Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи Алешкин-Саплăк историйĕ çĕршыври ытти пин-пин ялăнни пекех Раççейĕн аталану историйĕпе тачă çыхăннă. Вырăнти тавра пĕлӳçĕн, чăваш этнокультурин хисеплĕ ĕçченĕн В.Макаровăн нумай пулмасть тухнă «Çут çанталăк тата Алешкин-Саплăк ялĕн иртнĕ кун-çулĕ» историпе этнографилле кĕнекинче палăртнă тăрăх, çак ял тăватă ĕмĕр каялла кунта виçĕ çемье килсе вырнаçнă кунран пуçланса кайнă. 1811 çулта унпа юнашарах Тутар Саплăк ялĕ те йĕркеленнĕ. 400 çулти ялсенче паян виç çĕре яхăн çурт, унта чăваш, тутар тата вырăс пĕр çемьери пек туслă пурăнать. Саплăксем хăйсен ялĕн 400 çулхи юбилейне çак кунсенче анлăн паллă турĕç.
Уяв Акатуй евĕрлех пулчĕ тесен йăнăш мар. Тăван ялтан темиçе çул каялла тухса кайнă, халĕ Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ентешсене пуçтарчĕ вăл. Çĕпрел муниципаллă район пуçлăхĕ Тимур Нагуманов тата Ульяновск хулин Засвияжск районĕн ертӳçи Александр Шадриков ял ĕçченĕсене тата килнĕ хăнасене чунтан саламларĕç. Уяв тӳремĕнче пĕр минута та чăваш кĕвви илемлĕн янăрама чарăнмарĕ, районти Культура çурчĕн тата ялти пултарулăх ăстисем лаптăк варрине пĕрин хыççăн тепри тухса юрларĕç, ташларĕç. Алешкин-Саплăк ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Петр Артемьев уява йĕркелеме пулăшакансене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.
Официаллă пай хыççăн лаптăк варринче вăйлисем, хăюллисем тата правуррисем валли тĕрлĕ вăйăсем пуçланчĕç. Каччăсем кире пуканĕ йăтас, алă вăйĕ виçес тата турник çинче йăтăнас енĕпе вăй виçрĕç. Ачасем валли те тĕрлĕ вăйăсем йĕркеленĕ. Куçа çыхса теттесем касасси, михĕ тăхăнса, кĕвентепе шыв йăтса чупасси, патак тытса чӳлмек ватасси, турăх ăшĕнче укçа тупасси, вĕрен туртасси, наци кĕрешĕвĕ, футбол вăййисене ял халăхĕпе хăнасем кăмăлласах хутшăнчĕç. Çĕнтерекенсене вара хаклă парнесем кĕтрĕç. Спорт вăййисем пынă хушăра сцена та пушă тăмарĕ, Шупашкартан килнĕ паллă юрăçсем халăха концертпа савăнтарчĕç.
 
: 996, Хаçат: 23 (961), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: