Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçал Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕ июнĕн 12-мĕшĕнче халăха иккĕмĕш хут районти чăвашсен Акатуй уявне пуçтарать. Ăна Раççей кунĕнче ирттерме палăртни те питĕ лайăх. Темиçе кун каннă вăхăтра ентешсене пĕрле пуçтарăнма май пур. Ку вара уява тата илемлĕрех, пĕлтерĕшлĕрех тума пулăшать.
Праçнике мĕнле ирттересси пирки пӳркелсен пуçа питех ватмалла мар. Акатуй ку ялта 1900 çулсенче иртни пирки Иван Юркин çырса хăварнисем упранса юлнă. Совет самани вăхăтĕнче манăçнă уява Тăхăрьялта çĕнĕрен чĕртес шухăш, тĕлĕнмелле пулин те, вырăнти чăвашсене мар, район администраци пуçлăхне Р.Абузярова кĕнĕ-мĕн. Вăл темиçе çул каялла Нурлата Раççей чăвашĕсен Уявне кайса курнă хыççăн Акатуя Тăхăрьялта ирттерме хушнă.
Паллă ĕнтĕ, çакăн пысăкăш мероприяти сценари çырассинчен кăна тăмасть, тĕплĕн хатĕрленмелле, чи малтан – хуçасен. Пӳркел Тăхăрьялăн центрĕ пулнăран районти чăваш праçникне çӳллĕ шайра ирттермеллех. Кун пек ĕçре вара пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни кирлĕ, унсăрăн май çук. Вырăнти ял хутлăхĕпе «ВАМИН-Буа» агрофирма» тулли мар яваплăхлă общество туслă пурăнни чылай ĕçе çăмăллатать. Район та пулăшмасть мар-ха, çапах та тĕп ĕç çавах хуçасем çине тиенет.
Пĕрремĕш пĕлĕм кумкаллă теççĕ пулин те, пӳркелсене пырса тивмен вăл. Пĕрремĕш Акатуя кунти халăх питĕ хитре ирттернĕ.
– Çак Уява пĕлтĕр халăхпа, агрофирмăпа пĕрле хатĕрлентĕмĕр. Ялти кашни çын хăйĕнчен пай кĕртрĕ. Ятарласа Акатуй тӳремне туса хутăмăр. Тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе нумай тăрăшрăмăр. Кăçал та эпир уява халăхпа пĕрле хатĕрленетпĕр, – каласа парать Пӳркел ял хутлăхĕн ертӳçи З.Сайфутдинова.
Кăçалхи уява пӳркелсем пĕлтĕрхинчен те лайăхрах ирттерес тесе темиçе эрне лăпкăн çывăраймаççĕ ĕнтĕ. Эпир пынă чух та акă тӳреме хитрен сăрласа илемлететчĕç. Ипподромра юланутçăсем Акатуй умĕнхи тренировкăраччĕ. Шкул ачисемпе вырăнти юрă ăстисен программи те хатĕр. Ял çыннисем сăра çеç вĕретместчĕç, вăхăчĕ иртерехчĕ-ха.
Паллах, кăçалхи Акатуйра артистсем те, çĕнĕлĕхсем те пулаççех, çапах та эпир кун çинчен хальлĕхе тĕплĕн çырмăпăр. Вулакансене Пăва районĕнчи Пӳркел ялне июнĕн 12-мĕшĕнче хăйсене кайса курма сĕнетпĕр. Аса илтеретпĕр, Акатуй ирхине 10 сехетре пуçланать.
 
: 972, Хаçат: 22 (960)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: