Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Майăн 20-мĕшĕнче кӳршĕллĕ виçĕ районтан – Алексеевски, Элкел, Чистай – йĕркеленĕ делегаци Чăваш Ене çул тытрĕ. Çапла майпа вĕренӳре, спортра, юрлас-ташлас енĕпе пултаруллă шкул ачисене хавхалантарма шутланă Тутарстанри ЧНКА председателĕ К.Г.Яковлев. Çак ырă йăла кăçал тин йĕркеленмен, тăваттăмĕш хут çула тухрĕç шкул ачисем.
Малтан Алексеевски районĕн ЧНКЦ председателĕ Н.Н.Сторожев ертсе пыракан делегаци çула май Хусана кĕрсе тухрĕ, кунта ачасем Кремльпе паллашрĕç, асăнмалăх сăн ӳкерĕнчĕç.
Чăваш Енпе паллашма йĕркеленнĕ экскурси Андриян Николаев космонавт çуралнă яла – Шуршăла кĕнипе пуçланчĕ. Кунта ачасем Космонавтика музейĕнче пулса курчĕç. Музей ĕçченĕсем вĕсене Андриян Николаевăн кун-çулĕ çинчен тĕплĕн каласа панисĕр пуçне ытти космонавтсен пурнăçĕпе паллаштарчĕç, уçлăхри вĕçеве мĕнлерех хатĕрленни, космонавтсен вĕçев аппаратĕнчи пурăнмалли условисем пирки каласа кăтартрĕç. Ачасене, паллах, экспонатсемпе паллашма интереслĕ пулчĕ. Пуринчен ытларах скафандрсем, космонавтсем уçлăхран çĕр çине таврăнакан вĕçев аппарачĕ кăсăклантарчĕç. Музейĕн пĕр пӳлĕмне Андриян Николаев пĕрремĕш уçлăх вĕçевĕнчен таврăннă хыççăн Шупашкар хулин урамĕсемпе ярăннă автомобиль йышăнать, ретро стильлĕ йăлтăркка хура машина паян кун та вырăнлă курăнать, вăл ытларах арçын ачасене интереслентерчĕ, ун çумне тăрса сăн ӳкерĕнекенсем нумайăн пулчĕç.
Шел пулин те, Андриян Николаев пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ. Пирĕн ачасем чăваш халăхĕн паттăр ывăлĕпе тĕл пулса курса калаçаймĕç, анчах та унăн тăван ялне килсе пуç тайма пултараççĕ. Музей картишĕнче Андриян Николаевăн мавзолейне туса лартнă. Çакăнта ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă пирĕн паттăр космонавт.
Шуршăлпа уйрăлнă хыççăн автобус Шупашкаралла çул тытрĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, часах эпир Чăваш Енĕн тĕп хулин чи хитре вырăнне – залив хĕррине çитсе те лартăмăр. Тутарстан делегацине Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев, СССР тава тивĕçлĕ артистки Вера Кузьмина, Владимир Тяпкин усламçă, Владимир Акташ журналист кĕтсе илчĕç. Çакăн пек сумлă çынсем кĕтсе илни ачасемшĕн чăннипех пысăк парне пулчĕ, вĕсемпе йĕркеленĕ тĕлпулу Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи «Çăлкуç» кафере иртрĕ.
Калаçăва Константин Яковлев пуçларĕ. Вăл ачасене кунта мĕнле тĕллевпе илсе килни, музейре пулни çинчен каларĕ. «…Ачасене ман çакна калас килет: хăвăр пĕлĕвĕре сая ан ярăр, чăвашсемшĕн ыррине тума тăрăшăр. Ку ЧНКА хатĕрленĕ тăваттăмĕш экскурси пулчĕ. Паянхи кун сирĕн асăрта юлтăр, ӳссе çитсен, пурнăçра хăвăр вырăнăра тупса ура çине çирĕп тăрсан çакна аса илĕр те эсир ыттисемшĕн ырă ĕç тума тăрăшăр. Ачасене чăваш çĕрĕпе паллаштарăр, кунта илсе килĕр… Манăн тепĕр çывăх тĕллев – Вера Кузьмина 90 çул тултарнă тĕле хатĕрленесси – уявне Хусанта ирттерĕпĕр, вăл Тутарстан кинĕ-çке», – терĕ К.Г.Яковлев.
Ун хыççăн Вера Кузьмина сăмах илчĕ. «Хисеплĕ шкул ачисем, тавах сире чăваш çĕрне курма килнĕшĕн. Эпĕ Тутарстанпа çыхăннă çын. Гастрольпе мана кашни районах çитсе курма тӳр килнĕ, Хусанкайăн ялĕнче те пĕрре мар пулнă. Вăл тăван ялне çав тери юрататчĕ, сăвăсем нумай çырнă. Ачасем, сирĕн çул анлă. Мускава, Питĕре, тен, Нью-Йорка та çитĕр, анчах чăваш чĕлхине ан манăр, юратăр, вăл ытти чĕлхесенчен нимĕнпе те кая мар. Тăван чĕлхине пĕлмен çын темле катăк пек туйăнать. Пурнăçра кам пулсан та чи малтан çын пулма тăрăшăр. Ăнăçу сире», – пиллесе калаçрĕ паллă артистка. Сăмахне вăл мăшăрĕн «Малалла-ха пурнăç, малалла» сăввипе вĕçлерĕ.
Порфирий Афанасьев кĕскен хăйĕн пурнăçĕ тата творчество çулĕ çинчен каласа пачĕ. «Шкула эпĕ улттăра чухне вĕренме кайнă. Ывăнаттăмччĕ питĕ, ирхине çывăрас килетчĕ. Анне учительпе калаçса пăхма шутларĕ, тен, шкула кайма çитес çулччен тăхтамалла? Вĕрентекенĕм Устинья Егорова хирĕçлесе аннене çапла каланă: «Çук, çӳретĕр, кун пек тавçăруллă та чĕрĕ ача ман ăçтан тупас тата?» Сăвă çырассипе эпĕ Петĕр Хусанкайăн «Тăван çĕршыв» кĕнекине вуласа тухнă хыççăн интересленсе кайрăм. Мĕнле-ха çапла ăнланмалла, ахаль сăмахсемпе чăвашла илемлĕ, чуна вырнаçмалла çырма пулать тесе тĕлĕнтĕм. Хусанкая çыру та çырнăччĕ. Поэт ача çырăвне пăрахăçламан-çке, вăл халĕ те архивра упранать. Çапла эпĕ сăвăсем çырма пуçларăм, вĕсене Хусанта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçата ярса параттăм, пичетлетчĕç тата. Аттестат илнĕ хыççăн тепĕр кун çывăрса выртатăп, ара, çĕрĕпе кăвайт умĕнче ларнă-çке. Чӳречерен хытă шакканипе вăранса кайрăм. Ял председателĕ иккен. «Чуп хăвăртрах, сана Хусантан Скворцов редактор шăнкăравлать», – тет. «Шкул пĕтертĕн-и? Атя, паян мунча кĕр те ыран Хусана кил, сана Константин Петров кĕтсе илĕ», – терĕ редактор кĕскен. Çапла пуçланчĕ манăн творчество çулĕ… Чи малтанхи кĕнеке «Çарăмсанăн кĕввисем» ятлă. Ачалăхра асра юлни ĕмĕре. Халĕ те мĕн çинчен те пулин çырнă чух, куç умне тăван ял сăнарĕ тухса тăрать. Ачасем, чи кирли – хăраса ӳкмелле мар. Совеçпе пурăнмалла, аçăр-аннĕр вĕрентнĕ пек», – терĕ хисеплĕ поэт.
Алексеевски районĕн ЧНКЦ председателĕ шупашкарсене ырă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн тав турĕ. «Шупашкара ачасене пуçтарса килнишĕн эпир Константин Яковлева тав тăватпăр. Унччен кун пек экскурсисем никам та йĕркелемен. Пурин ятĕнчен те эпĕ ăна ырлăх-сывлăх сунатăп, Владимир Геннадьевича ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав», – терĕ Николай Николаевич.
Экскурси залив хĕрринче уçăлса çӳренипе вĕçленчĕ. Пĕтĕм чăваш çĕрне хăй ытамне илме ăнтăлнă Анне палăкĕ пурне те мăнаçлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Чăнах та тĕлĕнмелле-çке, ăна çын тунă. Сăмах май, ачасен пултаруллă скульпторпа та паллашма май пулчĕ. Владимир Нагорнов тутарстансем Шупашкара килнине пĕлсен пĕр тăхтамасăр тĕлпулăва васканă. Унпа ачасем асăнмалăх сăн ӳкерĕнчĕç. Калас пулать, çак пултаруллă та пысăк талантлă çын Тутарстанра çуралса ӳснĕ, пирĕн ентеш. Унăн амăшĕ Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнчен, ашшĕ Ульяновск облаçĕнчи Пухтелĕнчен. Вăт çапла, пур çĕрте те хамăр ялсем. Чун савăнать.
Паллах, ку экскурси юлашки мар, çитес çул черет ытти районсен ачисене çитĕ.
 
: 914, Хаçат: 23 (961)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: