Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăва районĕнчи «Тăхăръял» агрофирмăна пурĕ тăватă хуçалăх кĕрет. Кашнинче ĕç «вĕресе» тăрать. Ферминче ĕни-пăрушĕ чупкалать, хирте тыр-пул «çитĕнет», ял халăхĕ те кăткă пек, ĕçсĕр тăмасть.
Агрофирмăра юлашки çулсенче генеральнăй директор Радик Гисматов тăрăшнипе çĕнĕлĕхсем пулса пыраççĕ. Кунта аш валли пăрусем тытмашкăн ферма йĕркелесе янă. Асăннă ферма «Восход» хуçалăхра вырнаçнă.
«Восход» хуçалăхĕн ертӳçи Сергей Бахтинов каланă тăрăх, юлашки çулсенче хамăр çĕршывра аш-какай илес текенсем нумайланса пыраççĕ. Ку, паллах, суту-илӳ организацийĕсем пирки сăмах пырать. Уйрăмах пирĕн республикăра, ТР Президенчĕн приказĕпе килĕшӳллĕн, кăçалтан ют çĕршывран килекен аш-какайпа усă курмаççĕ. Сутăн та илме хушман.
Сергей Анатольевич сăмахĕпе, ку питĕ тупăшлă ĕç.
– Паян эпир туса илнĕ аш-какая малтан хамăр агрофирмăн столовăйĕсене салататпăр. Пĕтĕмĕшле вара Ульяновскри организаципе килĕшӳ тунă. Вĕсене парса тăратпăр. Малашне Мускавпа суту-илӳ енĕпе тӳррĕнех калаçса татăлма май пур, – терĕ хуçалăх ертӳçи.
– Ăçтан çакăн йышши производствăна хута ярас шухăш пуçа пырса кĕчĕ-ха сирĕн? – кăсăклантăм эпĕ. – Эсир темиçе çул малтан пĕлнĕ тейĕн Президент приказĕ тухасса.
– Çапла, пĕлнĕ пекех. Агрофирма директорĕ питĕ тавçăруллă пирĕн. Вăл ăна-кăна питĕ ăнланать, – хуравлать Сергей Анатольевич Радик Ринатович çине кăтартса.
– Миçемĕш çулта ĕçлесе кайрĕ çак çĕнĕлĕх?
– 2009 çулта 1 миллион та 300 пинлĕх субсиди илтĕмĕр те аш-какай производствине хута яма шутларăмăр.
– Пурĕ миçе пуç выльăх тытатăр?
– Паянхи куна 285 пуç шутланать.
– Мĕнлерех майпа ĕç процесĕ пырать вара?
– Кунти ĕнесене сумаççĕ. Çитереççĕ кăна. Вĕсемпе пĕрле ултă вăкăр пурăнать. Çапла пăрусене çулталăк çурăччен усратпăр та аша яратпăр, – ăнлантарса параççĕ хуçалăх ертӳçисем.
– Миçе çын ĕçлет вĕсемпе?
– Виççĕн çеç: Светлана Алексеева, Раиса Салмина тата Иван Сафронов.
Сергей Бахтинов пирки калас пулсан, Киштек, Таккавар, Новоселки ялĕсен халăхĕпе вăл виçĕ çул каялла çеç ĕçлеме пуçланă. Пăва хулинче çуралса ӳснĕскер, Ульяновскри ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе инженер-механик дипломне алла илнĕ. Çамрăк специалист çак хуçалăха киличчен малтан Пăвари çул-йĕр управленийĕнче çынсемпе ĕçлемешкĕн опыт пухнă.
Енчен те çак хуçалăх унччен кăштах юлса пынă пулсан, халĕ вара çĕнĕ хуçапа ĕç кал-кал пырать. «Восход» хуçалăхĕн çыннисем каланă тăрăх, Сергей Анатольевич çынсемпе калаçма, вĕсене пĕрлештерме, пĕр-пĕрне хисеплеттерме, сума сума тата ĕçлеттерме пĕлет.
 
: 885, Хаçат: 23 (961), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: