Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнче Акатуй эстафетине пĕлтĕр Хулаçырминчен илнĕ хыççăнах Упи ял хутлăхĕ уява хатĕрленме тытăнчĕ. Праçнике ытти ялсенчен кая мар ирттермелле-çке. Уписем хăйсен сăмахĕ çине тăчĕçех, Акатуя чăннипех те тĕплĕн хатĕрленни тӳрех куç тĕлне пулчĕ.
Çĕпрел районĕнче Акатуй эстафетине пĕлтĕр Хулаçырминчен илнĕ хыççăнах Упи ял хутлăхĕ уява хатĕрленме тытăнчĕ. Праçнике ытти ялсенчен кая мар ирттермелле-çке. Уписем хăйсен сăмахĕ çине тăчĕçех, Акатуя чăннипех те тĕплĕн хатĕрленни тӳрех куç тĕлне пулчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Сарафанов халăха уяв ячĕпе саламларĕ, Упи ял хутлăхĕн пуçлăхĕн Алексей Ярухинăн сăмахĕсем вара кашнин чĕрине кĕрсе вырнаçрĕç темелле.
Тӳремĕн пĕр хĕрринче чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене, пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне палăртакан курав йĕркеленĕ. Тепĕр енчи çул хĕрринче вара суту-илӳ палатисем вырнаçнă. Шашлык тĕтĕмĕн шăрши тутлăн сăмсана кăтăкларĕ, апатланас текенсем валли вара çакăнтах пловне те пĕçерсе тăчĕç. Урăхла каласан, кăмăллă канас текенсем валли пурте пурччĕ кунта.
Акатуй тӳремĕ кĕрлесе тăчĕ, кашнин тĕрлĕ вăйăсене хутшăнасси килчĕ. Акатуй илемĕ – кĕрешӳ. Çак интереслĕ ăмăрту хăй тавра пысăккисене те, пĕчĕккисене те пуçтарчĕ. Кĕрешӳ паттăрĕ Хулаçырминче çуралса ӳснĕ, Ульяновск хулинче пурăнакан Алексей Чугунов пулчĕ. Автомашинăна туртас енĕпе чи вăйлисем Николай Сергеевпа (Ульяновск облаçĕ, Тереньга) Алексей Павлов (Турхан Упи) пулса пĕр пек вăхăт кăтартрĕç.
Акатуй уявне Шупашкар артисчĕсем те килсе çитнĕччĕ. Пĕртăван Малинасем сцена çинче илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Алексей Шадриков, Петр Ермолаев юрланă кĕвĕсемпе вара çамрăксем те ташша ячĕç.
Акатуй, паллах, парнесемсĕр иртмест. Упи ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Алексей Ярухин уява йĕркелеме пулăшакансене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Ăмăртусенче, вăйăсенче çĕнтерекенсем те хаклă парнесене тивĕçрĕç.
Кунĕпех тăсăлчĕ Акатуй уявĕ. Çак пĕр кунлăх уяв мĕнпур çынна çулталăка вăй парĕ, пурнăç тата та илемлĕн курăнĕ. Тепĕр çул çурхи хир ĕçĕсем вĕçленсен Акатуй татах район чăвашĕсене пĕрле пуçтарĕ, анчах урăх ялта. Мĕншĕн тесен Акатуй Çĕпрел тăрăхĕнче куçса çӳрекен уява çаврăнчĕ. Упи ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Алексей Ярухин эстафетăна малалла тăсма Акатуй ялавне Матак ял хутлăхĕн пуçлăхне Валерий Михайлова пачĕ.
Каç кӳлĕм те уяв вĕçленмерĕ-ха, хĕвел каç енне сулăнсан ял çыннисем Упи Культура çуртне пуçтарăнчĕç. Унта вĕсем Чăваш Енри Муркаш районĕнчи Йӳçкассинчи Константин Федорович Ярухин ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ лартнă «Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи» спектакле пăхрĕç. Каçхи тĕттĕмре янă 25 залпран тăракан салютăн тĕрлĕ тĕслĕ çутисем Упи тăрăхне çутатса, аякранах курăнса тăчĕç.
 
: 998, Хаçат: 24 (962), Категори: Акатуй-2012

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: