Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

С.К.Киргизов Альшихри вăтам пĕлӳ паракан шкулта физкультура вĕрентнĕ. Анчах çамрăк учителĕн ачасемпе сывпуллашма тӳр килнĕ – 2008 çулта Сергей Кирилловича Альших ял хутлăхĕн пуçлăхне суйласа лартнă. Халĕ те: «Ачасемпе ĕçлеме çăмăлччĕ, аслисемпе кăткăсрах – кашнин хăйĕн екки, ăна тупма пĕлмелле», – тет. Çавăнтанпа вăл «Память Ленина» хуçалăхра пурăнакансен нуши-савăнăçĕпе пурăнать. Эпир Альшихре пулнă кун та Сергей Кириллович пĕр кинемее нотариус патне çитерме васкатчĕ. Апла пулин те вырăнти хăйтытăмлăх пурнăçĕпе паллаштарма ĕлкĕрчĕ пире.
Ял хуçалăхĕ пекех 1404 çын пурăнакан ял хутлăхне те тăватă ял кĕрет: икĕ чăваш ялĕ, икĕ тутар ялĕ. Кунта вырăссем те пурăнаççĕ, анчах вĕсем сахалăн. Тĕпрен илсен йышпа чăвашсем самай нумайрах, 80 процента та çитет. Халăх мирлĕ пурăнать, наци ыйтăвĕпе çыхăннă тавлашу-хирĕçӳ ку тăрăхра пулман та, ан пултăр та. Кунта пурăнакан тутарсем чăвашла, чăвашĕсем тутарла калаçаççĕ. Пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисеплеççĕ. Паян, тапхăр-тапхăр наци ыйтăвĕ çивĕч çĕкленекен саманара, çакăн пек килĕштерсе пурăннине уйрăмах пысăка хурса хаклама тытăнатăн.
Ача сачĕсем икĕ чăваш ялĕнче те пур, Тинкешри садике 16 ача çӳрет, Альшихрине – 42. Шкул çулне çитнисем Альшихри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула çӳреççĕ. Халь унта 142 вĕренекен. Ачасен ашшĕ-амăшĕ, тĕпрен илсен, ял хуçалăхĕнче ĕçлет. Ял хутлăхне кĕрекенсенчен 87-шĕ бюджетлă организацисенче тăрăшать.
Альших ял хутлăхĕнче пурăнакансен канăвне виçĕ культура керменĕ йĕркелет. Мулланур Вахитовпа Тинкешри культура çурчĕсене Розалия Дубова ертсе пыракан Альшихри Культура керменĕ мероприятисем ирттерме пулăшса тăрать. Пăва тăрăхĕнче пушартан сыхлакансем юлашки вăхăтра чылай клуба «тапăннă», вĕсенче пушартан сыхланмалли хатĕрсем тивĕçтермеççĕ имĕш вĕсене, çавăнпа кĕске вăхăтрах улăштарма е хупма хушаççĕ. Альших ял хутлăхĕ виçĕ культура çуртне те хупасран «çăлса» хăварнă. Паллах, ку ял халăхĕшĕн те, клуб ĕçченĕсемшĕн те ырă хыпар.
Урамсенчи çутă юписене улăштарассине пĕлсен те кунти халăх хĕпĕртемеллипе хĕпĕртерĕ пулĕ. Ара, Тинкешрех, тĕслĕхрен, 12-18 пĕчĕк-пĕчĕк пăрăнчăк. Тĕттĕмре пыракан машина аварие те лекĕ (лекни те пулнă, çын пурнăçĕ татăлнипех вĕçленнĕ). Кăçал Тинкешре те, Альшихре çутă юписене улăштараççĕ, кашни 20 метртан лартса тухаççĕ, хула урамĕсем пек çутă пулĕ!
Паллах, ытти вырăнти пекех, Сергей Кириллович ертсе пыракан ял хутлăхĕ те ялсене тирпей-илем кĕртессипе ĕçлет. Тĕпрен илсен кунти çынсем хăйсемех çурт умĕсене, урамсене таса тытма тăрăшаççĕ, анчах хăш чухне вĕсене пулăшма та тӳр килет.
Юлашки çырав Раççей халăхĕ ватăлса пынине кăтартрĕ (тĕрĕссипе каласан, çак тенденци тĕнчипех пырать темелле), «Память Ленина» ял хуçалăхĕнче те пенси çулĕнчисем 432 çын. Альших ял хутлăхĕ ватăсене тимлĕх уйăрмасть тееймĕн, тĕрлĕ праçниксем те йĕркелет, социаллă ĕçченсемпе те çирĕп çыхăнса ĕçлет. Питĕ шăрăх тăнă çулла ялсенче шыв çитми пулнăччĕ. Урăх çавăн пек лару-тăрăва лекес мар тесех пĕлтĕр 4 пусă алтнă, кăçал тата икĕ пусă чавма палăртса хунă.
Альших ял хутлăхĕ район шайĕнче иртекен «Чи лайăх картиш» илемлĕ конкурса хутшăнмасăр юлмасть. Кăçал та çаплах пулать. Малтан ялсенчи чи илемлĕ хуçалăх картишне, пахчине палăртаççĕ, çĕнтерӳçĕ вара район шайĕнче хăйĕн тирпейлĕхĕпе, илеме туйма кăна мар, ăсталама та пултарнине кăтартса ыттисемпе тупăшать.
 
: 951, Хаçат: 22 (960), Категори: Районсенче

Комментарисем:

Хвечук (2012-06-07 10:02:26):
Киргизов - молодец!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: