Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Мăкăр ял хутлăхĕ Пăва районĕн чиккинче вырнаçнă – икĕ километртан Чăваш Республики пуçланать. Илемлĕ те тирпейлĕ ялсем таçтанах куçа илĕртеççĕ. Пĕрре пăхсанах кунта ăнăçлă пурăнма пур услови те пурри курăнать. Кирпĕчрен купаланă илемлĕ те тăпăл-тăпăл çуртсем ретĕн-ретĕн ларса тухнă. Çыннисем те кунта питĕ ырă кăмăллисем, тараватлисем пурăнаççĕ. Çывăхрах паллашар-ха эппин вĕсемпе.
ЫРĂ ÇУЛ, ВĔРЕНСЕ ТУХАКАНСЕМ!
Çĕршыври ытти шкулсенчи пекех, Кушник вăтам шкулĕнче те иртнĕ эрнекун юлашки шăнкăрав янăрарĕ – кĕçĕнреххисемшĕн черетлĕ вĕренӳ çулĕ вĕçленнине, каникул пуçланнине пĕлтерсе, 11-мĕш класс пĕтерекенсемшĕн вара – юратнă шкулпа сывпуллашма вăхăт çитнине систерсе. Çак кун шкула халăх йышлăн пухăнчĕ: илемлĕ тумлă, чечек çыххиллĕ шкул ачисем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем, хăнасем. Шкулсенче вĕренӳ çулĕ вĕçленнине палăртса йĕркелекен мероприятие хуть ăçта та районтан представительсем килеççех. Кушник шкулне юлашки шăнкăрав уявне Пăва районĕнчи методика центрĕн директорĕ И.Х.Тухветов, шалти ĕçсен управленийĕн представителĕ А.Н.Пугачев килнĕ.
Юлашки шăнкăрав мĕн тесен те шкултан вĕренсе тухса каякансен уявĕ. 11 класс пĕтерекенсем çак куна унччен чăтăмсăррăн кĕтнĕ пулĕ, вăл çитсен вара кăшт хурланни те палăрчĕ: тухса калаçакансен сăмахĕсем хыççăн куççулĕсем те тухрĕç хĕрсемпе каччăсен.
– Хисеплĕ шкул пĕтерекенсем! Сире хамăр шкулти вĕренекенсемпе вĕрентекенсен ятĕнчен 11 класс пĕтернĕ ятпа чĕререн саламлатăп! Халĕ сирĕн умра чи яваплă тапхăр – пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем. Экзаменсене пурин те ăнăçлă тытмалла пултăр, хăвăр шутлани пурнăçа кĕтĕр. Ырă çул сунатпăр сире! – терĕ вĕренсе тухакансене саламланă май шкул директорĕ Ю.М.Смирнов.
Юрий Михайлович хыççăн сăмах калакансем тата та йышлăн пулчĕç, пурте 11-мĕш класс хĕрĕсемпе каччисене ăнăçу сунчĕç. Çакна та палăртса хăвармалла: «Дружба» тулли мар яваплăхлă общество шкул пĕтерекенсене укçаллă конвертсем пачĕ. Питĕ аван!
Кăçал Кушник шкулĕнчен 3 хĕрпе 6 каччă вĕренсе тухать. Акă вĕсем: Ариадна Митрофанова, Юлия Тюплина, Мария Никитина, Сергей Горшков, Егор тата Дмитрий Барабановсем, Николай Андреев, Сергей Тохтенков тата Юрий Тихонов. Çамрăксем пурте тăрăшса вĕреннĕ, класс ертӳçи Людмила Васильевна Андреева тата ытти учительсем вĕсене çулталăкĕпех ППЭне хатĕрленме пулăшнă. 11-мĕш класра вĕренекенсем экзаменсенчен шикленни пачах та сисĕнмерĕ, пурте хăйсене çирĕп шанни палăрчĕ. Нумайăшĕ алла аттестат илсен Хусанти аслă шкулсене вĕренме кĕресшĕн. Шутланисем пурнăçланччăрах эппин, ăнăçу сунатпăр пурне те!
 
ПĔР ЯЛТИ ПЕК
Мăкăр ял хутлăхне пилĕк ял кĕрет: Мăкăр, Кушник (Протопопово), Курбаш, Отрада тата Хиркасси (Ембулатово). Отрадăпа Хиркасси уйрăмтарах лараççĕ пулсан, Мăкăрпа Кушник ялĕсене тата Курбаш поселокне вара кунта халиччен пулман çын килсен уйăраймĕ те, пĕр ялах тесе калĕ: хăш ялĕ ăçта пуçланать, ăçта пĕтет – калама йывăр. Тепĕр тесен асăннă ял хутлăхĕнче пурăнакансем пĕр ялти пек туслăн пурăнаççĕ, пурте пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ, килĕштереççĕ. Тĕпрен илсен чăвашсемпе вырăссем пурăнаççĕ ял хутлăхĕнче. Мăкăр, ыттисемпе танлаштарсан, чи пысăкки, кунта кил хуçалăхĕсем те нумайрах – халĕ пурĕ 162 килĕ, пурăнакансем те. Вăтам шкул (вăл Кушник ялĕн территорийĕнче), «Березка» ача сачĕ, Культура çурчĕ, ял хутлăхĕн кантурĕ, библиотека, теннис секцийĕ, почта, «Дружба» хуçалăхăн кантурĕ, ФАП, лавккасем пур ялта.
Ытти çĕрти пекех ялта ĕлĕкхипе танлаштарсан çынсен шучĕ чакни палăрать пулин те, ача çуратакансем пачах çук тесе калаймăн ку тăрăхра. Виçшер, тăватшар ачаллă çемьесем йышлă, Отрадăра пурăнакан Ермолаевсем вара 8 ача ӳстереççĕ. Юлашки вăхăтра çеç 15 çамрăк хĕрарăм амăш капиталĕн сертификатне илнĕ акă. Виççĕ тата ытларах ача çуратакансене халĕ çĕр пани пирки пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Хăш-пĕр çĕрте çĕр уйăрса парассипе çыхăннă йывăрлăхсене пула илмеллине те илеймесĕр тарăхать халăх. Мăкăр ял хутлăхĕнче вара ку ыйтăва çийĕнчех татса панă. 10 çемьене – Тюплинсене, Липинсене, Орловсене, Николаевсене, Медведевсене, Митрофановсене, Трусеневсене, Ксенофонтовсене, Ермолаевсене, Матвеевсене 15-шер сотка çĕр уйăрса панă. Нумайăшĕ çак çĕр çинче çĕнĕ çурт туса лартма шутлать.
Çĕнĕ çурт тенĕрен, патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма сĕнекен программăсемпе усă куракансем те пур Мăкăр тăрăхĕнче. Ак, тĕслĕхрен, Алановсем, Федотовсем тата Маденковсем çамрăксен программипе çĕнĕ çурт тунă. Çĕнĕ çурт хăпартакансем, ача çуратакансем пур-тăк, ялсен малашлăхĕ пур эппин. Çакна ырламалла çеç.
Мăкăр ял хутлăхне пĕлтĕртенпе В.П.Носов ертсе пырать. Ку ĕçре çĕнĕ çын мар Валерий Петрович, унччен те кунтах тĕп специалист пулса тăрăшнă вăл. Шкулта нумай çул ĕçленĕ, пĕр вăхăт хуçалăха та ертсе пынă. Валерий Петровича пĕрле ĕçлекенсем те, ял-йыш та питĕ хисеплеççĕ. Районти пуçлăхсем те хака хураççĕ ăна. Хальхи саманари ял пуçлăхĕн мĕнле ыйтусене кăна татса памалла мар-ши – шучĕ те çук. Ялсен ăнăçлăхĕ, пуласлăхĕ вĕсенчен килет-çке. Çавăнпа та лăпкăн çывăраймаççĕ те пулĕ вĕсем.
– Акă, пĕр сехет хушшинче кăна районтан виçĕ хушу килчĕ, – тет Валерий Петрович электронлă почтăри çырусене тĕрĕсленĕ май. – Шăматкун унта каймалла, вырсарникун татах килте ларма çук. Тунтикун та пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнмалла. Çапла, халĕ пире Интернет урлах ĕç хушаççĕ, пурнăçласа çеç ĕлкĕр.
Нумай пулмасть отпускра пулнă Валерий Петрович. Отпусках темелли-ши ăна? Ара, пĕр кун та канайман-çке: «Кашни кунах ĕçе тухма тиврĕ», – тет вăл.
Ял хутлăхĕн пуçлăхне пĕрле ĕçлекен Т.Н.Орлова секретарьпе Н.В.Липатова тĕп бухгалтер та нумай пулăшаççĕ, килĕштерсе ĕçлеççĕ вĕсем. Татьяна Николаевнăпа Наталья Викторовна уçă кăмăллă, тарават çынсем. Кантура пыракан кашни çыннах кăмăллăн кĕтсе илеççĕ вĕсем, кашнин ыйтăвнех татса пама пулăшаççĕ.
 
ЧИ ЛАЙĂХХИСЕНЧЕН ПĔРИ
Ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ паян ĕç çуккипе тарăхать. Аптранă енне нумайăшĕ хулана пурăнма куçать, вăйпитти арçынсем ют çĕре шабашкăна çӳреççĕ. Мĕн тăвăн, пурнăçĕ çапла-тăк… Мăкăр тăрăхĕ пирки апла калаймăн. Вырăнти «Дружба» ял хуçалăхĕнче кăна 394 çын ĕçлет. Ку питĕ аван, çакăн чухлĕ ĕç вырăнĕ пур хуçалăхра пулни сайра тĕл пулать хальхи вăхăтра.
«Дружба» агрофирма» тулли мар яваплăхлă общество 12 яла пĕрлештерсе тăрать, пурĕ тăватă филиал. Хуçалăхăн Мăкăр уйрăмне В.М.Липатов, Сорок-Сайдак тата Каменный Брод уйрăмĕсене С.Р.Исламов, Энтуганрине Н.Ф.Даутов ертсе пыраççĕ. «Дружба» паянхи кун Пăва районĕнче ура çинче çирĕп тăракан чи лайăх хуçалăхсенчен пĕри. Çакăнта тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕн тӳпи çав тери пысăк пулни каламасăрах паллă. Вырăнти халăх хуçалăха А.К.Айзетуллов ертсе пынишĕн савăнса пĕтереймест темелле, опытлă пуçлăха чĕререн тав тăвать.
– Азат Касымович питĕ лайăх ертӳçĕ, эпир унпа килĕштерсе ĕçлетпĕр. Ял хутлăхне тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама, мероприятисем ирттерме яланах укçа-тенкĕ кирли паллă ĕнтĕ. Азат Касымович кирлĕ пулсан нихăçан та хирĕçлемест, май пур таран яланах пулăшма тăрăшать, – тет ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В.П.Носов.
Агрофирмăн çĕрĕсем пурĕ 12667 гектарпа танлашаççĕ, çак шутран 10308 гектарĕ – суха çĕрĕсем. Пĕрчĕллĕ культурăсем, сахăр чĕкĕнтĕрĕ, кукуруза, пĕр çул ӳсекен курăксем акса ӳстереççĕ кунта. Кăçал акара Александр Степанов, Эдуард Тарасов, Виктор Чугунов, Виктор Павлов тата Игорь Князев тăрăшса ĕçленĕ. Сăмах май, çĕнĕ техника та сахал мар туяннă юлашки вăхăтра кунта. Çĕнĕ техникăпа вара ĕçлеме те çăмăлрах.
Сĕт суса илессипе те районта малтисенчен пĕри шутланать «Дружба». Районта малта пыракан дояркăсенчен пĕри, Валентина Степанова, шăпах çак хуçалăхра тăрăшать. Альбина Асадуллина, Людмила Андреева пăру пăхакансен, Мария Мартынова осеменаторăн ĕçне те хака хураççĕ хуçалăхра. Турă пулăшсан ĕне фермисенчен комплекс та туса хурас шухăш пур «Дружбăра».
Генеральнăй директор эпир пынă кун васкавлă ĕçпе Пăвана кайнă пирки агрофирма ĕçĕ-хĕлĕпе хуçалăхри тĕп экономист Р.В.Атютина паллаштарчĕ. Раиса Васильевна хăйĕн ĕçне питĕ лайăх пĕлет, кашни ыйту çинех тулли хурав парать. Ăçта, мĕн, мĕн чухлĕ – унран кăна ыйтмалла.
 
ЮРАТСА ВУЛАÇÇĔ
«Сувара» вулакансем патне çитерекен çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем пирки те ыррине кăна калас килет. Мăкăр почтинче çĕнĕ хаçат-журнала, çыру-посылка таврашне халăх патне вăхăтра çитерес тесе тăваттăн тăрăшаççĕ: çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Валентина Геннадьевна Тарасова, Надежда Николаевна Антонова, Лидия Владимировна Никитина тата Зинаида Петровна Андреева почтальонкăсем. Вĕсен те халĕ хĕрӳ вăхăт: çырăнтару пырать. Плана вара тултармалла.
– «Сувара» кунти халăх питĕ юратса вулать. Тăван чĕлхепе тухакан хаçат пурпĕр çывăхрах çав, интереслĕ те, – терĕç хаçатăмăра тата та ытларах çырăнтарма сăмах парса Мăкăр почтальонкисем.
Ял хутлăхĕ вĕсен çинче тытăнса тăрать – В.П.Носов, Н.В.Липатова тата Т.Н.Орлова.
Ял хутлăхĕ вĕсен çинче тытăнса тăрать – В.П.Носов, Н.В.Липатова тата Т.Н.Орлова.
Почта ĕçченĕсем – Л.В.Никитина, В.Г.Тарасова,   Н.Н.Антонова тата З.П.Андреева.
Почта ĕçченĕсем – Л.В.Никитина, В.Г.Тарасова, Н.Н.Антонова тата З.П.Андреева.
11-мĕшсем класс ертӳçипе Л.В.Андреевăпа.
11-мĕшсем класс ертӳçипе Л.В.Андреевăпа.
 
: 1191, Хаçат: 22 (960), Категори: Районсенче

Комментарисем:

Хвечук (2012-06-07 09:58:39):
Отрада - Утрат чăвашла

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: