Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Анат Камăри 34-мĕш гимназире вĕренекен Татьяна Симакаевăшăн (сăнӳкерчĕкре сулахайра) юлашки шăнкăрав кăçал ытти çулхисенчен чăнах та хурлăхлăрах янăрĕ, шкул пурнăçĕпе сывпуллашать-çке 11-мĕш класс хĕрĕ. Татьянăн хальхи тĕллевĕ – ППЭне ăнăçлă тытса аслă шкула вĕренме кĕресси. Мĕнле професси, мĕнле вуз суйласси те тахçанах паллă ĕнтĕ. Алла аттестат илсенех Т.Симакаева Шупашкара И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытма хатĕрленет иккен.
Тăван ялтан, ашшĕ-амăшĕнчен уйрăласси пĕрре те хăратмасть чăваш хĕрне. Мĕншĕн тесен вăл Аксу районĕнчи Кивĕ Мăкшелĕнче 9 класс пĕтернĕ хыççăнах Анат Камăри 34-мĕш гимназие вĕренме килнĕ те иккĕмĕш çул ĕнтĕ кунти интернатра пурăнать. Çавăнпа хăй тĕллĕнлĕх уншăн ют мар.
– Атте-аннесĕр пурăнма малтан йывăрччĕ. Интернатра килти пек мар-çке, кунта дисциплинăна пăхăнмалла: вăхăтра çывăрма выртмалла, вăхăтра тăмалла тата вĕренӳ те ялти шкултинчен йывăртарах. Шкулта класс тулашĕнчи мероприятисем çине нумай вăхăт каятчĕ пулсан, кунта тĕп вырăнта – вĕренӳ, педагогсем пирĕнпе нумай ĕçлеççĕ. Çавăнпа ППЭрен питех хăрамастăп, çулталăкĕпех хатĕрлентĕмĕр, – каласа парать Татьяна.
Симакаевсем хăйсен хĕрне ачаллах ют çĕре ярас килмесен те хирĕçлемен. Ачасен малашлăхĕ çинчен ытларах шутланă, вĕсене аслă пĕлӳ памасан хальхи пурнăçра йывăра килет-çке. Гимназире вара пĕлĕвĕ те тарăнрах тата çак вĕрентӳ заведенийĕ Шупашкарти И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе ятарлă килĕшӳ тунипе унта вĕренме кĕме çăмăлрах. Çавăнпа гимназие вĕсен çемйинчен малтан аслă ывăлĕ Вася сукмак хывнă, ун хыççăн Татьяна та юлман.
– Кунта вĕренме килнĕшĕн ӳкĕнместĕп, мĕн чухлĕ çĕннине пĕлтĕм, хула пурнăçĕпе паллашрăм тата нумай çĕнĕ юлташ тупрăм. Юлташсем тенĕрен, ялти тантăшсемпе те çыхăну татăлман, Интернет урлă пĕр-пĕринпе калаçатпăр, – тет йăл кулса хĕр.
Татьянăн çĕнĕлĕхсем умра тата мĕн чухлĕ, унăн пурнăçĕнче йăлтах пуçланать кăна-ха, умра – студентсен хаваслă пурнăçĕ. Çавăнпа эпир çак чăваш хĕрне тата кăçал шкул пĕтерекен çĕр-çĕр ентеше шкул пĕтернĕ ятпа саламлатпăр, ĕмĕчĕсене пурнăçлама ăнăçусем сунатпăр.
 
: 992, Хаçат: 21 (959), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: