Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Ĕçре те, килте те пĕрле пулни йăлăхтарать, пĕр-пĕринчен кăшт канмалла, – тенине арлă-арăмлă çынсенчен нумай илтнĕ. Анчах пурте апла шутламаççĕ иккен. Элкел районĕнчи Хăрата ялĕнче пурăнакан Людмила Николаевнăпа Николай Павлович Яганевсем ав ĕçре те, килте те ялан пĕрле. Ку кăна та мар, вĕсем пĕр-пĕрне утма вĕреннĕренпех паллаççĕ. Пĕр ялта, пĕр урамра, çитменнине тата хире-хирĕçле çуртсенчех çуралса, пĕрле выляса ӳснĕ.
– Хĕрпе каччă пек нумай çӳремен эпир, – кăшт именсе аса илет иртнине Людмила Николаевна. Ара, ытти çамрăксем пек, пĕр-пĕрне хăнăхмалла пулман-çке вĕсен, ачаранах пĕлнĕ. Çапах та чăн-чăн туйăма вĕсем те тĕрĕсленех. Людмила çамрăкла Чистайри сехет заводĕнче ĕçленĕ вăхăтра Николай ялта шоферта тăрăшнă. Хĕре хăйĕнчен вĕçертес темен-тĕр çав каччă, савнийĕ канмалли кунсенче яла таврăнсан сăмах татнă, çапла 1978 çулта туй туса пĕрлешнĕ те.
Яганевсем унтанпа 34 çул пĕрле тату пурăнаççĕ. Çак вăхăтра тĕрли пулнă пурнăçра. Пĕр хушă хулара та пурăнса пăхнă. 1980 çулсенче Çырчаллине куçса кайнă вĕсем. Кунта та ахаль тăман мăшăр, заводра тăрăшнă. Те чун, те çĕр туртнипе çемье 1991 çулта яла каялла таврăннă. Ялти колхозра тăрăшнă. Хăйсен хуçалăхĕ саланнă хыççăн вара кӳршĕллĕ Сиктĕрме ялĕнчи «Хузангаевский» ЯХПКра ĕçлеме пуçланă. Малтан хуçалăха Николай Павлович килнĕ, тракторист пулса ĕçленĕ. Кăшт вăхăт иртсен Людмила Николаевна та кунтах ĕçе вырнаçнă. Вăл склад заведующийĕ. 10-мĕш çул ĕнтĕ тăрăшать çак ĕçре. Хуçалăхри кĕлетсен мĕнпур уççи унра. Мăшăрĕ те кĕлете ĕçлеме куçнипе вĕсем кунĕпех пĕр-пĕринчен уйрăлмаççĕ темелле.
Сăмах май, Яганевсен хĕрĕпе ывăлĕ те хăйсемпе юнашарах тесен те юрать. Ывăлĕ Саша шкулта кочегарта, хĕрĕ Наташа учительте тăрăшать. Кĕрӳшĕ вара çак хуçалăхра агроном. Яганевсен куç тулли пăхса савăнма икĕ мăнукĕ те ӳсет. Хальлĕхе пĕчĕкскерсем кукашшĕпе кукамăшне нимĕнпе те пулăшаймаççĕ-ха, çапах та хăнана килсен тăпăр-тăпăр чупса кил-çурт илемне кӳреççех. Çакă телей мар-и-ха çемьешĕн?
– Çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре? – тесе ыйтаймасăр чăтаймарăм эпĕ Яганевсенчен.
– Мĕн вăрттăнлăхĕ унта, çук ун пекки, ялан çынран кая пулас мар тесе çеç пурăнатпăр, – терĕç вĕсем йăл кулса.
Тепĕр тесен, çемье ăшшине 34 çул упрама вĕсене шăпах ĕçре, килте ялан пĕрле, юнашар пулни пулăшать-тĕр-ха. Ĕçре те пĕр-пĕрне пулăшаççĕ вĕсем. Ирхине пĕрле ĕçе утаççĕ, каçхине шăкăл-шăкăл калаçса киле таврăнаççĕ.
Яганевсем ĕмĕт-тĕллевсĕр пурăнмаççĕ, çитменнине вĕсен умра ĕçĕ нумай-ха, ывăлне авлантармалла, Турă пулăшсан асатте-асанне пулмалла. Çавăнпа ватăлма та, алă усма та вăхăчĕ çук вĕсен. Людмила Николаевна кăçал тырçи вĕçленсен тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленет, çапах та кил хуçи арăмĕ килте ларма шутламасть. Ирĕк парсан хуçалăхрах ĕçлеме шутлать.
 
: 1158, Хаçат: 19 (957), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: