вырăс хĕрĕ, ачасем çуллахи каникулсенче кукамăш патĕнче пулнăран ачаран чăвашла калаçма вĕренеймерĕç. Хам тăван чĕлхепе калаçма юрататăп, 1970 çултанпа вырăссен хушшинче пурăнсан та мана чăвашла калаçма çăмăлтарах. Хам тĕрлĕ общество ĕçне хутшăнатăп, тавра пĕлӳ анинче чăвашла ултă кĕнеке пичетлесе кăлартăм, хисеплĕ ятсем, обществăлла должноçсем пачĕç... Ывăлпа хĕре чăвашла калаçма вĕрентеймерĕм… Мĕн тумалла? Пĕлместĕп. Чăваш чĕлхи тавра пуçтарăнма та Чĕмпĕрте «Канаш» хаçатпа «Еткер» телекăларăм тухма тытăнсан, Шупашкартан В.Станьял, А.Алексеев, А.Хузангай, Ю.Мишши пирĕн пата килсе вĕрентме тытăнсан кăна пултартăмăр. Пирĕн пурнăç çапларах… Çавăнпа ачисене тăван чĕлхене вĕрентеймен сăвăçсене, çыракансене, общество деятелĕсене вăрçни кама мĕн парать?
А.Юрату пăшăрханăвĕ çинчен. ЧР Писательсен союзĕн членĕсене «япăх» хакланинчен, ик çĕр çынран 3-4-ăн анчах çыравçă ятне илме тивĕç пулнинчен, кĕнеке кăларма укçа уйăрманнинчен тĕлĕнет. Кунта тĕлĕнмелли çук. Чĕмпĕр çыравçисен тĕслĕхне илсе кăтартам-ха. Пирĕн тăрăхра юлашки вăхăтра çыравçăсем йышланса кайни çумăр хыççăнхи речĕ-речĕпе кăмпа шăтнине аса илтерет. Пĕр пулăм асра. «Канаш» хаçатра пичетленнĕ хайлава иккĕмĕш сыпăкри йăмăка кăтартрăм. Вăл ăна вуласа тухрĕ те, манпа пĕр шкул пĕтернĕ упăшкине:
– Витя, эсĕ те çыр, эсĕ çырма пĕлен вĕт! – терĕ ним шутласа тăмасăр.
Эпĕ 1993 çултанпа тĕрлĕ хаçатсенче тĕрлĕ темăпа пичетленкелетĕп, тăван чĕлхепе çырма хăнăхрăм теме пулать. Анчах та ман пĕлӳ çыравçăсен шайĕнчинчен аякра тăрать. Мана хамăн таврара, тĕнчере «летописец» теççĕ. Эпĕ кунпа килĕшме пултаратăп. Ульяновск хулинче пурăнакан хăш-пĕр ЧР Писательсен союзĕн членĕсем çак общество çинчен те, унăн ертӳçи çинчен те тивĕçсĕр начар сăмахсемпе тиркесе калаçаççĕ. Мĕн чухлĕ укçа парса унта кĕнине те, чаплă ят илнишĕн мĕн чухлĕ укçа памаллине те пытармаççĕ, кирлĕ-кирлĕ мар çынпа ун çинчен калаçма та именмеççĕ.
Ульяновск облаçĕнче те Правительство кĕнеке кăларма укçа уйăрать. Унпа çулсерен икĕ çын анчах усă курать. Те хăйсем çав тери пултаруллă, те çулне такăрлатнă? Хăшĕ тĕрлĕ кĕнекесенчен компьютерпа сăптăрса илет те, çак аппарат çинчех вырăсла пĕр экземплярпа «кĕнеке» кăларать. Мĕншĕн вырăсла тетĕр-и? Чăвашла куçарма пĕлменнипе. Унăн пĕлтерĕшне палăртнă чух: «…работа по развитию чувашского языка и культуры.., один из первых среди чувашских народных академиков Ульяновской области издал книгу…» – тесе çыраççĕ. Намăс!
«Хисеп хучĕсене парса чыслани малашне хавхаланса ĕçлеме вăй парать» тенипе те килĕшме çук, мĕншĕн тесен çак пулăм чăвашра сĕре те вăйлă аталаннă. Вăл мĕскĕн чăваша тата та мĕскĕнлентерет, чунри тивĕçлĕхне пусарать, вăйсăрлăхпа иккĕленӳлĕх çуратать. Пирĕн ентеш В.И.Ленин гени каланинчен аванни çук: «Лучше меньше, да лучше!»
Хăш-пĕр чухне чăваш хаçачĕ-журналĕсенче тем пекех профессионалсен ĕçĕсене вуласа киленес килет.
 
: 769, Хаçат: 24 (962)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: