Анат Кама хулинче апрелĕн 21-мĕшĕнче пулнă пысăк уява – Кĕçĕн Мăнкуна – тата «Шăнкăрав» ансамблĕн концертне курма эпир суварçăсем вăрăм çула кĕскетсех çитме шутларăмăр. Хамăрăн вулакансемпе, йăхташăмăрсемпе куçа-куçăн тĕл пулни мĕне тăрать-çке. Çула май тенĕ пек çырăнтару та йĕркелерĕмĕр, ара, çырăнтару кампанийĕ пырать-çке. Хулари почта ĕçченĕсем çав кун пире пулăшма шутлани шутсăр савăнтарчĕ. Çакăн пек мероприятисене почта ĕçченĕсем хăйсем килсе пирĕн хаçата çырăнтарни хальччен урăх пĕр районпа хулара та пулманччĕ-ха. Тав вĕсене.
– Уяв пуласси пирки Л.Захарова библиотекарь ятарласа чĕнчĕ, – терĕç хулари 8-мĕш номерлĕ почта уйрăмĕн пуçлăхĕпе Татьяна Александровна Сандимировăпа Вера Ивановна Петрова почтальонка. «Сувар» хаçата ку уйрăмра çырăнакансем ахаль те çук мар-ха, Вера Ивановна кунти мĕнпур чăваша çырăнма агитацилет иккен. Ара, хăй те чăваш-çке, Анат Камăна Чăваш Енри Елчĕк районĕнченех килнĕ иккен вăл. Татьяна Александровнăшăн та чĕлхе ют мар, мăшăрĕ чăваш.
Почта ĕçченĕсем хула чăвашĕсене хаçат-журнал çырăнма мĕнпур майсем туса пачĕç çав каç. Калăпăр, çумра укçа çук-тăк, ĕç укçи шутĕнчен çырăнма юратчĕ. Кун пек пысăк уява эпир те пушă алăпа килменччĕ, хаçат çырăнакансене пĕчĕк парнесем патăмăр, концерт вăхăтĕнче тата парнесем вылянтартăмăр. Хаçата çырăнма ĕлкĕрейменнисене аса илтеретпĕр, «Сувара» çырăнма кая юлман-ха, çырăнтару малалла тăсăлать. Сирĕн почта уйрăмне кăна васкамалла.
Анат Кама почта ĕçченĕсемпе малашне пирĕн туслăх тата çирĕпленессе шанатпăр. Çырăнтарура пулăшнăшăн Т.Сандимировăпа В.Петровăна тав туса ĕçре çитĕнӳсем тума ăнăçу сунатпăр.
![]() |