Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 18-22 №№.)
 
Кĕтменччĕ эпĕ аттерен çакăн пек хытă хаярлăха. Юлашки хут çуралса ӳснĕ тăван çурт ăшчикне пăхса илтĕм те хуллен тухса кайрăм. Анне çеç куççуль юхтарса юлчĕ. Эрех ĕçсе ӳсрĕлнĕ пек утрăм Миккишсен çуртне. Чун-чĕре чарăна пĕлми йĕрет, кăкăрта темĕнле тискер япала Петяшăн çунакан юрату хĕлхемне сӳнтерме хăтланать. Çакăн пек тĕрĕсмарлăхран хам çине алă хурас шухăш пуçра амаланать. Йĕри-таврана пăхатăп та – çут çанталăк илемĕ, тӳпери сар хĕвел, ял варринчи чиркӳ хăв çине алă хурса пурнăçа татни пысăк çылăх тенĕн туйăнать. Хăвалатăп тискер шухăша пуçран, хытаратăп ирĕклĕ кăмăл вăйне. Шăпана парăнса юратман упăшкапа пурăнмалла пуль ĕнтĕ. Анчах эпĕ Петяна мĕн куçăмсем хупăничченех манмăп...
Виçĕ çул эпĕ ача çуратмарăм, Петюк асран тухма пĕлмерĕ. Ял хушшинче ырă мар сас-хура тухрĕ: эпĕ, имĕш, пуш хĕрарăм çеç, ача та çуратаймастăп. Унтан эсĕ çуралтăн, мана вăрласа арăм туни пирки аттепе анне ун патне çырса янă. Петюк яла та таврăнмарĕ. Ăçта вăл тымарланнă, никам та пĕлмест. Турă сыхлатăрччĕ сана, хĕрĕм, манăнни пек шăпаран. Мĕншĕн тесен юратусăр çын шалтан типсе пырать. Сан çутă ĕмĕтне, телейне таптаса тĕп тăвас текенсем çак çĕр çинче çӳреççĕ пуль. Çавăнпа асăрхануллă пул.
– Хăтланса пăхчăр-ха, çамрăк хĕр кăмăлне ним мар хуçма пулать теççĕ-тĕр те ăна юрату шалтан çирĕп те вăйлă хăват парса тăрать. Хăва хулли еплерех авăнсан та час хуçăлмасть.
– Çапла пултăрччĕ те, хĕрĕм.
 
* * *
Мăлатук Микуçĕн пуçне Лилюка вăрлас шухăш пĕтĕмпех çавăрса илчĕ. Виç кунтан Лилюк дежурствăра пулать. Çав каçа тĕплĕн хатĕрленмелле. Чи малтанах пĕр ирхи сăвăм хыççăн дояркăсен çуртне тĕрĕслеме юлчĕ. Ку вăхăтра лагерьте пĕр çын та юлмасть. Пӳрт рамкисем каçак çумне çапнă пăтасене авнипе кăна тытăнса тăраççĕ. Вĕсене çăмăллăнах илсе çурта кĕме пулать.
Лилюка никама явăçтармасăр пĕччен вăрласа килме тĕвĕлет Микуç. Ĕç тухмасан ял çине сăмах тухасран хăрать вăл. «Хĕр ача кăна вĕт вăл, эпĕ – арçын. Ăна çĕнтерме манра çителĕклĕ вăй», – шутлать хăйне хавхалантарса каччă. Алли-урине çыхма пăяв, çăварне пăкăлама таса пусма татăкĕ янтăлать. Мотоцикл пирки кӳршĕ Кĕлмукпа калаçса татăлать. Мотоциклпа çӳреме лайăх пĕлет-ха вăл.
Акă ĕнтĕ кĕтнĕ каç. Вун пĕр сехетсем иртсен Микуç лагерелле вĕçтерет. Дояркăсен çурчĕ патне çитме пилĕк çĕр метр юлсан хурçă ут моторне сӳнтерет, малтан илнĕ хăвăртлăх вăйĕпе çурт патне шăппăн пырса чарăнать. Кушак евĕр йăпшăнса палăртнă чӳрече патне çитет. «Лилюк тарăн ыйхăра пуль ĕнтĕ, хĕрсем вĕсем çывăрма юратаççĕ. Вăт сюрприз пулать ăна», – ĕç ăнасси пирки пĕр иккĕленмесĕр аллисене сăтăркалать вăрă-хурах каччă. Рамкăна пĕр шавсăр илсе пӳрт çумне таянтарать те çурта кĕрсе тăрать. Ун куçĕсем тĕттĕме хăнăхнă, кутник çинче виткĕç айĕнче хĕр çывăрать. Виткĕçе сирме аллине кăна тăсать – пӳртре лампочка ялтăр çуталать. Çакна кĕтменнипе Микуç шартах сикет, анчах çухалса каймасть. Çаврăнать, ун çине Лилюк йăл-йăл кулса пăхать.
– Ах Тур, епле килме пĕлтĕн-ха, Микуç чунăм? Ху пĕрмай чиперкке те чиперкке тетĕн, татăклă утăм тумастăн. Мĕншĕн тата чӳрече витĕр кĕретĕн? Шакканă пулсан алăка яри уçаттăм саншăн.
Микуç юпа пекех хытса тăрать, çакăн пек сăмахсене ун пуçĕ ниепле çавăрттараймасть. Вăл хĕр чееленнине те тавçăраймасть.
– Э, ăнлантăм, эсĕ мана вăрласа кайма килнĕ, ал-урана çыхма пăяв татăкĕсем те илнĕ ав. Пусма татăкĕ мĕншĕн тата? Аха, кăшкăрасран çăвара пăкăлама пуль-ха. Кăлăхах чăрманнă. Каçхи сăвăм хыççăн систерсе хунă пулсан эпĕ хамах хатĕрленсе тăнă пулăттăм.
Микуç çаплах ăнланмасть-ха, Лилюк умĕнче чăн-чăн ансух пек тăрать. Лилюка та йăлăхтара пуçларĕ кулăш спектаклĕ.
– Ну, кил çывăхарах, Микуç чунăм, мана юратнăшăн хамах сана вăйлă чуп тăвам.
Çакна илтсен Микуç çăварĕ елпĕрсех кайрĕ. Аллисене Лилюка ыталама сарса ячĕ, хĕр патнелле хăюсăррăн утăмларĕ. Лилюк та йĕкĕте мăйĕнчен ыталама аллисене малалла тăсса утать. Хĕр аллисем Микуç пичĕпе танлашсанах унăн пӳрнисем караппăлăнни пек авăнчĕç те çивĕч чĕрнесем каччă питне тăрăнчĕç. Нăтăртатса шурĕç чĕрнесем сĕт ĕçсе мăнтăрланма тытăннă пит тăрăх. Вĕсем хыççăн тарăн йĕрсенчен юн пĕрĕхе пуçларĕ. Микуç хĕр аллисене çатăрларĕ. Лилюк çакна кăна кĕтнĕ тейĕн, чĕркуççийĕпе Микуçа çемçе çĕртен вăйлăн нăчăклаттарчĕ – каччă каска евĕр урайне тӳнчĕ. Каччă илсе килнĕ пăяв татăкĕсемпе унăн алли-урине вăйлă çыхса хучĕ. Хăй ĕçĕ çине пăхса илчĕ, кăмăллă юлчĕ. Шеллерĕ те вăл тата йĕкĕте: питçăмартийĕсенчен юхакан юна чарма васкавлă пулăшу чăматанĕнчен йода, шĕвексем илсе суранĕсене сăтăрчĕ, хăй хуран айне чĕртсе яма тухса кайрĕ. Микуç касса янă каска пек выртса юлчĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 851, Хаçат: 23 (961), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: