Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Май уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутарстанри çĕр-çĕр шкулта яланхи йăлапа юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Пӳркел вăтам шкулĕнче 11 класра вĕренекен 14 хĕрпе каччă та акă юлашки хут шкул тумне тăхăнса шкулпа, ачалăхпа сывпуллашрĕ. Савăнăçлă, çав вăхăтрах кăшт хурлăхлă уявпа çамрăк ентешĕсене саламлама вĕрентӳ ветеранĕ М.К.Смирнов, «ВАМИН-Буа» агрофирма» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ Р.З.Хисамов, агрофирмăн «Гигант» уйрăмĕн ертӳçи В.Н.Малышев, вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ З.Ф.Сайфутдинова тата вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем килнĕччĕ.
– Лайăх вĕренекен чи пултаруллă класпа пĕрре те сывпуллашас килмест, – ассăн сывларĕ 11-мĕш класăн ертӳçи М.М.Вериялова капăр тумланнă хĕрсемпе каччăсем çине пăхса. Сăмах май, Марина Михайловнăн ку виççĕмĕш кăларăм. Апла пулин те çав кун куççульне пытараймарĕ вăл. Мĕн пĕчĕкрен ӳстернĕ ачасемпе сывпуллашма çăмăл мар-тăр çав учителе.
Шкул директорĕ Л.А.Дяминова пĕлтернĕ тăрăх, 11-мĕш классем чăнах та пултаруллă, вĕсем тĕрлĕ шайри конкурссенче, ăмăртусенче, олимпиадăсенче шкул, район, республика чысне пĕрре мар хӳтĕленĕ. Оксана Малышева, тĕслĕхрен, истори предмечĕпе Пĕтĕм Раççей олимпиадинче палăрнă, Денис Носов пăшалпа перессипе районăн пĕрлештернĕ командипе республикăри ăмăртура III вырăн йышăннă. Çак класра вĕренекен хĕрсенчен тăракан «Ритм» ташă ушкăнĕ «Морозко» Пĕтĕм Раççей конкурсĕнчен III степеньлĕ дипломпа таврăннă. Чи пĕлтерĕшли вара – Оксана Малышева, Эльвира Шарафутдинова, Динара Гайнутдинова – ылтăн, Юлия Вассияровăпа Марина Кузьмина кĕмĕл медальсене илме кандидатсем пулни. Чăн та, пĕтĕмлетӳсем ППЭ хыççăн кăна татăклăн паллă пулаççĕ, çавах та пĕр класран çакăн чухлĕн ылтăн-кĕмĕл медале илме тивĕçни хальччен ку шкул историйĕнче пулман-мĕн.
Выпускниксене шкул пĕтернĕ, ытти класс ачисене тепĕр вĕренӳ çулне вĕçленĕ ятпа саламласа ăшă сăмах калакан вĕрентекенсем, хăнасем, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем нумайăн пулчĕç. Шкул директорĕ Л.А.Дяминова чи пултаруллă вĕренекенсене Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.
Çапах та юлашки шăнкăравăн тĕп геройĕсем выпускниксем, вĕсене малашнехи пурнăçра ăнăçусем сунса саламланисĕр пуçне парнесемпе те хавхалантарчĕç. Вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕпе З.Ф.Сайфутдинова ятарласа парне илсе килнĕ пулсан, «Вамин-Буа» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Р.З.Хисамов укçан премипе (хăй калашле, пурнăç çулне пирвайхи «командировочнăйпа») савăнтарчĕ. Пĕрремĕш класс ачисем вĕренсе тухакансене сăвăсем каласа ырă çул, ăнăçу сунчĕç.
Кăçалхи кăларăм чăнах та пултаруллă пулнине вĕренекенсем хăйсем те çирĕплетрĕç. Кашни учителе, апат пĕçерекенсемпе урай çăвакансем таранах уйрăммăн юрă юрласа тав турĕç.
Уяв хыççăн та сывлăш çавăрса яма вăхăт çук, умра яваплă тапхăр: 9 класс пĕтерекенсен патшалăхăн пĕтĕмлетӳллĕ аттестацине, 11-мĕш классен пĕрлехи патшалăх экзаменне тытмалла. Иккĕленместĕп, пӳркелсен йăлтах йĕркеллĕ пулать, ахальтен мар-çке Пӳркел вăтам шкулĕ районта чи вăйлă шкулсен йышĕнче. Шкул пĕтерекенсене пурне те экзаменсене ăнăçлă тытма, ума лартнă ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу сунатпăр.
 
: 1037, Хаçат: 23 (961), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: