Шкул пурнăçĕ маншăн шур саппунпа, шур бантикпа пĕрремĕш сентябре кайнă кунран мар, чылай маларах, май уйăхĕн вĕçĕнче пуçланчĕ пуль. Пире, касăри йĕпе сăмсасене, хамăртан инçех мар ларакан кивĕ шкула пĕррехинче кăнтăрла иртнĕ хыççăн пуçтарчĕç. Мана, нумай ачаллă çемьере ӳснĕскере, атте те, анне те ăсатма пымарĕ. Вĕсен вырăнне вăталăх тете пулчĕ. Вăл мана урамра вылянă çĕртен чĕнсе кĕчĕ те тăрăшсах пит-куçа çуса тасатрĕ, таса кĕпе-йĕм тăхăнтартрĕ, унтан велосипед çине лартса шкул еннелле çил пек вĕçтерчĕ.
Пĕр пӳлĕмлĕ шкулта «вĕтĕ халăх» хĕвĕшет. Мана та пĕр парта хушшине кĕртсе лартрĕ тете. Ачасен хушшинче палланисем те, палламаннисем те пур. Сасартăк класс шăп пулчĕ. Пӳлĕме пĕр хĕрарăм кĕчĕ те: « Ачасем, мана Галина Николаевна тесе чĕнеççĕ. Паянтан эсир шкул ачисем, нулевой классем. Сирĕнпе çырма, вулама вĕренĕпĕр»,– терĕ çепĕççĕн. Хам сисмесĕрех çапла çав самантра ахаль хĕр ачаран шкул ачи пулса та тăтăм эпĕ. Çав кунранпа вăхăт сахал мар иртрĕ ĕнтĕ, шкул пĕтерни те 16 çул, çавах пĕрремĕш учительпе, Галина Николаевна Волковăпа, пирвайхи тĕлпулу халĕ те асран тухмасть.
Матакри (Çĕпрел районĕ) вăтам шкулта хама вĕрентнĕ мĕнпур учительсене: Г.Н.Волковăна, З.И. Шингаревăна (йывăр тăпри çăмăл пултăр), И.М.Барышова, З.Н.Барышовăна, В.П. Несинана тата ыттисене, çавăн пекех шкулăн хальхи коллективне те профессилле уявпа – Учительсен кунĕпе – чун-чĕререн саламлатăп. Пĕлӳ панăшăн, пурнăç çулне кăларнăшăн çĕре çити пуç тайса тав тăватăп, малашне те çирĕп сывлăхлă пулма, çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕçĕрте çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тума ăнăçу сунатăп.