Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çулла пуçланчĕ кăна-ха, республикăри юхан шывсенче вара инкексен шучĕ сисĕнмеллех палăрчĕ. Июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче, тĕслĕхрен, Чистай хулинче, Мамадышпа Елабуга районĕсенче шывран виçĕ арçын ӳтне кăларнă. Вĕсем пурте ӳсĕрле путса вилнĕ-мĕн. Сăмах май, кăçал республикăри юхан шывсенче 32 çыннăн, вĕсенчен 3-шĕ ачан, пурнăçĕ татăлни паллă.
Тутарстанра юхан шывсенче инкексен шучĕ ӳснипе правăна сыхлакан органсем пляжсенче хушма патруль йĕркелеççĕ, кун пек вырăнсенче алкогольлĕ шĕвексем вуçех сутма чарасси пирки вырăнти влаçпа калаçусем пыраççĕ.
 
Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Тутарстан территорийĕнче те çĕнĕ закон вăя кĕрет. Унпа килĕшӳллĕн, çул çитмен ачасене эрех çеç мар, сăра сутнăшăн та сутуçăсене уголовнăй яваплăх тыттарма пуçлаççĕ.
 
Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийĕн служби республикăри 21 районта рейдсем ирттерсе 28 пин те 160 гектар акăнман çĕрсене (йывăç-тĕмсем ӳснĕ вырăнсем, тип çырмасем тата ытти те) асăрханă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ку 15 процент сахалрах. Акăнман çĕрсем Лайăш, Азнакай районĕсенче чакнă пулсан, Тури Услонра 600 гектара ӳснĕ. Рыбно-Слободски тата Тукай районĕсенче те лару-тăру çăмăл мар, вырăнти влаçсем кун пек çĕрсен лаптăкне хут çинче пĕчĕклетсе кăтартнă иккен, тĕрĕссипе вара вăл чылай пысăкрах.
Россельхознадзорпа Росреестр управленийĕсем хальхи вăхăтра 3 çултан ытларах усă курман çĕрсене харпăрлăхран туртса илес тĕлĕшпе документсем хатĕрлеççĕ. Тĕрĕслевсем республикăра июнь вĕçĕчченех пыраççĕ.
 
Хусанта майăн 20-мĕшĕнче пуçланса июнĕн 5-мĕшчен иртнĕ «Азипе Лăпкă океанăн экономика килĕшĕвĕ» (АТЭС) форумне пĕтĕмлетнĕ мероприятие пурĕ 3,5 пин çын хутшăннă, тĕрлĕ комитетсен, ĕçлĕ ушкăнсен 37 ларăвĕ, семинарĕ иртнĕ. АТЭС çĕршывĕсен суту-илӳ министрĕсен ларăвĕнче апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн декларацине йышăннă.
 
Тутарстанри шкулсенчен вĕренсе тухакансем вырăс чĕлхи предмечĕпе ППЭ пĕлтĕрхинчен ăнăçлăрах панă теме пулать. 2011 çулта вăтам балл, республикипе илсен, 62,4 пулнă, кăçал – 64,3. Шкул пĕтерекенсенчен 66-шĕ 100 балл пухнă тесе пĕлтерет ТР Вĕрентӳпе наука министерствин пресс-служби.
 
Июлĕн 1-мĕшĕнче Нурлат хулинче Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Уявĕ иртет. Уява хутшăнмашкăн заявкăсем пама ан манăр. Заявкăсене 8(843) 2939377 телефонпа йышăнаççĕ. Праçник 9.00 сехетре пуçланать. Хутшăнакансен вара регистрацие 7.00 сехетре иртме тăрăшмалла.
 
: 989, Хаçат: 24 (962), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: