Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăвашăн культури те, сăмахлăхĕ те пуян, вĕсенчен те пуянраххи вара – чĕлхе. Çакна хăй вăхăтĕнче Н.И.Золотницкий, Н.В.Никольский, Н.И.Ашмарин,
В.Г.Егоров, М.И.Скворцов тата ыттисем вырăсла-чăвашла словарьсем кăларса май килнĕ таран кăтартма тăрăшнă, анчах ку таранччен ăнлантару словарĕ пулманччĕ-ха чăвашсен. Тинех çак çитменлĕхе пĕтерме те мехел çитерчĕç пирĕн чĕлхеçĕсем. Нумай пулмасть «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекин» I томĕ кун çути курчĕ. Ăна Чăваш чĕлхи кунне халалласа апрелĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ЧР Правительствин представителĕсем, чĕлхеçĕсем, çыравçăсем, ăсчахсем хăтларĕç.
– «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнеки» тухнине юлашки вăхăтри пулăмсенчен Чăвашла Библи кун çути курнипе кăна танлаштарма пулать. Пурте савăнмалли пулăм, мĕншĕн тесен çак словарьте чăвашăн тĕнче курăмĕ, тĕнче туйăмĕ сăнарланнă, вăл чĕлхе, культура аталанăвне кăтартакан символ, – тесе хакларĕç пухăннисем çĕнĕ кĕнекене. Чăнах та капашсăр ĕç кăна мар, мăнаçлăх та вăл.
Çăмăл тухман ку кĕнеке. Вăл нумай çыннăн тăрăшуллă ĕçĕ. 50 çула яхăн пухнă ăна. 1959 çулта Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи ăслăлăх тĕпчев институчĕн Ăслăх канашĕн анлă ларăвĕнче чĕлхе уйрăмĕн пуçлăхĕ И.А.Андреев чăваш чĕлхин паянхи куна тивĕçтерекен словарĕ кирлине каланă, кун валли сăмах кĕнекин картотекине хатĕрлеме сĕннĕ. Чăнах та çак картотекăна 1964 çултанпа пуçтарма тытăннă. Чăваш çыравçисен хайлавĕсенчен, куçарусенчен, хаçат-журналтан, халăх сăмахлăхĕнчен тата ытти литературăран сăмах пĕлтерĕшĕсене, калаçури уйрăмлăхсене çырса илнĕ. Анчах 1991 çулта йывăр лару-тăрăва пула картотека çĕнĕ тĕслĕхсемпе пуянланма пăрахнă. Пурпĕр вуçех пăчланман ку ĕç, 1992 çулта С.Р.Малютинпа В.П.Иванов йĕркелесе янипе чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекине хатĕрлеме тытăннă. Анчах каллех укçа-тенкĕ, сăмах ăстисем çитменнипе тата словарьшĕн яваплă Ю.Ф.Ефимов, Г.В.Лукояновпа И.П.Павлов чĕлхеçĕсем вăхăтсăр çĕре кĕнипе ĕç малалла каяйман.
Телее, ăнлантаруллă сăмахсен кĕнекин ĕçне малалла тăсакан çĕнĕ йыш вăхăтра йĕркеленсе ĕлкĕрнĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пĕлĕвĕн пайĕн ертӳçи Г.А.Дегтярев ертсе пыракан йыш тăрăшнипе эпир паян «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекин» I томне алăра тытса вулама пултаратпăр. «Словаре филологсемшĕн çеç мар, тăван сăмахпа кăсăкланакан кашни çын валли хатĕрленĕ. Çавăнпа тытăмне ансатрах тума тăрăшрăмăр», – тесе пĕлтереççĕ словарь авторĕсем. Кĕнеке чăнах та пуян, Г.А.Дегтярев каланă тăрăх, вăл хăйне майлă икĕ проекта пĕрлештерет. Усă курма меллĕ пултăр тесе Д.Н.Ушаковпа С.И.Ожегов словарĕсем пек йĕркеленĕ ăна. Çавăнпа ун çинче никĕсленсе тата темиçе словарь те тухĕ-ха.
Сăмах та çук, словарь кăларас ĕç кăткăс. Авторсем каланă тăрăх, вĕсем кашни томне лайăхрах кăларма тăрăшнă. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ те чылай чăрмантарнă. Республика уйăрнă укçа çитменнипе вĕсен федераци тытăмĕсенчен те укçа-тенкĕ ыйтма тивнĕ иккен.
Йывăрпа пулин те кĕнеке кун çути курчех, кĕçех тепĕр томне те алла тытса вулăпăр. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Ю.Н.Исаев каланă тăрăх, кăçал август уйăхĕнче Чăваш кĕнеке издательствине словарĕн II томне пичете пама планлаççĕ. Пĕтĕмпе вара словарь V-VI томпа тухмалла.
 
: 1044, Хаçат: 19 (957)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: