Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăва районĕнчи Пӳркелĕн тепĕр мăнаçлăхĕ вăл – ипподром. Кăна та ăнланма пулать, ут спорчĕ Тăхăрьялта ĕнер-паян кăна пуçланман. Ĕлĕкрен Акатуй-Сабантуйри ăмăртусенче ку тăрăхри урхамахсем тĕп парнесене çĕнсе илнĕ. «Вамин-Буа» агрофирмăн генеральнăй директорĕн Р.Хисамовăн (вăхăтĕнче вăл хăй те çак спортпа кăсăкланнă) пуçарăвĕпе 2006 çултанпа Пӳркелте ут спорчĕ çĕнĕ вăйпа аталанать. Хальлĕхе кунти лаша ферминче «русские чистокровные» ăратлă 10 лаша. Кунсăр пуçне хăйсем патĕнчех ăратлă лашасене ĕрчетме те шутлаççĕ. Хальлĕхе йыша виçĕ тиха та хутшăннă.
Икĕ çул каялла вара пӳркелсен тепĕр ĕмĕчĕ те пурнăçланнă темелле, «Вамин-Буа» агрофирма тата Пăвари çупа сыр комбиначĕ пулăшнипе ял хĕрринче ипподром йĕркеленĕ. Унта ут спортне аталантармалли, ăмăртусем ирттермелли мĕнпур услови пур. Чи интересли – юланутçисем пурте специалистсем. Н.Халиуллов – выльăх тухтăрĕ, А.Шакуров – ферма заведующийĕ, Г.Гафуров лаша пăхакан, Г.Кузьмин та хуçалăх ĕçченĕ. Вĕсем лашасемпе мĕнле ĕçлемеллине, тренировкăсене мĕнле ирттермеллине питĕ лайăх пĕлеççĕ.Тренировка тенĕрен, паллах, ытти спортри пекех хăнăхусăр пысăк çитĕнӳсем тăвасси пирки ĕмĕтленмелли çук. Çавăнпа кунта кашни кун тренировкăсем иртеççĕ. Лашасем ăшă кунсенче кашни кун (хĕлле кун урлă) 6-шар километр чупаççĕ иккен.
Лаша спорчĕ аталанма тытăннăранпа вăхăчĕ нумаях иртмен пулин те пӳркелсен çитĕнĕвĕсемпе мухтанмалăх пур. Тĕслĕхрен, кăçал кăна районти ут спорчĕн сезонĕ (май уйăхĕн 26-мĕшĕ) уçăлнине халалланă ăмăртура пӳркелсем I вырăн çĕнсе пуçланă. Ульяновск облаçĕнчи, Чăваш Енри, Хусанти ăмăртусенче те малти вырăнсене йышăннă.
Ут спорчĕн сезонĕ пуçланнă кăна-ха, умра тата хĕрӳ ăмăртусем, Акатуй-Сабантуй уявĕсем. Пӳркелсем вĕсенчен те пушă алăпа килменни иккĕленӳллĕ мар, мĕншĕн тесен спортсменсен профессионализмĕ ăмăртуран ăмăртăва ӳсет, эппин, çĕнтерӳсем пулаççех.
 
: 987, Хаçат: 23 (961), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: