Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Татарстан», «Волга», «Гигант» хуçалăхсене пĕрлештерекен «ВАМИН-Буа» агрофирма» тулли мар яваплăхлă общество пĕр отрасльпе кăна ĕçлемест. Вăл тĕрлĕ культурăсем акса ӳстернисĕр пуçне мăйракаллă шултра выльăх, сысна ĕрчетет. Хальхи вăхăтра унăн 12 пин гектар акăнакан çĕр, 4100 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 7500 сысна. Пĕтĕмпе агрофирмăра 500 яхăн çын тăрăшать.
Раççейре ял хуçалăхĕ нихăçан та тухăçлă отрасль пулман тесе вăрçма пăхатпăр пулсан та хуçалăхсăр ял çыннисене çăмăл мар. Мĕн тесен те ĕç вырăнĕ-çке, çитменнине выльăх апачĕ енчен те пулăш. «ВАМИН-Буа» агрофирма та акă 476 çынна çулталăкĕпех, 300 ытла çынна çур аки, тырçи вăхăтĕнче ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет. Вăтам ĕç укçи агрофирмăра 10 пин тенкĕпе танлашать, пултаруллă механизатор-комбайн ерсен тырçи вăхăтĕнче 50-80-шар пин тенкĕ таранах ĕçлесе илме май пур.
Агрофирмăн генеральнăй директорĕ Р.Хисамов пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхсем пурте çур акине вăхăтлă тата кăлтăксемсĕр вĕçленĕ.
– Удобрени, çунтармалли-сĕрмелл и материалсем енĕпе йывăрлăхсем пулмарĕç, кашни хуçалăхра специалистсем çителĕклĕ, – терĕ вăл кун пирки. Пĕтĕмпе агрофирма кăçал кĕрхи ырашпа тулла – 2100, пăрçана – 400, сахăр чĕкĕнтĕрне – 570, çурхи тулла – 1123, кукуруза силос валли – 853, вăрлăх валли – 1527 тата выльăх апачĕн хутăшне 1600 гектар лаптăка акнă.
Пĕр çул, нумай çул ӳсекен курăксен лаптăкĕсене пĕлтĕрхинчен анлăлатма тивнин сăлтавне те ăнланмалла. Мĕншĕн тесен агрофирмăри ĕне-выльăхсен шучĕ юлашки çулсенче ӳссе пырать. Пĕр ĕнене хĕл каçарма 37-40-рен кая мар апат единици хатĕрлемелле. 2011 çулта ĕне-выльăх 280 пуç ӳснĕ пулсан, кăçал çак шут 380 çитес шанăç пур. Сыснасен шучĕ те 600 пуçа ӳсессе кĕтеççĕ.
Юлашки çулсенче машина-трактор паркне энергие перекетлекен çĕнĕ техникăсемпе («Морис» ака комплексĕсем, «МТЗ 1221» тракторсем, «МакДон», «Лексион-540», «Ягуар» хăватлă комбайнсем тата ытти те) çĕнетни те çĕр ĕçĕнче самай çăмăллăх кӳрет.
Агрофирмăн «Гигант» уйрăмĕ пĕрчĕллĕ культурăсене республика палăртнă планпа килĕшӳллĕн, май уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлнех вĕçленĕ. Вĕсем кăçал кĕрхи культурăсене – 1000, çурхи тырра – 700, сахăр чĕкĕнтĕрне – 150, кукурузăна 600 гектара тата пĕрремĕш хут çĕнĕ культурăна – хупăсăр сĕлле (спорт учĕсемпе çамрăк пăрусем валли) 50 гектара акса хăварнă. Агрофирмăн «Гигант» уйрăмĕн директорĕ В.Малышев каланă тăрăх, унчченхи юхăннă пекарня çуртне юсаса механика мастерскойĕ туни вĕсене çав тери пулăшать, кăçал та акă техникăна вăхăтра юсанипе çур акине вăхăтлă вĕçленĕ вĕсем. Сăмах май каласан, мастерской заправкăпа, автопаркпа, фермăпа тата йĕтем çипе юнашарри калама çук лайăх. Унтах тимĕрç лаççи те ал айĕнчех пулни меллĕ.
«Гигант» хуçалăхра хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăх – 1300 пуç (вĕсенчен 353-шĕ сăвăнакан ĕнесем) 2300 пуç сысна. 10 дояркăран кашни талăкра пĕр ĕнерен 15-шер литр сĕт сăвать. Çак хуçалăх кăна Пăвари çупа сыр комбинатне куллен 5-шер тонна сĕт ăсатать иккен.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе «Гигант» темиçе çул ĕçлет пулин те çĕнĕлĕхсене те пурнăçа кĕртет. Калăпăр, вĕсем халĕ çуллахи лагере ялтан аякка вырнаçтарман. Çапла туни вăхăта çеç мар, укçа-тенке те перекетлеме пулăшать. Дояркăсене леçме транспорт кирлĕ мар. Кăçалтан тата кунта выльăхсене апрель вĕçĕнчех симĕс курăк çине кăларма тытăннă, вăкăрсене те пӳлĕмсене хупса тытма пăрахнă. Сыснасене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме тытăнни те кăçалхи çĕнĕлĕх. Специалистсен шучĕпе, çĕнĕ мел пулăшнипе сысна амисенчен 95 проценчĕ малашне çуралас шанăç пур.
Паллах, çĕр ĕçлесси, выльăх-чĕрлĕх пăхасси çăмăл ĕç мар. Апла пулин те хуçалăхра ĕçлекен çук тенине пĕлтермест çакă. Вăхăтĕнче миллионер-колхоз пулнă «Гигантăн» халĕ те тăрăшуллă, малта пыракан ĕçченĕсем çук мар. Калăпăр, хуçалăх ертӳçи В.Малышев хăй те çак хуçалăхра нумай çул вăй хурать. Çапах та унпа тĕл пулсан Пӳркел чăвашĕ хăй çинчен мар, ĕçченĕсем çинчен ытларах калаçма тăрăшрĕ.
– Малта пыракан зоотехник Г.Гафурова, тĕслĕхрен, агрофирмăн чи опытлă ĕçченĕ, çулĕсем нумай пулин те паян та хăй ĕçне хастар пурнăçлать, – терĕ вăл нумай çул ĕçлекен зоотехник пирки сăмах пуçласа. Выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен Е.Вериялова та палăртмасăр хăвармарĕ ертӳçĕ, Е.Вериялов хуçалăхра 20 çул ытла тăрăшать иккен. «Вăл пĕлтĕр ноябрь уйăхĕнче ĕнесенчен 87 пăру илсе рекорд кăтартрĕ», – мăнаçлăн пĕлтерчĕ Валерий Николаевич. 15 çул сысна фермине ертсе пыракан Л.Васильевăна та мухтамалла çеç. «Вăл сысна ĕрчетмелли мĕнпур вăрттăнлăхсене пĕлет», – мухтарĕç пуçлăхсем ферма заведующине.
Хуçалăхăн малта пыракан чи пултаруллă механизаторĕсем Вячеславпа Виталий Полосухинсем, Н.Спиридонов, Н.Валитов, В.Проворов, Ю.Сидоров, тĕслĕхрен, çулталăкĕпех техника çинчен анмаççĕ, кашни сезонра тĕрлĕ ĕç пурнăçлама ĕлкĕреççĕ.
Пĕр шутласан, хуçалăхра ĕçлекенсен пурин те универсал пулма тивет. В.Верияловăпа Л.Гафурова учетчиксен те акă çунтармалли-сĕрмелл и материалсенчен пуçласа, ĕç укçи, ака, тырçи вăхăтĕнче кам мĕн чухлĕ ĕçленине шута илнисĕр пуçне тырçи вăхăтĕнче йĕтем çинче тырра виçсе тăма тивет.
Пĕр сăмахпа каласан, халĕ хуçалăхра ĕçлес теменнисене вăйпа тытса тăмаççĕ, çавăнпа кашни вырăнта – хуçалăх арманĕнче-и, пилорамăра-и, пекарньăра-и е тата ытти çĕрте-и – яваплăха туякансем кăна тăрăшаççĕ.
Р.Хисамов, З.Сайфутдинова, В.Малышев Акатуя мĕнле   ирттересси çинчен канашлаççĕ.
Р.Хисамов, З.Сайфутдинова, В.Малышев Акатуя мĕнле ирттересси çинчен канашлаççĕ.
В.Верияловăпа Л.Гафурова.
В.Верияловăпа Л.Гафурова.
 
: 1056, Хаçат: 22 (960), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: