Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Майăн 25-мĕшĕ çĕршыври шкулсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсемшĕн хăçантанпа пысăк уяв пек шутланать-ши? Кам астăвать-ши ăна? Темĕн, ун пек çын тахçанах ватăлса çĕре кĕнĕ пулĕ, çулсерен майăн 25-мĕшĕнче иртекен юлашки шăнкăрав вара сентябрьти пĕрремĕш шăнкăравран та хаваслăрах шăнкăртатать пулĕ – кĕçех кану пуçланать-çке, çулталăк шухăшласа ĕшеннĕ пуçа кантарма вăхăт, çан-çурăма та пиçĕхтермелле. Çавăнпа та юлашки шăнкăрав пуриншĕн те, уйрăмах 11 классенче вĕренекенсемшĕн, пĕр вăхăтрах кĕтнĕ те, çав вăхăтрах хумхануллă самант пулса тăрать. Пытарма кирлĕ мар, 9-мĕш класс хыççăн яланлăхах шкул алăкне хупакансемшĕн те çаплах.
Пăва районĕнчи Альшихри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта юлашки шăнкăравра пулма тӳр килчĕ пире. Бирюза тĕслĕ çĕнĕ çивиттиллĕ икĕ хутлă шкул çурчĕ катаранах курăнса ларать, кĕрсе курма кăчăк туртать тейĕн ăна. Çапла турăмăр та. Пире ял хутлăхĕн председателĕ Сергей Киргизов ертсе кĕчĕ унта. Шкулта 140 ача вĕренсен те кăçал тăватă вĕренекен кăна тăван шкулпа сывпуллашать. Эпир тĕлĕннине курсан шкул директорĕ Марина Киргизова çакна 9-мĕш класс хыççăн шкултан каякансем нумай пулнипе ăнлантарса пачĕ.
Юлашки шăнкăрав хаваслă иртрĕ, вĕрентекенсем шкул пĕтерекенсене саламларĕç, пурнăç çулĕ çинче ăнăçу сунчĕç. Вĕренекенсем вĕсене тав турĕç, ырă сăмахсемшĕн те, 1-мĕш класран пĕлӳ тĕнчине кĕме пулăшнăшăн та. Юратнă учительсене чечек çыххисем, асăнмалăх парнесем пачĕç. Юлашки шăнкăравпа саламлама районти çар комиссариатĕнчен, районти шкул тулашĕнчи ĕçсен центрĕнчен (ЦВР) представительсем килнĕ.
Паллах, «Память Ленина» ял хуçалăх предприятийĕн ертӳçи Е.Краснов, Альших ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С.Киргизов сăмах тухса каларĕç. Вĕсем те çамрăксене ырă сăмахсем каларĕç, парнесем пачĕç. Вĕренӳ вăхăтĕнче пултарулăхĕпе уйрăлса тăнисене ЦВР ĕçченĕ Хисеп хучĕсем пачĕ.
Калас пулать, çак кун шкул чаплă лару-тăрура 2011-2012 вĕренӳ çулне пĕтĕмлетрĕ теме те пулать, мĕншĕн тесен çулталăкĕпе тĕрлĕ олимпиадăсене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса çĕнтернисене шăп çак кун, юлашки шăнкăравра Хисеп хучĕсем пачĕç. Наградăсене шкул пĕтерекенсене кăна мар, ытти вĕренекенсене те панине лайăх паллă тесе ăнланмалла – майăн 25-мĕшĕ шкулпа сывпуллашакансемшĕн кăна мар, пуриншĕн те чăн-чăн уяв пулса тăрать. Çав шутра кăçал пĕрремĕш класран вĕренсе тухакансемшĕн те. Вĕсем аслисене пурнăç çулĕ çине тухнă ятпа саламларĕç, юрласа та пачĕç, сăвăсем те каларĕç.
Çак савăнăçлă кун шкула вĕрентекен-ветеранс ене чĕнни те лайăх йăла. Çакă çулĕсемпе аслă учительсем тивĕçлĕ канура пулсан та обществăна кирли çинчен калать, пĕрле патшалăх экзаменĕсене пама хатĕрленекенсене кирлĕ сăмахсем каласа пулăшма май парать.
Гульчачак Гафурова класĕ шкулпа сывпуллашать.
Гульчачак Гафурова класĕ шкулпа сывпуллашать.
 
: 1011, Хаçат: 23 (961), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: