Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрне вĕçĕнче «Сувар» журналисчĕсем Пăва районĕнчи чăваш ялĕсенче – Элшелĕнче, Пӳркелĕнче, Альшихре тата Мăкăрта пулса курчĕç. Районти чăвашсем кулленхи ĕçсене пурнăçланă май Пӳркелĕнче июнĕн 12-мĕшĕнче иртекен Акатуя та хĕрсех хатĕрленеççĕ. Пире те хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе хаваспах паллаштарчĕç. Пăва районĕ çинчен çырнă материалсене çак тата 3-5 страницăсенче вулама пултаратăр, хисеплĕ вулаканăмăрсем.
Ял хуçалăхĕ тата ял хуçалăх продукцийĕнчен туса илекен промышленность Раççей çыннисемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕнчере пĕтĕмпех улшăнса пырать темелле, хуçасем килеççĕ те каяççĕ, политика «çăлтăрĕсем» çуталаççĕ те сӳнеççĕ, хуласем пысăкланса ӳссе пыраççĕ. Ял ĕçĕ вара пурне те, кирек хăçан та питĕ кирлĕ. Ял хуçалăхĕсем туса илнĕ тухăçпа пирĕн çĕршывра пурăнакан кашни çын усă курать, паллах. Анчах та çакăн çинчен эпир манатпăр, пирĕн сĕтел çинчи пуянлăх ăçтан пулнине пуçра тытмастпăр, шутламастпăр.
Хула тата район центрĕсенче пурăнакан çынсене тăрантаракан ял хуçалăх çыннисемпе çывăхрах паллашмашкăн эпир Пăва районне çитрĕмĕр. «Тăхăръял» агрофирма» тулли мар яваплăхлă обществăна кĕрекен «Родина» хуçалăхăн ĕçченĕсемпе курса калаçрăмăр.
Асăннă агрофирма 2011 çулччен В.Чернов ячĕллĕ пулнă. Малалла агрофирма генеральнăй директорĕ улшăнсан Радик Гисматов «Тăхăръял» ят парса темиçе яла пĕрлештерсе тăрать. Агрофирмăн тĕп вырăнĕ – Элшел ялĕ.
Радик Ринатович Гисматов Элшел ялне хирĕç, Сĕве урлă кăна, Теччĕ районне кĕрекен Сӳнтĕк ялĕнче çуралса ӳснĕ. Сӳнтĕкри сакăр класлă шкултан вĕренсе тухсан 1987 çулта Теччĕ районĕнчи Энгельс ячĕллĕ хуçалăхра комбайнера пулăшакан пулса ĕç çулĕ çине тăнă вăл. 1991 çулта Хусанти А.М.Горький ячĕллĕ ял хуçалăх институтĕнче агронома вĕренсе тухнă. 1996 çулта вара Ринат Абдуллин ячĕллĕ хуçалăхра тĕп агроном пулса вăй хунă вăхăтра Радик Гисматов салтака каять. Çар службинчен таврăнсан 1998 çултан пуçласа 2005 çулччен çамрăк специалист хăйĕн специальноçĕпех «Сюндюково» хуçалăхра тăрмăшать. Лайăх ĕçленине кура, пултаруллă специалист пулнипе те Радик Ринатович тĕп агроном пулса Пăвари «Вамин-Буа» агрофирма» тулли мар яваплăхлă обществăра ĕçлет. Асăннă должноçра çулталăк ĕçленĕ хыççăн агрофирма директорĕн çумĕ пулма сĕнеççĕ. Çапла вăл унта 2006 çултан пуçласа 2009 çулччен ĕçлет.
2009 çултанпа вара Радик Гисматов чăваш халăхне ертсе пырать.
– Питĕ тăрăшуллă халăх Тăхăрьялта. Мĕн каланине пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшаççĕ. Мана вĕсемпе ĕçлеме питĕ çăмăл. Малтанхи çулсенче кăштах пĕр-пĕрне ăнланман пулсан, халĕ вара куçăхтарасран та хăратăп, – тет «Тăхăръял» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Радик Ринатович.
– Радик Ринатович, «Тăхăръял» агрофирмăна миçе хуçалăх кĕрет? – кăсăклантăм эпĕ.
– Пурĕ тăватă хуçалăх. Кусем: «Родина», «Правда», «Победа» тата «Восход». Кашни ялта чăвашсем пурăнаççĕ.
– Ăнланмалла. Агрофирма ятне те улăштарас терĕр пулать.
– Çапла. Улăштартăмăр. Мана «Тăхăръял» сăмах питĕ килĕшет. Çавăнпа та çак ятпа эпир малтан мала пыма шутлатпăр. Ваттисем те пулăшĕç тесе шанатăп.
– Хитре илтĕнет, паллах.
Халĕ «Родина» хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашатпăр. Кунта виçĕ ял кĕрет: Элшел, Ескӳл тата Раккасси. Ял халăхĕ валли ĕç çук темелле мар. Виççĕшĕнче те фермăсем пур. Ескӳлпе Раккасинче лашасем те самаях.
Элшел, паллах, чи пысăк ял шутланать вĕсемпе танлаштарсан. Çĕрĕ те самаях. Пурĕ 2715 гектар. Хуçалăхри тата агрофирмăри мĕнпур техника Элшелĕнчи трактор паркĕнче тăрать. Кунта инженер-механик пулса Петр Бабатеев темиçе çул хушши вăй хурать. Унăн ăсталăхĕ хуçалăхра питĕ пысăк вырăн йышăнать. Çаплах юсав мастерскойĕн заведующине Олег Купцова питĕ мухтас килет. Агрофирмăн генеральнăй директорĕ Радик Ринатович каланă тăрăх, вăл темиçе çул малта пыракан комбайнерсенчен пĕри. «Тăхăръял» агрофирмине кĕрекен ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан та вăл чи лайăх заведующи шутланать. Мĕншĕн тесен акана тухмашкăн мĕнпур техника хатĕр пулнă.
Техника пирки калас пулсан, агрофирмăра çĕнĕрен те çĕнĕ вĕсем. Пĕринчен пĕри чаплă. Пурте тенĕ пек ют çĕршывра туса кăларнисем. Халĕ иртнĕ çулсенчи пек ял халăхĕ хире ĕçлеме тухмасть. Çĕр ĕçне пĕтĕмпех техника пурнăçласа пырать. Çитменнине тата питĕ хăвăрт.
Сăмахран, Валерий Федоров механизатор NEW HOLLAND тракторпа ĕçлекенскер, тем пысăкăш анана час кăна сухаласа е акса пăрахать. Унăн техникин сухи 18 метр сарлакăш!
Ĕне сăвакансем пирки сăмах хускатсан вара, «Родина» хуçалăхĕн дояркисем кăçал ĕçленине кура укçине те самаях илеççĕ темелле.
Радик Ринатович каланă тăрăх, пĕлтĕр агрофирма кивçене кĕнипе йывăртарах пулнă. Кăçал вара лару-тăру самаях урăхла. Тăрăшса ĕçлекенни 15-20 пин тенкĕ ĕç укçи илет. Элшел ферминче чи малта пыраканни – Дина Ложникова. Вăл кунне 720 литр сĕт суса илет. Унăн 40 ĕне. Урăхла каласан, кашни ĕнерен 18 литра яхăн сĕт сăвăнать.
Хуçалăх пĕчĕк мар, паллах. Пуян та. Çак хуçалăха тата виçĕ ял ĕçченĕсене Валерий Петрович Сюрмин ертсе пырать. Унăн хуçалăха çĕкленĕ çĕрте тӳпи пысăк. Шел пулин те, унпа курса калаçмашкăн май пулмарĕ.
Çак виçĕ ялта фермăпа кăна мухтанни мар, кунта шкул та, медпункт та пур. Клуб пирки калас пулсан, ял клубĕсене пушар хăрушлăхне пула вăхăтлăха хупнă. Çапах та Радик Гисматов тăрăшнипе вĕсене июль пуçламăшĕнче уçма тивĕç.
Ял халăхĕ Радик Ринатовича питĕ хисеплет. Юратать, сума сăвать.
– Ун патне кирек мĕнле ыйтупа кĕрсен те вăл пулăшма тăрăшать. Кашнине ăнланать, – тет ял халăхĕ. – Акă, клубсене хута ямашкăн хуçалăхран кашнине 70-шер пин укçа парса пулăшрĕ. Чăваш культурине юратать, хисеплет.
Чăнах та, унпа калаçса пынă вăхăтра та çакна туйма пулчĕ. Элшел чиркĕвĕ пирки те питĕ ăшă сăмахсем çеç калать. Май пулнă таран пулăшма тăрăшать.
Паянхи кун культурăпа çыхăннă мероприяти – Акатуй. Элшел ялĕнче вăл июнĕн 9-мĕшĕнче иртмелле. Çав уява ирттермешкĕн халĕ питĕ хĕрӳ ĕç пырать. Уяв вырăнне каймалли çул айлăмра пулнипе унти çула çĕклеççĕ.
Ку номерте эпир агрофирмăн пĕр хуçалăхĕ пирки çеç çырса кăтартрăмăр, малашне тата виççĕшĕн çинчен те вуласа пĕлме пулĕ.
Агрофирмăн генеральнăй директорĕ Р.Р.Гисматов.
Агрофирмăн генеральнăй директорĕ Р.Р.Гисматов.
Тĕп инженер Ю.С.Гаврилов.
Тĕп инженер Ю.С.Гаврилов.
А.Органов, А.Остроглазов, А.Михайлов, В.Павлов, В.Алексеев,   П.Константинов, А.Васильев, С.Иванов механизаторсем.
А.Органов, А.Остроглазов, А.Михайлов, В.Павлов, В.Алексеев, П.Константинов, А.Васильев, С.Иванов механизаторсем.
В.Чекмарева учетчица.
В.Чекмарева учетчица.
Т.Осипова повар.
Т.Осипова повар.
Акатуйра хĕрсем ăмăртура.
Акатуйра хĕрсем ăмăртура.
 
: 1022, Хаçат: 22 (960), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: