Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çак кунсенче редакцие Нурлат районĕнчи Ялавăр ялĕнче пурăнакан пенсионерсенчен çыру килчĕ. Акă мĕн çыраççĕ «Сувар» хаçатăн кулленхи вулаканĕсем: «Хаклă юлташсем, «Сувар» хаçата вулакан чăвашсем! Ырă кăмăллă, пур енчен те пултаруллă, тăрăшуллă çын тесе калаççĕ ун çинчен пирĕн ял çыннисем. Эпир, Нурлат районĕнчи Ялавăр ялĕнче пурăнакан пенсионерсем, Александр Сергеевич Огонева ырă сăмахсем каласа тав тăватпăр.
Вăл тăрăшнипе пирĕн ялта çĕнĕ чиркӳ ӳссе ларчĕ. Çакă пире питĕ савăнтарать. Акă миçемĕш çырăнтарура вăл пире «Сувар» хаçат парнелет. Çак хаçатран эпир хамăр республикăри тата хамăр таврари хыпарсене пĕлсе тăратпăр. Хамăр ялти çитĕнӳсем çинчен те нумай вулатпăр. Тавтапуç сана, Александр Сергеевич!»
Чăн та, Ялавăрта çуралса ӳснĕ, халĕ Çырчалли хулин судĕнче судья пулса ĕçлекен А.С.Огоневăн ырă ĕçĕсем пирки эпир те пĕрре мар илтнĕ. Тивĕçлĕ канури кинемисемпе мучисен сăмахĕсене Ялавăр ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Г.А.Кульметьева та çирĕплетрĕ.
– Александр Сергеевич пире, Ялавăрта пурăнакансене, яланах пулăшать, хăйĕн тăван ялне пĕр самантлăха та манмасть – килсех çӳрет. Вăл пулăшнипе мĕнле ĕç кăна туман-ши эпир – каласа та пĕтерме çук. Ак 2012 çулăн иккĕмĕш çур çулĕ валли Ялавăрта пурăнакансене хăйĕн укçипе 77 экземпляр «Сувар» хаçат çырăнтарса пачĕ вăл. Александр Сергеевича пĕтĕм ялĕпе чĕререн тав тăватпăр, – тет Галина Анатольевна.
«Сувар» хаçат редакцийĕ те А.С.Огонева чунтан тав тăвать. Хаçатăмăра çултан çул нумайрах та нумайрах чăваш вулатăр тесе тăрăшаканран пурин те тĕслĕх илсен аванччĕ.
 
 
 
: 702, Хаçат: 24 (962)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: