Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

А.П.БИКМУРЗИН (Тольятти хули) юрист ăнлантарать
 
 
Майăн 14-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 10-мĕшĕччен эпĕ отпускра. Июнĕн 11-мĕшĕнче манăн ĕçе тухмалла. Анчах та çак куна июнĕн 9-мĕшне куçараççĕ. Пирĕн отпуск – 28 календарлă кун. Апла пулсан 10-мĕш июньччен тӳленĕ. Анчах та мана ĕçрен шăнкăравласа: «13-мĕшĕнче ĕçе тухмалла, 11-мĕшĕшĕн вара тӳлеместпĕр», – терĕç. Ку тĕрĕс-и ĕнтĕ?
Антонина МОЛОФЕЕВА.
Ульяновск хули.
 
РФ Ĕç кодексĕн 106-мĕш статйипе килĕшӳллĕн, канмалли вăхăт – çав вăхăтра çын ĕçрен ирĕк. Çавăнпа та вăл çав кунсене хăйне мĕнле кирлĕ пек усă курма пултарать. Çулленхи тӳлевлĕ отпуск канмалли вăхăта кĕрет (РФ ĔК 107-мĕш статйи). РФ Ĕç кодексĕн 114-мĕш стайипе килĕшӳллĕн, отпуск вăхăтĕнче ĕç вырăнĕ (должноçĕ) тата вăтам ĕç укçи сыхланса юлать.
РФ Ĕç кодексĕн 139-мĕш статйипе килĕшӳллĕн вара отпускра пулнă кунсемшĕн вăтам ĕç укçи тӳленет.
Çавăнпа та, палăртнă вăхăтшăн (отпуск, вăхăтлăха ĕçлеймен кунсем) ĕçлекен хăйĕн ĕç яваплăхне туса пыраймасть. Ĕç паракан (директор, начальник тата ытти те) çав çынна е вăтам ĕç укçи тӳлеме тивĕç, е пособи памалла.
Çӳлерех çырнипе килĕшӳллĕн, çын отпускра пулнă е чирленĕ вăхăтри кунсемшĕн ĕçлеме тивĕç мар.
Сирĕн вара ĕçе июнĕн 13-мĕшĕнче тухмалла. Отгул илмешкĕн 9-мĕш числошăн заявлени çырма кирлĕ мар. Отгулăрсем малашне те кирлĕ пулĕç-ха.
 
: 850, Хаçат: 23 (961), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: