Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ку хальхи ĕмĕр валли пĕрре те вырăнлă мар теес килет. Вăрçă вăхăтĕнче, çĕршыв йывăр лару-тăрура пулнă чухне лавккара шампунь мар, супăнь те пулман хушăра çынсене пыйтă ересси паллă япала пулнă. Анчах та, хальхи саманара пуçа çумашкăн мĕнле йышши кăна шампунь пур çинче çын пуçĕнче «юн ĕçекенсем» чупса çӳрени пĕрре те вырăнлă мар.
Мĕн каласан та, çав чĕр чунсенчен çынсем тасалаймаççĕ. Мĕнрен килет-ха ку? Тирпейсĕр çӳретпĕр тесе калама çук.
Медицинăпа çыхăннă ăслă çынсем: «Пыйтă юнран та пулса каять», – теççĕ. Кун пирки эпир Пăва районĕнчи Рункă ялĕнче илтрĕмĕр.
20 çул медицинăра ĕçлекен Ирина Акулининăн темĕнле чирпе те тĕл пулма тӳр килнĕ. Медпункт заведующийĕ Ирина Артемьевна каланă тăрăх, шкулсенче тĕрĕслесе çӳренĕ вăхăтра ачасем педикулезпа аптăранине халĕ те сăнама пулать. Кунпа шӳтлемелле мар, паллах, вăл – чир. Медпункт заведующийĕ каланă тăрăх, çак чирпе чирленĕ çынсен тухтăрсем патне кайса тĕрĕсленмелле. Анализсем памалла.
Рункă медпунктĕнче икĕ çын ĕçлет. Ирина Макавеева 16 çул акушеркăра вăй хурать. Ял хĕрарăмĕсене тĕрĕслет. Йывăр çынсене те сăнаса тăрать. Ватти-вĕтти пурте ун алли витĕр иртет темелле.
– Мĕнлерех чирпе асапланаççĕ рункăсем? – кăсăклантăм эпĕ.
– Тĕрли пур. Çапах та онкологипе 12 çын учетра тăрать. Сахăр диабечĕпе те нумайăн чирлеççĕ. Юлашки çулсенче тата юн пусăмĕ выляни пĕтерет. Ваттисем кăна мар, çамрăксем те аптăраççĕ, – тет Ирина Артемьевна.
– Онкологи чирĕпе чирлесе çут тĕнчепе сывпуллашнисем те пулкалаççĕ-и?
– Пулкалаççĕ. Пĕри акă, 40 çулта кăначчĕ. Чирĕ рака куçнă. Сыхласа хăварма пулмарĕ.
– Ăçтан пулса каять-ха çав ирсĕр чир? Хула çыннисем чирлесен, экологи начар тесе калама пулать.
– Сăмахран, шăл кăларнă хыççăн та шыçă ӳсме пултарать. Ун пеккисем юлашки çулсенче пайтах пулчĕç-ха. Ăна вăхăтра сăнаса ĕлкĕрмесен …
Эпир калаçса ларнă хушăра кăна темиçе çын медпункта килчĕç. Пĕрисене укол тумалла, теприсене – юн пусăмне виçмелле. Çапла медпункт ĕçченĕсен сăмахĕпе, кунне 35-40 çын вĕсен алли витĕр иртет.
– Рункă ялĕн çĕнĕ ăрăвĕ мĕнлерех майпа ӳссе пырать? Çуратакансем нумай-и?
– Тăват-пилĕк çул каялла питĕ нумайăнччĕ, халĕ самаях чакрĕç. Кăçал акă, икĕ хĕрарăм кăна ача кĕтет.
– Ăнланмалла. Сирĕн сĕтелĕрсем çинче купи-купипе хутсем, папкăсем. Кантурти пек.
– Çапла. Халĕ хут ĕçĕ питĕ нумай. Хамăр ĕçпе танлаштарсан, хутсем çыртарса халтан яраççĕ.
Рункă медпункчĕ ытти ялсенни пекех кантурсемпе почта çумĕнче вырнаçнă. Çавăнпа та лавккана, почтăна е тата ытти çĕре килсен те сывлăх сыхлакансем патне кĕмесĕр иртсе кайма çук. Ара, пĕр килнĕ-килнĕ тĕрĕсленсе тухсан пăсмасть. Ку, паллах, ватăрах çынсем çинчен сăмах пырать. Вĕсен, уйрăмах юн пусăмĕ «сиккелет». Çамрăкраххисем пит ун пек вырăнсене кĕресшĕнех мар. Хамран пĕлетĕп.
Ирина Артемьевнăпа Ирина Васильевна питĕ туслă ĕçлеççĕ. Ку медпункт алăкне уçса кĕрсенех палăрать. Кашни хăй ĕçне ĕçлесе пĕр сăмахлă пулса тăрмăшать. Ял халăхĕ те вĕсене сума сăвать.
 
: 1475, Хаçат: 20 (958), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: