Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çын çинче чăвашcем тутарсемпе пĕртăван халăх тесе çирĕплетсе калакан район пуçлăхне урăх пĕлместĕп эпĕ. Вăл историпе кăсăкланни район гербне хĕç-пăшаллă юланут кĕртни те çирĕплетет. Ахальтен мар Фердинат Давлетшин Элкел районĕнчи музейсен тытăмне пысăк тимлĕх уйăрать. Сăвар, Пӳлер, Пăлхар таврашĕсенче пурăннă несĕлсем чăнах та туслă пулнă, унсăрăн Пăлхар патшалăхне пăхăнтарас текен йышлă тăшмансене хирĕç тăрайман пулĕччĕç. Çакă пире те паянхи кун туслă пурăнма, пĕрле ĕçлесе савăнма, тăван çĕршыва савма тĕслĕх парса тăрать.
Июнĕн 2-мĕшĕнче Тури Çĕньялта иртнĕ Элкел районĕн «Уявĕнче» те Фердинат Мидхатович çав сăмахсенех каларĕ. Юлашки çулсенче ку тăрăхра йăлана кĕнĕ тăрăх, Уява паллă меценат Геннадий Волостнов пулăшнипе йĕркелесе ирттерчĕç. Унта Хусантан, Анат Камăран, Пăлхартан хăнасем хутшăнчĕç, вĕсен шутĕнче ТР ЧНКА Канашĕн председателĕ Константин Яковлев, Элкел районĕн хисеплĕ гражданинĕ Альберт Бурханов тата ыттисем.
Ф.М.Давлетшин: «Аваллăха пĕлмесен, йăласене упрамасан халăхсене пуласлăха çул уçма йывăр пулать. Çавăнпа «Уяв» пек праçниксем кирлĕ те. Çак ĕçре пулăшса пыракан Геннадий Михайлович Волостнова пысăк тав. Эсир вырăнти халăхсен аталанăвĕнче чăннипе те кирлĕ ĕç туса пыратăр.
Ак ĕнтĕ тăххăрмĕш хут иртет çак çĕр çинче çĕнĕрен чĕртнĕ Уяв. Унпа пĕрле тахçантанпа кĕтнĕ çумăрсем килчĕç. Хальхи вăхăтра район хирĕсенче тыр-пула хурт-кăпшанкăсенчен тасатас мероприятисем пыраççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлесси пуçланнă. Çакă йăлтах вырăнти халăх туслă ĕçне пула пурнăçланса пырать. Тата çĕршер, пиншер çул пĕр-пĕринпе туслă пурăнма Турă хуштăр пире».
«Сувар» хаçатăн тахçанхи тусĕ, хальхи вăхăтра Анат Камăра пурăнакан Наталья Александровна Зотеева нумай çул Тури Çĕньялта учительница пулса ĕçленĕ. Вăл кунта çулсерен кĕтнĕ хăна.
Н.А.Зотеева: «Хисеплĕ ентешсем, юлташсем, палланă çынсем. Акă ĕнтĕ миçе çул эпир кунта пухăнатпăр. Çакă пурте Геннадий Михайлович пулăшнипе пулса пырать. Уяв – ĕлĕкрен пыракан йăла. Вăрçă вăхăтĕнче те мĕнле йывăр, çителĕксĕр пурнăç пулсан та, ваттисем хистенипе Уяв ирттереттĕмĕр. Мĕншĕн тесен йăлана пăсма юраман.
Эпĕ нумай çул «Тамаша» театра ертсе пытăм, кулăшсем пухса кĕнеке те кăлартăм. Çак кĕнекене районти чăваш клубĕсене парнелетĕп. Пурне те сывлăх сунатăп».
Г.М.Волостнов: «Тăххăрмĕш хут пухăнатпăр. Уяв çулсерен сарăлса пырать. Эпĕ сире пурне те курма хавас. Кашни çул çак халăх уявне хутшăнма тăрăшăр».
К.Г.Яковлев: «Çакăн пек пĕр-пĕринпе тĕл пулса хамăрăн ĕлĕкхи йăласене упрама Турă вăй патăр пире. Элкел районĕ юлашки вăхăтра чăваш культурин аталанăвĕн символĕ пулса тăчĕ. Кунта регионсенчи чăваш ертӳçисене пухрăмăр, Тутарстанри чăваш библиотекарĕсемпе канашларăмăр. Çакăншăн пысăк тав калас килет Фердинат Мидхатовича.
Чăвашсен авалхи йăлипе, Уявра ялти чи хисеплĕ ватă чипер хĕре тĕрленĕ алшăлли парнеленĕ. Ирĕк парсамăр çак алшăллисене Ф.М.Давлетшина тата Г.М.Волостнова парнелемешкĕн».
Çакăн хыççăн Константин Яковлев «Уяв-2011» тесе çырнă алшăллисене район пуçлăхĕпе меценат мăйĕсенчен уртса ячĕ. Хисеплĕ çынсем «йăла тăрăх пултăр» тесе алшăллисене сцена çинчи ертӳçĕсене парнелерĕç.
Парнесем сахал пулмарĕç çак кун. Районти чăваш культура çурчĕсен ертӳçисене, çĕр ĕçченĕсене культурăна аталантарнăшăн Меценатсен общество организацийĕн медальне пачĕç. Константин Яковлевпа Альберт Бурганова Раççей казачествин наградăсен уйрăмĕн председателĕ П.И.Сысоев генерал-лейтенант «Наци хăрушсăрлăхне тивĕçтернĕ чухнехи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден парса наградăларĕ.
Геннадий Волостнова йĕркеленнĕ преступноçпа кĕрешнĕ çĕре активлă хутшăннăшăн П.П.Сысоев ятлă пистолетпа наградăларĕ. Тата нумай пулчĕç общество организацийĕн медальне тивĕçнĕ çынсем. Вĕсен хушшинче Нурлат районĕнчи ЧНКЦ пуçлăхĕ А.Л.Клементьев, Спас районĕн ЧНКЦ пуçлăхĕ В.М.Якличева. Паллах, ку питĕ кăмăллă.
Уяв концертпа малалла тăсăлчĕ. Юрлакансем кăна 120 çынччĕ. Юрăсемпе ташăсен вăхăтĕнче «Чăваш пики» конкурс та иртрĕ.
 
: 1102, Хаçат: 23 (961), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: