Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕлтĕрхи Акатуй кăмăлĕсене кайнипе-ши, пӳркелсем (Пăва районĕ) кăçалхи уява тата лайăхрах хатĕрленме шут тытнă пулмалла. Çавăнпа-ши, халăх пĕлтĕрхинчен икĕ хут нумайрахчĕ, хутшăнакансем те, курма килекенсем те. Кăна Акатуйăн тĕп тӳремне çаврăннă Пӳркел ялĕн тĕп стадионĕ çумне пырса чарăннă çăмăл машинăсен йышĕнчен те курма пулатчĕ. Епле-ха чарăнмасăр иртсе кайăн? Халĕ Ăнтăрскине каякан аслă çултан курăнсах тăрать Акатуй хапхи: «Килĕрех», – тесе çырнă унта. Çак хапхана лартма пăвасен мăнаçлăхĕ – Сандр Пикл ӳнерçĕ пулăшнă. Тăхăрьялăн варринчи тĕп ял пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ чăвашпа тутар хутăшлă пурăнакан Пӳркел. Ĕлĕкренех çапла пулнă вăл, çак аслă çул хĕрринче революциччен 12 çил арманĕ пулнă. Каярах Пӳркел «Гигант» миллионер-колхозăн тĕп хуçалăхне çаврăнать. «Тăхăр ялĕ тăхăр тĕлте, Пӳркел ялĕ варринче», – тесе юрлаççĕ кунтан салтака каякансем. Ахальтен-им кӳршĕ районсенчен такси тытса килеççĕ çак ялта иртекен Пăва районĕнчи чăвашсен Акатуйне. Чĕннĕ хăнасем те нумайăнччĕ: Пăва районĕн пуçлăхĕ Рафаэль Абузяров, ТР Халăхсен ассамблейин ĕçтăвком ертӳçи Николай Владимиров, ТР ЧНКА председателĕ Константин Яковлев, Мускав облаçĕнчи Тутар наципе культура автономийĕн председателĕ Фаиль Ибятов, Пăва районĕн судйи Леонид Глинкин, Пăвари машинăсем тăвакан заводăн генеральнăй директорĕ Александр Никифоров, Пăвари сĕт-çу завочĕн директорĕ Фенил Шайхаттаров тата ыттисем. Пĕлтĕр кӳршĕллĕ Чăваш Республикинчен Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Глухов пулнăччĕ хăнара пăвасен Акатуйĕнче, кăçал Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Анатолий Князев килсе çитрĕ. Вăл Тăхăрьялта ют çын мар, амăшĕ Раккассинчен. Маларах Шупашкар районĕн пуçлăхĕ, ЧР Президенчĕн канашçи пулса ĕçленĕ сумлă хăнан Пӳркелĕнче çывăх тăванĕсем пурăннине пĕлтĕмĕр.
Хапхаран кĕрсенех сылтăмра Пăва районĕнчи чăваш шкулĕсен палаткисем тăраççĕ. Тараватлă вĕрентекенсем хăнасене шкулсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ, апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Вĕсен çумĕнче вырнаçнă чăваш ял хутлăхĕсем клуб ĕçченĕсемпе пĕрле юрăпа кĕтсе илеççĕ курма килекенсене, шăрттанпа, типĕтнĕ хурпа, килти сăрапа сăйлаççĕ. Чăваш кил-çурчĕн атрибучĕсене кăтартаççĕ импровизациленĕ пӳлĕмсенче, çатан карта тытнă кил картишĕнче утă капанĕсем çумне тăратнă кӳмесем таранччен пур. Автансем, чĕпĕ кăларнă кăвакалсем пирки каламăпăр та ĕнтĕ. Район музейĕ «Тыр-пул» ятлă урамри экспозици тăратнă. Ал-ĕç ăстисем хăйсен ӳкерчĕкĕсемпе илемлĕ япалисене кăтартаççĕ. Çакăнтах «Сувар» хаçата çырăнтараççĕ, пысăк праçник ячĕпе редакци çак кун çырăнакансене лимонад парнелерĕ.
Ăмăртусемпе конкурссем яланхи пекех. Анчах кунта та интереслине курма пулчĕ. Тĕслĕхрен, хĕрарăмсем алă вăйне виçнине, вĕрен туртнине тата ыттине те.
Нумай пулмасть районта иртнĕ «Чăваш пики» конкурсăн çĕнтерӳçисем хăйсен илемĕпе пултарулăхне кăтартса савăнтарчĕç. Вырăнти фольклор ушкăнĕсем, Саратовран, Шупашкартан килнĕ юрăçсем пысăк концерт программи кăтартрĕç. Юрă шăрантарассипе вырăнтисенчен рункăсемпе элшелсене палăртас килет. Уява ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Дубова ертсе пычĕ.
Утсен ăмăртăвĕ аслă çулăн тепĕр енче иртрĕ. Пӳркел ипподромĕ Акатуй йăлине манмасть. Çак уяв Пăвари «Ваминăн» «Гигант» уйрăмĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе тата илемлĕрех иртрĕ. Вĕсене Валерий Малышев ертсе пырать. Ĕçре мала тухнă хуçалăх ĕçченĕсене сцена çине кăларса парнесем пачĕç. Çавăн пекех районти чăвашсен хушшинче ыр кăмăллăх ĕçĕпе палăрнă, ĕçре, вĕрентӳре мала тухнă çынсене Рафаэль Абузяров Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Акатуя пĕлтĕрхинчен тĕплĕнрех хатĕрленни сисĕнет, ку ĕçре район пуçлăхĕн çумĕ Валерий Егоров, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем тăрăшни сисĕнет. Константин Яковлев Пӳркелĕнчи фольклор ушкăнне фотоаппарат, Анатолий Князев Пӳркел вăтам шкулне телевизор парнелерĕç.
Пăва районĕнче чăвашсем халăхăн 22 проценчĕ. Чăвашсемпе тутарсем хутăш пурăнакан ялта район шайĕнчи чăваш праçникне уявлани ахальтен мар. Тĕпрен илсен Пӳркел, Пăва районĕ, Тутарстан – Раççейре тĕрлĕ халăхсем килĕштерсе пурăннине кăтартакан тĕслĕх. Аслă çĕршывăмăр Атăл тăрăхĕнчи халăхсен туслăхĕ çинче тытăнса тăнăн туйăнать. Çак сăмахсене уяв трибуни çинчен нумайăшĕ каларĕç. Малашне те çапла пултăр.
 
: 970, Хаçат: 24 (962), Категори: Акатуй-2012

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: