Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ака-суха вĕçленсен хуçалăхсем хирте çĕрне-кунне пĕлменскерсем валли уяв тăваççĕ. Çак уява чăвашсем Акатуй теççĕ. Кунта ĕнтĕ пĕтĕм халăх савăнать.
Пăва районĕнчи Элшел ялĕнче июнĕн 9-мĕшĕнче Акатуй иртрĕ. Уяв «Тăхăръял» агрофирми тăрăшнипе питĕ савăнăçлă та чаплă пулчĕ.
Акатуй хитре юрăсемпе тата çăкăр-тăварпа кĕтсе илнинчен пуçланчĕ. Агрофирмăн генеральнăй директорĕ Радик Гисматов хуçалăхра тăрăшакансене тата ял халăхне ăшă сăмахсемпе саламласа тав турĕ.
– Хирсене эпир вăхăтлă тата кирлĕ пек ĕçе кĕртрĕмĕр. Малашне вара хальхинче тăрăшнă пек, тухăçа ăнăçлă тата нумай пуçтарса илмелле пултăр. «Ак барс» холдингăн генеральнăй директорне те питĕ пысăк тав сăмахĕсем калас килет. Вĕсем пире пулăшнипе эпир Урташ палăкне лартрăмăр, Тăхăрьял музейне уçрăмăр, темиçе пусă чаврăмăр, кӳлĕсем тасатрăмăр. Кăçал тата акă асфальт та саратпăр-ха, – терĕ Радик Ринатович сцена çинчен.
Элшелĕнче иртекен Акатуя «Ак барс» холдинг представителĕ те хапăл туса килнĕ. Холдингăн генеральнăй директорĕн Иван Михайлович Егоров ятĕнчен ырă сăмахсем каласа саламларĕ вăл.
Мероприятие çаплах ытти агрофирма директорĕсем те тăхăрьялсене саламламашкăн кăмăл турĕç. Мĕнлерех ăмăртса ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕç.
Сцена çине малтанхи çулсенче ĕçленĕ колхоз хуçисене те хăпарма сĕнчĕç. Вĕсенчен пĕри – Николай Дворов. Николай Михайлович – пирĕн автор. Вăл хăй ĕçленĕ чухне еплерех вăй хуни çинчен каласа кăтартрĕ. Халĕ те çавăн пекех хуçасене итлесе, ăнланса, килĕштерсе ĕçлеме сунчĕ. Вăл вăхăтра хастар ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене сцена çине тухма ыйтрĕ.
Мероприятие ертсе пыракан Светлана Сюрмина кашни ветерана сăмах пачĕ.
Çапла халĕ ĕлĕкхи пекех йывăр мар, паллах, ĕçлеме. Техники те çĕнĕрех, тухăç туса илмешкĕн меслечĕсем те уйрăмрах.
Акатуй праçникĕнче хуçалăхра лайăх ĕçленисене саламласси йăлана кĕнĕ. Хальхинче те йăлана пăсмасăр агрофирмăра малта пыракансене Хисеп хучĕсем пачĕç. Ĕçленине кура, преми те тивĕçет вĕсене, паллах. Саламлас ĕç чи малтан агрофирма механизаторĕсенчен пуçланчĕ. Кусем: Анатолий Федоров, Петр Константинов, Анатолий Ильин, Валерий Федоров, Александр Антонов, Владимир Исаев, Павел Ерусланов, Владимир Алексеев, Валерий Романов, Юрий Ерусланов, Александр Васильев, Андрей Спиридонов, Петр Константинов, Николай Гаврилов, Сергей Константинов, Валерий Медведев, Сергей Иванов, Анатолий Ильин, Владислав Степанов, Анатолий Остроглазов, Анатолий Михайлов, Юрий Васияров, Василий Павлов.
КАМАЗ, ГАЗ, ЗИЛ машинăсемпе ĕçлекен чи лайăх водительсем Евгений Антонов, Николай Комиссаров, Вавил Григорьев, Евгений Чауков, Анатолий Петров, Владимир Федоров, Владимир Нуждин, Александр Сюрмин, Александр Озеров, Иван Кильдюшев, Петр Ерусланов, Михаил Егоров. Çамрăк механизаторсенчен чи лайăх ĕçлекенни – Анатолий Трофимов.
Çаплах тĕрлĕ профессипе ĕçлекенсене те уйăрса хăвармарĕç. Николай Кузьмина (слесарь), Вячеслав Захарова (сварщик), Евгений Сергеева (токарь) тата Татьяна Осиповăна (повар) сцена çине чĕнчĕç.
Ĕне сăвакансен хушшинче вара Маргарита Еруслановăна чи лайăххи тесе Хисеп хучĕ пачĕç. Вăл ытти дояркăсемпе танлаштарсан чи нумай сĕт суса илекенни.
Мухтамаллисем тата та нумай, сăмахран, юсав ĕçĕсем тăвакансем, акакансем, тĕрлĕ ĕç пурнăçлакансем, йĕтем çинче ĕçлекенсем, поварсем, специалистсем.
Акатуй программипе килĕшӳллĕн, кунта кĕрешӳ те, футболпа волейбол вăййисем те иртрĕç, лашасемпе те ăмăртрĕç, вăй та виçрĕç. Кашни ăмăртурах мала тухнисем пур.
Пĕччен вăй виçмелли вăйăсенчен пĕри – кире пуканĕ йăтасси. Хăрах алăпа 32 килограмлă кире пуканĕ йăтса I вырăна Евгений Кучеров çĕнсе илчĕ, II вырăна Евгений Савельев тухрĕ, чукун чăмăрккине темиçе хут йăтса III вырăна Вячеслав Емельянов тивĕç пулчĕ. Халь пĕлтĕмĕр ĕнтĕ камăн алă вăйĕ мĕнлереххине.
Тăхăрьял тăрăхĕнчи халăха савăнтармашкăн Шупашкар артисчĕсем Виталий Адюковпа Полина Борисова та килсе çитнĕ. Вĕсемпе пĕрле çынсем хутшăнса юрларĕç, ташларĕç. Питĕ кăмăллă пулчĕ. Тутарла юрăсем те сахал мар янăрарĕç.
Лашасем пирки калас пулсан, кунта кăçал 800 метр тăршшĕ ипподром туса хунă. Лашисем те сахал марччĕ, 20 лаша хутшăнчĕ. Кӳршĕ агрофирма лашисемсĕр пуçне тата Ульяновск облаçĕнчен те рысаксем килнĕ.
– Çак йăлана эпир малашне те пăрахмастпăр. Акатуя çултан-çул лайăхрах ирттерме тăрăшатпăр, – терĕ агрофирмăн генеральнăй директорĕ Радик Гисматов. – Пирĕн ĕçлекенсем уява тивĕç. Ĕçленипе кăна мар, канмалла та.
 
: 1179, Хаçат: 24 (962), Категори: Акатуй-2012

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: