Пăва районĕнче пурăнакан чăвашсемшĕн майăн 15-мĕшĕ илемлĕ тĕлпулусемпе асра юлĕ. Кăнтăрла Чăваш Пимĕрсел ялĕнче «Тăхăрьял шăпчăкĕ» юрăçсен конкурсĕ иртрĕ. Кăçал çак ята Пӳркел пики Инна Хлынова çĕнсе илчĕ.
Каçпа Пăва хулинчи Культура керменĕ «Чăваш пики» конкурса курма халăха пуçтарчĕ. Залра илемлĕ курăмпа ырă та ăшă туйăмсем хуçаланчĕç. Катя Иванова (Кипеккасси), Юлия Тюплина (Мăкăр), Катя Мужикова (Пӳркел), Ирина Нестерова (Рункă), Вероника Николаева (Пăва), Виктория Павлова (Альших) Пăва тăрăхĕнчи «Чăваш пики» ята çĕнсе илессишĕн тăрăшрĕç. Чи хитре, чи пултаруллă та илĕртӳллĕ пикесем ултă конкурс урлă иртрĕç, çухалса каймарĕç маттурсем, куракансене вĕсемшĕн пĕртте намăс пулмарĕ. Чăваш туйăмĕ, йăла-йĕркесене пĕлни, чĕлхене юратни вĕсене аслисенчен куçса пырать. Акă Альших ялĕнчен Зоя Панева мăнукне курма, ăна хавхалантарса ларма шур тутăр çыхса, сенкер саппунпа шурă чăваш кĕпи тăхăнса пынă.
Конкурса Р.Аюпова, Е.Козина, А.Терентьев ертсе пычĕç. «Ритм», «Топотушки» ташă ушкăнĕсем, «Молодость», «Акцент» дуэтсем, Р.Дубова, С.Ямбулдина, Ю.Петров юрласа илем кӳчĕç. Нухрат енчен конкурса йĕркелеме пулăшакансем: Пăва районĕн культура уйрăмĕ, «Пăвари сахăр завочĕ» УАО, «Пăвари машина тăвакан завод» УАО, «ИФ» тулли мар яваплăхлă общество. Вĕсен ячĕпе сцена çинчен пĕрре мар тав сăмахĕ янăрарĕ. Уява пĕтĕмлетсе жюри председателĕ, Пăва муниципаллă районĕн ертӳçин çумĕ В.Н.Егоров калаçрĕ. Пикесене парнесем пачĕ, тĕрлĕ номинацисем çĕнсе илнĕ ятпа ăшшăн саламларĕ. Çĕнтерӳçе – Вероника Николаевăна Пăва чысне республика шайĕнче хӳтĕлеме ăнăçу сунчĕ. Конкурсанткăсене ял хутлăхĕн ертӳçисем те парнесем парса саламларĕç. Каç пĕрле сăн ӳкерĕннипе вĕçленчĕ.
![]() |