Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сиктĕрмери «Хузангаевский» ЯХПК хĕвел çаврăнăш çăвне патшалăх стандарчĕсене пăхăнса кăларнăран вăл экологи енчен таса продукт. Çавна кура цеха кĕрсенех тутлă хĕвел çаврăнăш шăрши сăмсана кăтăклать. Сиктĕрмесем çăва хальхи вăхăтра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне ăсатаççĕ. Чăх-чĕп фермисем те хапăлласах туянаççĕ иккен. Пĕр сăмахпа, хĕвел çаврăнăш çăвĕ паян тупăш паракан продукт. Çавăнпа хуçалăх хĕвел çаврăнăш лаптăкне кăçал 1500 гектарах çитернĕ. Хуçалăх ертӳçи Е.Чугунов каланă тăрăх, хăватлăрах, талăкне 20-25 тонна кăларакан çĕнĕ çу арманĕ, хĕвел çаврăнăшне типĕтмелли сушилка лартайсан кӳршĕллĕ регионсенчен чĕр тавара кĕркуннех туянĕç.
Хальхи вăхăтра та цех пĕр кун та ĕçсĕр лармасть. Унта тăваттăмĕш сезон ĕçлекен аслă оператор Леонид Маеров пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем пĕр сменăра 500 килограмм, талăкне пĕр тонна чĕр тавара тирпейлеме ĕлкĕреççĕ.
– Ĕçсĕр лармастпăр, чĕр тавар çителĕклĕ, – терĕç вĕсем Григорий Сашин операторпа.
Чĕр таварăн та, хатĕр продуктăн та пахалăхĕ питĕ лайăх пулнине кунта ĕçлекенсем: «Хамăр та çиетпĕр вĕт», – тесе çирĕплетрĕç.
Пĕчĕк цехра çу çапнисĕр пуçне операторсем хатĕр продукта тĕрлĕ калăпăшлă пластик савăтсене те хăйсемех тултарса тăраççĕ иккен. Эпир пынă вăхăтра та акă Г.Сашин çу арманĕпе ĕçлетчĕ пулсан, Л.Маеров савăтсене çу тултаратчĕ.
Хуçалăх палăртнă плансем пурнăçлансан, çанталăк лайăх тăрса хирте хĕвел çаврăнăш лайăх çитĕнсен, çу çапакан цехăн ĕç калăпăшĕ паянхинчен чылай нумайрах пуласси куçкĕрет. Çапах та кунта тăрăшакансене ку хăратмасть, ĕçĕ çеç мар, тупăшĕ те нумайрах пулать-çке ун чух.
 
: 1258, Хаçат: 21 (959), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: