Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Емелькино вăтам шкулĕнчи учительсен хушшинче чи опытлисенчен пĕри – Антонида Петровна Елисеева. Кунта вăл Теччĕри педагогика училищинчен вĕренсе тухнăранпах вăй хурать ĕнтĕ. Çĕмĕртлĕ ялĕнче çуралса ӳссе хăй те çак шкула 8 çул чупнăскер, вĕренсе тухсанах вăл икĕ çул вожатăй пулса ĕçленĕ, музыка урокĕсене илсе пынă. Çав хушăрах çемье çавăрса ача-пăчаллă пулма та ĕлкĕрнĕ. Пурнăç ялан пыл та çу мар, паллах. Ялти шкулта пуçламăш классенче ĕçлеме вырăн пулман пирки тăватă çухрăмри Унтакшă ялне вăл çичĕ çул хушши çӳренĕ. Ӳркенмен, ăста педагог училище пĕтернипе кăна çырлахма шухăшламан та. Çамрăкла вĕренмесен ватăлла вĕренме хĕн тесе тăман, часах Çырчаллинчи педагогика институтне (НГПИ) куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ.
Доска тата пурă пулăшнипе çеç нимĕнле предмета та кирлĕ шайра вĕрентме çук. Антонида Петровна та ытти учительсем пекех компьютера çăмăллăнах алла илнĕ. Район шайĕнче иртнĕ конкурса хутшăнса информаци тата компьютер технологийĕсемпе усă курса ирттернĕ чи лайăх урокшăн виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă.
Антонида Петровна шкулти ытти пуçламăш классене вĕрентекен учительсемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Уçă уроксенче яланах мĕн те пулин çĕннине, халиччен пулманнине кăтартма тăрăшать. Хальхи саманара ачасене мĕн пĕчĕкрен нумайрах пĕлме, хăйсем тĕллĕн пĕлӳ илме вĕрентесси, çак ĕçе майĕпен хăнăхтарса пырасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кĕнеке вулама юратакан, ăна пĕлӳ çăл куçĕ вырăнне хуракан шкул ачи вĕренӳре нихăçан та юлса пымасть. Шкул ачине чĕлхе материалне лайăхрах тата çăмăлрах ăнланса илмешкĕн, вĕсен шухăшлавне тĕрĕс çулпа илсе пымашкăн, илнĕ пĕлĕве пурнăçра тĕрĕс усă курма вĕрентме тата тарăнлатса çирĕплетмешкĕн вирлĕ ăсталăх кирлĕ. Вĕрентӳпе воспитани ĕçне çӳллĕ шайра паянхи пурнăç ыйтнă пек туса пынăшăн Антонида Петровнăна Аксури вĕрентӳ уйрăмĕ Хисеп хучĕ парса чыс тунă. 2008 çулта «Çулталăк вĕрентекенĕ», «Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен» конкурссене хастар хутшăннăшăн Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ вăл. Антонида Петровнăн ĕçĕсене республика тата Раççей шайĕнче те курма пулать. Унăн уçă урокĕсене «Открытый урок» педагогика идейисен фестивалĕнче, «Новая школа-2011» уçă педагогика форумĕнче курма пулать. «Наука и школа» журналта А.П.Елисееван «Про кошек и собак» ятлă статйи пичетленсе тухнă. Ачасемпе кам ытларах ĕçлет, çав ытларах çитĕнӳсем тăвать. Пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекенĕн вĕренекенĕсем те шкул чысне пĕрре мар район шайĕнче хӳтĕленĕ, Раççей шайĕнче иртекен «Русский медвежонок», «Старт», «Кенгуру», «Слон», «Человек и природа», «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурссене те тăтăшах хутшăнаççĕ.
Ăнăçлă ĕçлесе пур çĕрте те çул уçса пыма Антонида Петровнăна мăшăрĕ, Евгений Дмитриевич, тата икĕ хĕрĕпе икĕ ывăлĕ пулăшаççĕ. Кăçал тата тепĕр савăнăç хутшăнчĕ – иккĕмĕш хут кукаçейпе кукамай пулса тăчĕç вĕсем.
 
: 1031, Хаçат: 23 (961), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: