Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Майăн 25-мĕшĕ – савăнăçлă тата куççуль кăларакан кун. Пурте ăнлантăмăр ĕнтĕ, çак кун шкул ачисемшĕн – 9 тата 11-мĕш класс вĕренекенĕсемшĕн – шкулпа сывпуллашмалли вăхăт. 9 хыççăн нумайăшĕ тăван шкултах малалла вĕренес теççĕ пулсан, 11-мĕш класс хыççăн иккĕмĕш килтен мĕнле лайăх пулсан та кайма тивет.
Пăва районĕнчи Элшел вăтам шкулĕнче те çак кун куççуль кăлармасăр чун чăтмарĕ. Уйрăмах 11-мĕш класс хĕрĕсен куçĕсем «типмерĕç». Темиçе çул вĕрентнĕ хĕрсемпе каччăсем сăвăсем каласа, юрăсем юрласа сывпуллашнине илтсен учительсен те чĕрисем чăтаймарĕç.
Кăçал Элшел шкулĕнчен 12 ача вĕренсе тухнă. Кусем: Нина Тихонова, Мария Федорова, Ксения Бабаева, Татьяна Мехтерова, Лилия Брча, Елена Ранцева, Анастасия Матвеева, Евгений Кучеров, Евгений Мусин, Афанасий Садовников, Андрей Кузьмин, Владимир Афанасьев. Асăннă каччăсемпе хĕрсен класс ертӳçи вара Мария Марковна Купцова пулнă.
Мария Марковнăна калаçма питĕ йывăрччĕ. Вăл çак класс вĕренекенĕсене хăйĕн тăван ачисем пекех юратса çитĕнтернĕ. Вĕсемшĕн канăçа çухатнă, савăннă çĕрте савăннă…
Мария Купцова сăмахĕпе, çак класс питĕ туслă пулнă. Пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшнă. Лайăх паллăсемпе çеç вĕренсе пынă. Шкул хыççăн та пурте аслă шкулсене вĕренме кĕрсе лайăх специалистсем пуласса шанать.
Вĕренсе тухакансене саламлама Пăвари искусство шкулĕнчен те килнĕ. Людмила Кузьмина Элшел шкулĕн пултаруллă вĕренекенĕсене Хисеп хучĕсем парса савăнтарчĕ.
Агрофирмăн генеральнăй директорĕ Р.Р.Гисматов та шкул ачисене пысăк çул çине тухмашкăн ырă сăмахсем каласа укçаллă конвертсем тыттарчĕ.
– Çак уяв савăнăçлă та салхуллă, – терĕ вăл. – Сире пурсăра та аслă шкулсене вĕренме кĕрсе, унтан лайăх специалистсем пулса каялла яла таврăнса хуçалăха çĕклемешкĕн пулăшма килессе шанатăп. Пире вĕреннĕ çынсем шкулта та, садикре те, ытти ĕç вырăнĕсенче те питĕ кирлĕ.
Çакăн йышши конвертсем çаплах Хирти Кушкă тата Чăваш Киштек шкулĕн ачисене те парса савăнтарнă агрофирма директорĕ.
11-мĕшсем юратнă шкула хăйсем çинчен асăнмалăх парне парса хăварчĕç. Хитре картина шкул стени çинче çакăнса тăрса илем кӳрĕ, 2012 çулта вĕренсе тухнисем çинчен аса илтерĕ. Хăйсене вĕрентнĕ учительсене те парнесем парса хавхалантарчĕç. Питĕ кăмăллă пулчĕ. Шкула тирпей кĕртсе тăракансене те хăйсен ĕç хатĕрне парса кăмăл турĕç.
11-мĕш класс вĕçленĕ ачасен пĕрремĕш учителĕ Валентина Константинова чун-чĕререн калас сăмахĕсене кăмăлĕ хуçăлнипе калаймарĕ. Апла пулсан та, вăл хăйĕн кĕçĕн класс ачисемпе концерт номерĕ хатĕрлесе саламларĕ.
Ашшĕ-амăш комитечĕ ятĕнчен Луиза Афанасьева сăмах тухса каларĕ. Учительсене тав турĕ.
Юлашки шăнкăрава Элшел шкулĕн директорĕ Владимир Ильич Афанасьев ырă сăмахсемпе уçрĕ. Вăлах вĕçлерĕ те.
– Сирĕн халĕ экзаменсем çинчен шутламалла. Вăл сирĕн малашлăх. Ăçта вĕренме кĕресси ППЭ паллисенчен килет, паллах. Эпир сирĕнпе, нимĕнрен те ан хăрăр, – терĕ Владимир Ильич шывланнă куçĕсене сăтăрса. – Сирĕн пурнăçăр лайăх пулнишĕн эпир те савăнатпăр. Ырă çул пултăр сире!
 
: 1013, Хаçат: 23 (961), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: