Раççей халăхĕшĕн Çĕнтерӳ ахаль праçник мар, вăл уявсенчен уяв. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнман çемье çук пирĕн çĕршывра. Пулас ăрусен ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ, пуç хунă, тылра ĕçленĕ ветерансене хисеплесе Раççей çуллен майăн 9-мĕшĕнче чаплă уяв ирттерет. Кăçал Аслă Çĕнтерĕве 67 çул тулчĕ. Тутарстан та ытти регионсем пекех ăна тивĕçлипе паллă турĕ.
Хусанта тĕп мероприяти кăçал Ирĕклĕх тӳремĕнче пуçланчĕ. Хусан гарнизонĕн личный составĕн построенийĕнчен тата праçникĕн прологĕнчен тытăнчĕ вăл. Официаллă пайра Раççей Федерацийĕн, Тутарстанăн тата Çĕнтерӳ ялавĕсене илсе тухрĕç. Пĕлтĕрхи пекех кăçал та Мускаври Хĕрлĕ тӳремри парадăн трансляцине йĕркеленĕччĕ. Уява пуçтарăннă халăх РФ Президенчĕ В.Путин ветерансене саламланине курчĕ.
Хусанти парада хутшăннă ветерансене, тыл ĕçченĕсене, çар çыннисене, хăнасене Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов саламларĕ: «1945 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче аякри Берлинта хăрушă, юнлă вăрçа вĕçлесе пăнчă лартнă. Ирсĕр тăшмана – фашизма – çĕнтернĕ. Çĕнтерӳ кунĕ – салтак паттăрлăхĕн, мăнаçлăхпа хурлăхлăхăн уявĕ. Вăл пирĕн нумай нациллĕ халăхăн вăй-хăватне, тĕнче историйĕн аталанăвне палăртма пултараслăхне кăтартать. Çак праçникăн палăртнă срокĕ çук, вăл «çавра» датăран та килмест. Вăрçăн йывăрлăхĕпе тĕрĕслевне эпир пĕр халăх, пĕр çĕршыв пулса иртнĕ. Çĕнтерĕве çывхартас тесе пĕрле çапăçнă, пĕрле ĕçленĕ. Вăл пирĕн пĕрлехи хуйхă, пĕрлехи савăнăç тата пĕрлехи Çĕнтерӳ», – терĕ Президент.
Малалла вăл çуллен Çĕнтерӳ кунĕнче халăх вăрçăра Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуç хунă, тыткăнра асаплантарса, Ленинградра блокадăра выçăпа каçăхса пурнăçĕ татăлнă, йывăр сурансенчен вилнисене асăннине палăртрĕ. Ветерансемпе хăнасем вĕсене пурне те пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç. Рустам Нургалиевич ветерансемпе тыл ĕçченĕсене ырлăх-сывлăх сунчĕ. Кун хыççăн Хусан гарнизонĕн çарĕ, Хусанти çар училищисен курсанчĕсем, кадетсем, МЧС, ПУФСИН сотрудникĕсем, ХЮИ, Аслă шкулсенчи çар кафедрисен студенчĕсем Ирĕклĕх тӳремĕнче утрĕç. Ретро-автомобильсен парачĕ вара уява тата мăнаçлăх, илем кĕртрĕ.
Çĕр-çĕр çын Хусанти Çĕнтерӳ паркне те ирех уява пуçтарăнчĕ. Ветерансем, вĕсен тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем, çамрăксен пĕрлешĕвĕсем, республикăн официаллă çыннисем вăрçăра пуç хунисене асăнма пуçтарăнчĕç. Кунта та Ирĕклĕх тӳремĕнчен кая мар илемлĕ пулчĕ уяв. Тематикăллă площадкăсем те йĕркеленĕччĕ. Республика ертӳçисем: ТР Президенчĕ Р.Минниханов, ТР Патшалăх Советникĕ М.Шаймиев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин тата ыттисем ĕмĕрхи çулăм умне кăшăл, Аннесен тата салтак арăмĕсен монуменчĕ умне роза чечекĕсем хучĕç, ветерансемпе калаçрĕç, сăн ӳкерĕнчĕç.
Çав кунах кăнтăрла 14 сехетре вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕсен «Çĕнтерӳ фанфарĕсем» фестивалĕн гала-концерчĕ пулчĕ.
Каçченех пычĕ уяв Хусанта, концертсем иртрĕç, хаваслă праçнике каçхине Çĕнтерӳ паркĕнче тата Казанка акваторийĕнче йĕркеленĕ 1100 залпран тăракан уяв салючĕ вĕçлерĕ.
![]() |