Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Владимир Путин «Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Нацисен хушшинчи хутшăнусен енĕпе ĕçлекен канаш çинчен» Указ çине алă пуснă. Асăннă канашăн председателĕ В.Путин, унăн çумĕсем – Президент администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Володин тата РФ вице-премьерĕ Дмитрий Козак. Канашăн яваплă секретарĕ – РФ Президенчĕн Шалти политика енĕпе управленийĕн начальникĕн çумĕ Павел Зенькович. Çавăн пекех канашăн йышĕнче Тутарсен федераллă наципе культура автономийĕн ертӳçи Ильдар Гильмутдинов та пур.
 
Тунтикун ТР Президенчĕ Рустам Минниханов Хусан Кремлĕнче Пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ организацийĕн (ВТО) генеральнăй директорĕпе Паскаль Ламипе тĕл пулнă. Паскаль Лами Тутарстан ют çĕршывсенчен епле майпа инвестицисем илĕртнин опычĕпе интересленнĕ, Р.Минниханов ют çĕршывсемпе çыхăннă проектсем çинчен каласа парсан Раççей ВТОна кĕнĕ чух йĕркелӳпе çыхăннă ыйтусем сиксе тухсан пулăшма шантарнă. Çак тата ытти ыйтусене тĕплĕнрех сӳтсе явмашкăн Тутарстан делегацине организацин Женевăри штаб-хваттерне пыма йыхравланă.
 
Росстат Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче 2012 çулăн тăватă уйăхĕнче çурт-йĕр мĕн чухлĕ тунине пĕтĕмлетнĕ. Тутарстан 785,7 пин тăваткал метр çурт туса Раççей субъекчĕсен хушшинче виççĕмĕш, Федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çакăн пирки ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ канашлура ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрĕ И.Файзуллин пĕлтернĕ. Министр сăмахĕсемпе, июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пурĕ 897,2 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă – çакă çулталăк планĕн 36 проценчĕпе танлашать.
 
Хусанти икĕ аслă шкул – наци тĕпчев технологи университечĕ тата федераллă университет – университетсен наци рейтингĕнче 10 тата 11-мĕш вырăнсем йышăнаççĕ. Рейтинга пурĕ çĕршыври 56 вуз кĕнĕ. Чи малта – Мускаври М.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕ, ăна 100 балпа палăртнă. Пирĕн тĕп хуламăрти аслă шкулсем иккĕшĕ те 62 балл пухнă. Хусанти А.Туполев ячĕллĕ наци тĕпчев техника университечĕ 54 балпа рейтингăн 22-мĕш позицине йышăнать.
 
Ку эрнере Тутарстанра санитарипе экологи икĕ уйăхлăхĕ вĕçленнĕ. Çак тапхăрта ШĔМ, Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен, Вăрман хуçалăхĕн министерствисен, Роспотребнадзор управленийĕн тата ытти ведомствăсен ĕçченĕсем çут çанталăка сыхлас законодательствăна пăснă 10797 ăнсăрта тупса палăртнă, 15 миллион тенке яхăн штраф панă. ТР экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ – ТР çут çанталăка сыхлас енĕпе патшалăхăн тĕп инспекторĕ Р.Камалов каланă тăрăх, «Народный контроль» системăна хута яни те питĕ пулăшнă, кирлĕ мар çĕрти çӳп-çап куписем пирки ахаль çынсемех нумайăн пĕлтернĕ.
 
: 1069, Хаçат: 23 (961), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: