Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен пирĕн республикăра ватă çынсене саламламалли вунă кунлăх пырать. Кашни районта, ялта тĕрлĕ кунра ирттереççĕ çак уява. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи Чăваш Шупашкар ялĕн пенсионерĕсем çак эрнере пуçтарăнаççĕ.
Кунта, ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Петр Петров каланă тăрăх, пурĕ 45 шурсухал. Ватăсенчен пĕринпе, вунă ача амăшĕпе Нина Сидоровăпа çывăхрах паллашас терĕмĕр.
Нина Федоровна, нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕскер, хăй те рекорд тунă. Мăшăрĕпе Николай Сидоровпа вунă ача çуратса ӳстерсе тĕнчене юрăхлă тунă. Куншăн патшалăх вĕсене тата çакăн пек çемьесене çĕре çити пуç тайса тав тумалла. Шутласа пăхма кăна вĕт, икĕ çынран тата вунă çын çуралать. Пурте вăйпитти те сывлăхлă. Сидоровсенчен виççĕшĕ кăна акă Çурçĕрте вăй хураççĕ. Тăваттăшĕ – Тольяттире, машина туса кăларакан заводра тăрăшаççĕ. Ыттисем тăван ялта хуçалăха çĕклеме юлнă.
Сидоровсенчен кĕçĕнни вара ĕлĕкхи йăлапа тĕпре юлнă. Питĕ савăнать куншăн амăшĕ. 1990 çулта мăшăрсăр тăрса юлнă Нина Федоровна пĕччен мар, ун çумĕнче ачисем тата мăнукĕсем. Мăнукĕсем те сахал мар, кăçал апрельте улттăмĕшĕ çут тĕнчене килнĕ.
– Манăн тунсăхласа ларма вăхăт çук. Ак çаксемпе йăпанатăп, – тесе арки çине лартать икĕ çулхи Дашенькăна. – Вĕсем пурте ман алă витĕр тухнă. Ывăл та, кин те ĕçе çӳреççĕ. Эп ачасемпе пĕр чĕлхе хăвăрт тупатăп, кунта ман опыт пысăк. Хăш чухне ашшĕ-амăшĕнчен ытларах мана итлеççĕ.
Нина Федоровна каланă тăрăх, вăл телейлĕ çын, анчах та çамрăк чух вĕренейменшĕн хурланать.
– Эпĕ яланах ачасене вĕренме хистетĕп. «Пĕлӳ вăл – пурнăç», – тетĕп. Вĕреннĕ пулсан эпĕ, тен, пуçлăх та пулаяттăм тесе те пăхатăп, – каласа парать асламăшĕ.
Нумай ача амăшĕ пепкисене çеç пăхса ларман, ĕçе те çӳренĕ, урăхла каласан – çынран юлман. Шкулта поварта та нумай çул ĕçленĕ.
– Ĕлĕкхине аса илсен халĕ куççуль тухать, – тет Нина аппа. – Ун чухне миçе ача çуратсан та патшалăхран нимĕнле пулăшу та пулман. Халĕ хуть çăмăллăхсем пур. Укçине те патшалăхĕ таçтан тупать тата? Малашне тата нумай паратпăр тесе шантараççĕ вĕт-ха. Çавăнпа та эпĕ кине çуратма хушатăп. Пăхаканни пур-ха, укçине параççĕ.
Çапла Нина Федоровна хитре йăл кулăпа хальхи тата ĕлĕкхи пурнăçа аса илсе ларать. Анчах та чĕринче ун, тен, вут та çунать.
– Ача çуратнă, ĕçне ĕçленĕ, анчах та пенси укçине питĕ сахал параççĕ. 1600 çумне тата 200 тенкĕ хушаççĕ те пурăн çавăнпа, – тăсать калаçăва вăл. – Юрать-ха ватăсен кунĕнче аса илеççĕ пирĕн пеккисене. Саламлаççĕ, парнесем те параççĕ.
Патшалăх ватăсене манмасть, паллах. Çавăнпа та ыран ялти ватăсене клубра пуçтараççĕ. Унта сире Рамиль Якупов фермер апат-çимĕçпе тултарнă пакетсем парĕ, «Илем» ансамбль концерт кăтартĕ, юлашкинчен вара Галина Курахшинăпа Наталья Тихонова предпринимательсем сĕтел хушшине лартса тутлă чей ĕçтерĕç. Пурнăç курнă, пысăк опытлă çынсене саламлама районтан представительсем килмелле.
Çавăнпа та ырă çыннăмăрсем, уява каймасăр ан юлăр!
 
: 1242, Хаçат: 40 (718)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: