Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЮНЕСКО эксперчĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, çитес 50 çулта Раççейре 136 чĕлхе (çав шутра чăваш чĕлхи те) пĕтес хăрушлăхра. Çĕршывра чи йышлăн пурăнакан 10 халăх йышне кĕрекен чăвашсем малашне хăй чĕлхине манаççĕ текен шухăшпа пĕрре те килĕшес килмест. Çавах та юлашки çырав пĕтĕмлетĕвĕсем чăнах та савăнтармаççĕ. Регионсенче 2002 çулпа танлаштарсан, чăвашсен шучĕ 10-шар пине чакрĕ. Чăваш Енре хăйĕнче те чăваш тесе çыртаракансен йышĕ 74,5 пин çынна сахалланчĕ. Апрелĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче шăпах чăваш чĕлхипе культурине упраса аталантарас ыйтăва Правительство представителĕсем, чăваш интеллигенцийĕ, чĕлхеçĕсем, массăллă хыпар хатĕрĕсен ĕçченĕсем, тăван чĕлхен шăпишĕн пăшăрханакан тата ытти çынсем çавра сĕтелте сӳтсе яврĕç.
Тăван чĕлхен пуласлăхĕпе çыхăннă çивĕч ыйтăва çакăн пек шайра, çитменнине тата Чăваш чĕлхин кунĕ хыççăнах, сӳтсе явни ахальтен мар, паллах. Юлашки вăхăтра чăваш чĕлхи «йӳнелсе» пынине ЮНЕСКО эксперчĕсен пĕтĕмлетĕвĕсĕрех куратпăр-çке. Хуласенче кăна мар, ялсенче те чăваш ачисем тăван чĕлхепе калаçасшăн мар халĕ. Вĕсен шучĕпе, чăваш чĕлхине пĕлнипе «инçе каяймастăн». Несĕлсен чĕлхине, йăли-йĕркине мансан тымарсăр халăха çаврăнасси пирки шутламастпăр. Чăн та, историрен курăннă тăрăх, чăваш чĕлхишĕн хăрушă вăхăтсем унччен те пулнă-ха. Анчах хальхи лару-тăрăва вĕсемпе танлаштармалла-ши? Глобализаци, демографи лару-тăрăвĕ çине йăвантарни те тĕрĕс мар ман шутпа. Халĕ, совет самани вăхăтĕнчи пек вак халăхсене вăйпах вырăслатмалли йĕрке çук. Чăваш хăй ирĕкĕпе чăваш пуласшăн мар. Ку вара кирек мĕнле политикăран та вăйлăрах.
Ашшĕ-амăшĕ ачине тăван чĕлхе кирлĕлĕхне ăнлантарманнинчен килет çакă тенипе те килĕшес килмест манăн. Республикăн наци политики çук-тăк, ахаль çынран мĕн кĕтмелле? ЧР Правительстви чи малтан хăй чăвашла калаçса тĕслĕх кăтартмасть-тĕк, халăхăн мĕн тумалла тет-ха? Акă пĕр тĕслĕх кăна илер, Шупашкарта Наци телевиденине туса хуни калама çук лайăх пулăм, чăваш тĕнчи ăна тахçанах кĕтет. Эпĕ ăнланнă тăрăх, вăл ЧР Правительствин проекчĕ. Апла пулсан апрелĕн 26-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче иртнĕ çавра сĕтеле вăл пуринчен те лайăхрах кăтартмалла пекчĕ (Хусанти ТНВ телевидени çапла тăватчех), анчах унта Наци телевиденин пĕр операторĕ те, журналисчĕ те курăнмарĕ. Эппин, Наци телевиденине наци ыйтăвĕ вуçех хумхантармасть.
– Районсене тухсан ял халăхĕпе вырăсла калаçма хăтланатпăр, студентсемпе, шкул ачисемпе тĕлпулу йĕркелекенсем те чăваш чĕлхине ним вырăнне хурасшăн мар, – терĕ ЧР вĕрентӳ министрĕн çумĕ Е.Казакова та акă проблемăна палăртса.
Çавра сĕтел, темине кура, питĕ хĕрӳллĕ иртесси малтанах паллăччĕ-ха. Анчах чăвашлăх проблеминче хĕрарăма айăпласса кĕтменччĕ. Чăваш ачи тăван чĕлхепе калаçманнишĕн чи малтан амăшĕ айăплă, ăна пулах ял та вырăсланать имĕш. Ача обществăран уйрăм ӳсменнине мĕншĕн шута илместпĕр-ха эпир? Юрать-ха, ку калаçу малалла тăсăлмарĕ. Чăваш патшалăх культурăпа ӳнерсен институчĕн культура факультечĕн деканĕ Петр Яковлев хĕрарăмсене хӳтĕлеме васкарĕ. Халăх шучĕ чакасси пĕр чăвашăн кăна мар, ытти халăхсен проблеми пулнине те асăнчĕ вăл. Чăвашсем ку проблема çине ытла ансăр пăхма тăрăшнине палăртрĕ. Тĕнче цивилизацийĕнчен чăваш та пăрăнса юлайманнине каларĕ: «Чăвашăн тĕп проблеми – çĕр ĕç цивилизацийĕнчен хула цивилизацине куçни. Хула культури чăвашăн хальччен пулман. Халăхра вара унчченхи пекех тĕлĕнмелле вăй-хăват тапса тăрать. Ăна çĕклеме май тупайманни, хамăр ĕçлеме пĕлменни кăна», – терĕ вăл. Çавăнпа та Петĕр Яковлевич пĕтĕм чăваш интеллигенцийĕ пухăнса чăваш халăхне çăлса хăвармалли программине йышăнма, çĕнĕ чĕлхе законне хатĕрлеме сĕнчĕ.
Шухăшĕ чăнах та питĕ лайăх, çитменнине тата ЧР вĕрентӳ министрĕн çумĕ Е.Казакова каланă тăрăх, çак ĕçе мĕнпур чăваш хутшăнма пултарать. Министерство сайтĕнчи форумра кирек камăн та хăй шухăшне пĕлтерме, мĕн-тĕр çĕннине сĕнме ирĕк пур.
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Ю.Исаев та чăвашлăх проблеминче айăплисене шырамалла маррине, ыйтăва пурте пĕрле пуçтарăнса татса памаллине каларĕ. Чăвашăн та пурнăç таппинчен юлма юрамасть. Правительство порталне чăваш словарĕсене вырнаçтарсан, тĕслĕхрен, республика тулашĕнчи чăвашсемшĕн çав тери усăллă пулассине палăртрĕ вăл.
Чăваш наци конгресĕн президентне Геннадий Архипова, тĕслĕхрен, власть тытăмĕнче чăвашла пĕлмен ертӳçĕсем чылаййи питĕ хумхантарать. Чăваш культурине аталантаракансене вырăсла саламласси йăлана кĕнине питлерĕ вăл. Г.Архипов власть тытăмĕсем валли синхронлă куçару ăстисене хатĕрлемеллине асăнчĕ. Пĕр шутласан тĕрĕс те, республикăра патшалăх чĕлхи иккĕ-тĕк, правительствăра та «чăвашла пĕлместĕп, ăнланмастăп» текен сăмах пулмалла мар.
ЧНК президенчĕн шучĕпе, республикăн чи лайăх кану лагерьне чăваш ачисене парсан та аван. Ачасем шкулта мĕн вĕреннине лагерьте çăвĕпех çирĕплетме пултарĕç.
Тепĕр хыпар вара тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Шупашкарта, чăваш специалисчĕсене хатĕрлекен центрта, массăллă хыпар хатĕрĕсенче кадр ыйтăвĕ çивĕч пулни пуçа шăнăçмасть. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ А.Леонтьев хаçата чăвашла лайăх çырма пĕлекен çамрăксем килменнине палăртрĕ. «Хыпар» Издательство çуртĕнче темиçе çул ĕнтĕ çамрăк журналистсен студийĕ ĕçлет. Вăл çак вăхăтра вун-вун лайăх специалист хатĕрленĕ, анчах чылайăшĕ хаçат-журналта ĕçлеме юлман, пресс-службăсене кайнă, чиновниксене çаврăннă. Тин çеç килекен çамрăк специалистсем вара вырăсла шухăшласа чăвашла çыраççĕ иккен. А.Леонтьев çак проблемăна татса парас тесен, чăваш кăларăмĕсем валли специалистсене тĕллевлĕн хатĕрлеме сĕнчĕ. Кунсăр пуçне хаçатсен электронлă версийĕсене кăларма тытăнмаллине те каларĕ. Чăваш наци радиовĕн редакторĕ О.Прокопьев та радиона лайăх кадрсем çитменнине палăртса: «Чăвашла таса, тĕрĕс калаçакан çамрăксем çук», – терĕ. Чăваш наци радионе, ялсенче радиолинисем çуккипе темиçе проценчĕ кăна итлеет-мĕн, ку та наци аталанăвĕшĕн пысăк проблема.
Паллах, чăваш çамрăкĕсем тăван чĕлхепе калаçманни пуринчен ытла кăмăла хуçать. Вĕсенче-çке малашлăх. Хальлĕхе çамрăксем тăван чĕлхене вĕренесшĕн те, калаçасшăн та мар. Чăваш Енĕн тĕп хулинчи хăш-пĕр шкулта тата 9-мĕш класс пĕтерекенсем чăвашла çырнă тетрачĕсене кăвайт чĕртсе çунтарассине йăлана кĕртнĕ. Иккĕленместĕп, çак ирсĕр йăлана чăваш ачисемех пурнăçлаççĕ. Паллах, çакăн çинчен никам та пĕлмен мар, анчах шкул дирекцийĕ те, ашшĕ-амăшĕ те илтмĕш-курмăша хунă. Ара, вăрçакан пурпĕр çук-çке. Мĕнрен килет-ха çакă? Ман шутпа, пуçлăхсем наци политики çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрманнинчен тата обществăра культура çуккинчен. Чăвашăн ĕмĕрхи менталитечĕ, ытти халăхсем умĕнче мĕскĕнленни те ура хурать пире.
Çавра сĕтелте палăртнă ыйтусене хĕрӳллĕн сӳтсе явнă май çавăн пекех чăваш интеллигенцийĕн Аслă пухăвне ирттерме, этнокультура центрне йĕркелеме, хула чăвашĕсемпе ĕçлеме ятарлă программа хатĕрлеме, пĕчĕккисене ача садĕнченех чăвашла калаçтарма тата ытти сĕнӳсем пулчĕç. Сĕнӳсем аван çеç мар, вăхăтлă та, хут çинче çеç ан юлччăрччĕ.
 
: 832, Хаçат: 20 (958)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: