Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вăрçăра вилнисен шалăвĕсем халĕ те банкра упранаççĕ
Тăван çĕршывшăн çапăçса пуçĕсене хунă фронтовиксене вăрçăра çапăçнăшăн уйăхсерен укçа тӳленĕ тенине илтрĕм. Кашни салтакăн 1942 çултан пуçласа укçа кĕнеки пулнă, анчах та ун çинчен никам та пĕлмен тесен те юрать, халĕ кăна калаçма пуçларĕç. Вăрçăн йывăр кунĕсем кашни çемьенех пырса çапнă. Çав çулсенче ача кăна пулнисем халĕ вăл вăхăта йĕре-йĕре аса илеççĕ.
Эпĕ Пӳсрек ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ те тăван ялăма кайсах çӳретĕп. Нумай пулмасть анне вилни виçĕ çул çитрĕ, асăнма кайса килтĕм. Кӳршĕсемпе тĕл пултăмăр. Калаçса ларнă май вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçа аса илтĕмĕр. Валя акка: «Атте хиртен таврăнчĕ те вăрçа каяссине пĕлтерчĕ. Сĕтел хушшине ларса пирĕнпе сывпуллашрĕ те тухса кайрĕ. Эпĕ виççĕре тăрса юлтăм», – тесе каласа пачĕ. Елисса акка вара 1941 çулхи июль уйăхĕнче çуралнă. Кун пек тĕслĕхсем питĕ нумай. Вĕсем пĕри те ашшĕсене кĕтсе илеймен, «атте» текен сăмаха калайман.
Тата çакă та кӳрентерет: Астăвăм Кĕнекинче кам-тăр пур, нумайăшĕ пирки вара нимĕн те çырман. Мĕнрен, камран килнĕ-ши ку? Вĕсем хăйсен ирĕкĕпе тухса кайман вĕт çемйисене, ачисене пăрахса… Нумайăшĕн арăмĕсем те, ачисем те çук ĕнтĕ, вăхăт хăвăрт иртет.
Вăрçăра çапăçнисен укçи пирки пурте пĕлесшĕн. Хут укçаран пус кăна юлнă-тăр та, анчах та пурин те пĕлес килет. Хаçатра ăнлантарса çырсан питĕ аван пулĕччĕ, пурте Интернетпа усă курма пĕлмеççĕ вĕт, уйрăмах – ватă çынсем.
Лидия ЛИСИНА.
Элмет районĕ,
Патраклă.
 
Пирĕн кулленхи вулаканăмăр питĕ çивĕч ыйту хускатнă ку çырура. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнисене уйăхсерен ĕç укçи панипе çыхăннă ыйтăва уçăмлатма ыйтса редакцие тата та шăнкăравлакансем пулчĕç. Чăн та, 2012 çул пуçламăшĕччен çакăн пирки никамах та пĕлмен темелле. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ТР музей-мемориалĕн заведующийĕ М.В.Черепанова Архангельскри ĕçтешĕсем пĕлтермен пулсан, тен, халĕ те ним пирки те тавçăрман пулăттăмăр-ши? Юрать Михаил Валерьевич пек халăх çинчен шутлакан çынсем пур, çак вăрттăнлăха халăха пĕлтернĕшĕн ăна вăрçакансем те пур пулмалла. Çапах та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ТР музей-мемориалĕн заведующийĕ нимрен те хăраса тăман, телевиденипе те тухса калаçнă, федераллă хаçат-журналсене те хăй мĕн пĕлнине каласа панă. Сăмах май, вăрçăра çапăçнисен укçа кĕнекисем пулни пирки Раççейĕн ытти регионĕсенче пĕлмесен те пултараççĕ. Тутарстанран вара РФ Тĕп банкне халь кунсерен çырусем ăсанаççĕ.
УКÇА КĔНЕКИСЕМ
1942 çулта СССР Оборона Халăх Комиссариачĕн структуринче СССР Патшалăх банкĕн (Госбанк) вăрçă хирĕнчи (полевые) учрежденийĕсем йĕркеленнĕ. Маларах салтаксене укçа аллах панă пулсан, халĕ вара вĕсене укçа кĕнекисем (вкладные книжки) валеçсе панă. Хаяр çапăçусем пынипе укçана салтаксене алран парасси йывăрланнă, çавăнпа та ăна кĕнеке çине куçарма пуçланă. Çакă салтаксемшĕн те аван пулнă – вĕсем укçана çемйисем патне почта урлă куçарса вăхăт ирттермен, патшалăха та усă кӳнĕ – вăл çар çыннисен укçине мобилизациленĕ. СССР оборона халăх комиссарĕн çумĕн А.Хрулевăн пуçарăвĕпе кĕнекесем çинче упранакан укçасене ун чух танксем, самолетсем тума усă курнă. Анчах та Хрулев генерал-полковникăн тепĕр приказĕнчех уççăн çапларах çырнă: «… çар çынни вилсен е хыпарсăр çухалсан икĕ уйăхран ун кĕнеки çине укçа куçарма пăрахмалла, расчет счечĕн номерне вара вăл пурăннă çар комиссариатне пĕлтермелле…» Çакна кĕнеке çинчи укçа çар çыннин çемйи патне çиттĕр тата вĕсене пенси парăнтăр тесе тунă. Анчах та нумай чухне çак приказ пурнăçа кĕмен курăнать. Вăрçăн кăткăс вăхăтĕнче кĕнеке çинче укçа пур текен информаци тăлăх арăмсемпе вĕсен ачисем патне çитеймен. Вăрçă хыççăн çар чаçĕсенчи финанс органĕсен ĕçченĕсем вăрçăра вилнисемпе хыпарсăр çухалнисен укçа кĕнекисене хăйсенче тытса тăнă е Патшалăх банкне пĕлтермесĕрех салтак вăрçа ăçтан кайнă, çавăнта ярса панă ăнсăртсем тĕл пулнă. Кĕнекесем çухални те пулкаланă. Çапла вара расчет счечĕсенчен нумайăшĕ СССР Патшалăх банкĕн (халĕ РФ Тĕп банкĕ) «Красноармейское» вăрçă хирĕнчи учрежденийĕн архивĕнче упранать.
НУМАЙ-И, САХАЛ-И…
Мĕн чухлĕ укçа упранма пултарать-ха çав кĕнекесенче? Рядовойăн уйăхри шалăвĕ 10 тенкĕ, гвардеецăн – 15, лейтенантăн 200 тенкĕ пулни паллă. Паттăрла ĕçсемшĕн – танк сирпĕтнĕшĕн, самолет персе антарнăшăн, тăшмансене тĕп тунăшăн тата ытти те – шалу çумне тата преми те панă çар çыннисене. «АиФ-Казань» хаçат çырнă тăрăх, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕ тĕле СССР Патшалăх банкĕнчи кĕнекесем çинче пурĕ пĕрле 4 миллиард тенке яхăн укçа пуçтарăннă.
Кам та пулсан илейнĕ-ши кĕнеке çинчи укçана? И.Ивлев, www.soldat.ru сайтăн авторĕ, каланă тăрăх, çитмĕл çул хушшинче Раççейре пурăнакан хăш-пĕр çынсем пысăк мар сумма илме пултарнă. Анчах та çакна тума пĕрре те çăмăл мар-мĕн. Ак, тĕслĕхрен, Краснодарта пурăнакан Виктор Сидорова кăна илер. Вăл 1943 çулта вăрçăра пуçне хунă ашшĕн, Совет Союзĕн Геройĕн, кĕнеке çинчи укçине илес тенĕ. Вăл кĕнеке çинче укçа пуррине 1985 çултах пĕлнĕ. Патшалăх банкĕ малтан нотариуспа судран Геройăн арăмĕпе ачисем унăн еткерçисем пулнине çирĕплетме ыйтнă, унтан вĕсене еткерçĕсем тесе йышăнман. Укçана деноминаци хыççăн 1998 çулта çеç алла илме май килнĕ, ун чух, паллах, ун хакĕ пĕтнĕ. Совет саманинчи 5332 тенкĕ вырăнне Геройăн мăшăрĕ Раççейĕн 50 тенкине кăна илейнĕ. Уйăхсерен куçарнă шалупа 23 тăшман самолетне персе антарнăшăн панă премисем çавăн чухлĕ укçана кăна тивĕçнĕ-шим?
ПУРРИПЕ ÇУККИНЕ ЕПЛЕ ПĔЛМЕЛЛЕ?
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пĕр çемьерен те пăрăнса иртмен пулĕ. Кашнинченех вăрçа каякансем пулнă, хăш-пĕр çемьесенчен иккĕн-виççĕн, пиллĕкĕн-улттăн та тухса кайнă. Нумайăшĕ вăрçă хирĕнчен каялла таврăнайман. Вăрçăра çапăçса пуçне хунисен, хыпарсăр çухалнисен укçа кĕнекисем пулнă-и, çук-и – ăçтан пĕлмелле-ха çакна?
Каларăмăр ĕнтĕ, вăрçă вăхăтĕнчех йĕркеленнĕ «Красноармейское» вăрçă хирĕнчи учреждени РФ Тĕп банкĕнче халĕ те пур. Паллах ĕнтĕ, никам ыйтман кĕнекесем çинчи укçасем те унтах упранма тивĕç. Çапах та банк ĕçченĕсем çар çыннисен укçисене пĕр ахалех парасшăн марри куçкĕрет. Маларах вĕсем «пуссенчен тăракан компенсацисене заявленисем тăрăх тӳлетпĕр» тенĕ пулсан, халĕ: «Эпир нимле компенсаци те тӳлемен, тӳлеместпĕр те», – тесе касса татаççĕ. Апла пулин те, саккун еткерçĕсен енче пулни пуриншĕн те паллă. Енчен те кĕнеке çинчи укçан еткерçи тупăнсан банк ĕçченĕсен çав çынна пĕтĕм суммăна процентсемпе тата çулленхи индексацие шута илсе тӳлемех тивет.
Çакна тума малтанах хăвăрăн вăрçăра вилнĕ тăванăр çинчен кирлĕ информацие тупмалла: унăн ячĕ, ашшĕ ячĕ, хушамачĕ, хăçан, ăçта çурални, службăри сведенисем – хăш дивизире, полкра, бригадăра, çар чаçĕнче тăнă, хăçан вилнĕ, вăрçă хирĕнчи хăш почта станцийĕнчен çырусем çырнă тата ытти те. Информаци мĕн чухлĕ пуянрах, çавăн чухлĕ лайăхрах. Енчен те пуç хунă е хыпарсăр çухалнă тăванăр çинчен нимĕнех те пĕлместĕр пулсан, кирлĕ даннăйсене www.obd-memorial.ru е www.kremnik.ru сайтсем çинче шыраса пăхăр. Районти çар комиссариатĕнче те пулăшма тивĕç. Тен, камăн-тăр килте халĕ те салтакăн çырăвĕсем, вилнĕ хучĕ упранать – вĕсенче те хаклă информаци пулма пултарать. Кирлĕ даннăйсене пухса çитерсен РФ Тĕп банкĕнчи «Красноармейское» вăрçă хирĕнчи учрежденийĕн управляющийĕ В.И.Лужанский ячĕпе укçа кĕнеки (вкладная книжка) пулнипе пулманнине, пулсан ун çинче мĕн чухлĕ укçа упраннине пĕлтерме ыйтса заявлени çырмалла. Заявление вăрçăра вилнин çывăхрах тăванĕ (мăшăрĕ, ывăлĕ е хĕрĕ) ятĕнчен çырсан аванрах пулмалла. Вăрçăра вилнĕ тăванăр çинчен пухнă даннăйсене çырма ан манăр, унсăр усси пулас çук. Тата заявлени çумне документсен копийĕсене хумалла: тăванăр вăрçăра вилни çинчен калакан извещени (пулсан); çуралнăлăх хучĕ (свидетельство о рождении) – заявлени вилнин ывăлĕ е хĕрĕ ятĕнчен пулсан; мăшăрлану хучĕ (свидетельство о браке) – заявлени вилнин мăшăрĕн ятĕнчен пулсан; заявлени çыраканăн паспорчĕн копийĕ (сăнӳкерчĕклĕ страницăсем); ФСБ панă компромат çукки çинчен калакан справка (енчен те сирĕн тăванăр ăçта вилни паллă мар, хыпарсăр çухалнă пулсан).
Заявление тата кирлĕ документсен копийĕсене çак адреспа ярса памалла: 107016, г.Москва, ул. Неглинная, 12, Центральный банк РФ, полевое учреждение «Красноармейское», БИК 044580002, начальнику учреждения В.И.Лужанскому.
Асăрхаттару: енчен те сирĕн тăванăр 1941 çултах вилнĕ пулсан, унăн укçа кĕнеки пулман. Кĕнекесене 1942 çултан çеç пама пуçланă.
«Вăрçăран сывă таврăннисем кĕнеке çинчи укçапа усă курнă-ши, пулнă-ши вĕсен укçа кĕнекисем?» – тесе ыйту паракансем те пулчĕç. Кăна, паллах, ветерансенчен хăйсенчен ыйтмалла, вĕсем кун пирки лайăхрах пĕлеççĕ-тĕр. Вăрçăра çапăçнă, таврăнса пурнăçне пурăнса ирттернĕ, анчах халь вилнĕ ветерансен кĕнекисем пулни çинчен мĕнле пĕлмелле-ха? Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ТР музей-мемориалĕн ĕçченĕсем акă еплерех ăнлантараççĕ кун пирки: вăрçăра пулнă çыннăн çар билетне (военный билет) тупмалла, унти ят, ашшĕ ячĕ, хушамат тата хĕсметре тăнă вырăн пирки çырнă страницăсене копи туса илмелле, хăвăр унăн тăванĕ пулнине ĕнентерекен документсен копийĕсене тумалла та çӳлерех асăннă адреспа заявлени çырса ямалла. Енчен те çар билечĕ çук-тăк, даннăйсене е вырăнти çар комиссариатне кайса пĕлмелле, е РФ Оборона министерствин Подольск хулинче вырнаçнă Тĕп архивне запрос çырса ямалла.
ХĂÇАНЧЧЕН КĔТМЕЛЛЕ?
Юлашки вăхăтра РФ Тĕп банкĕн «Красноармейское» учрежденине Тутарстан çыннисенчен заявленисем нумай килнипе хурава кирлинчен вăрахрах кĕтме тивĕ, мĕншĕн тесен ТР Наци банкĕн председателĕ Е.Б.Богачев ячĕпе янă çырура асăннă учреждени ĕçченĕ Е.В.Бадаев заявленисенче укçа кĕнекисене уçнă вăрçă хирĕнчи учрежденисен номерĕсене палăртманнине асăнать. Вĕсене пĕлме вара Тĕп банкăн РФ Оборона министерствин Тĕп архивне запрос яма тивет. Ку, паллах, нумай вăхăт илет. Çапах та «кĕтме пĕлекенсем телейлĕ» тенĕ пек, шанчăка çухатмалла мар. Хурав иличчен, тен, çур çул е çулталăк та иртĕ – кам пĕлет. Хурав илсе кĕнеке çинче мĕн чухлĕ укçа иккенне пĕлсен вара ăна илессипе илмесси хăвăртан килет, хаклă вулаканăмăрсем. Темиçе пус пулсан – тăкакланни кăна, пысăк суммăшăн вара кĕрешме тиветех. Анчах та, ман шутпа, кунта укçа тĕп вырăнта мар: чи кирли – вăрçăра вилнĕ тăванăмăрсен кĕнекине шыранă май халиччен пĕлмен хаклă информаци тупăнма пултарать. Тен, кам-тăр ашшĕ, кукашшĕ е аслашшĕ ăçта, еплерех вилнине пĕлме пултарĕ, тен, ăçта пытарни паллă пулĕ. Пирĕн Тăван çĕршыва тăшманран хăтарас тесе пурнăçĕсене шеллемен тăванăмăрсене манмалла мар, вĕсене яланах асра тытмалла.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Енчен те кам та пулсан РФ Тĕп банкĕнчен хурав илнĕ-тĕк, редакцие çырса пĕлтерме ыйтатпăр. Ветерансенчен те ыйтса пĕлес килет: пулнă-и укçа кĕнекисем вăрçă вăхăтĕнче тата панă-и вĕсене вăрçă хыççăн салтаксемпе вĕсен çемйисене?
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ТР музей-мемориалĕн сайчĕн материалĕсем тăрăх
 
: 924, Хаçат: 18 (956), Категори: Вĕсем Çĕнтерĕве туптанă

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: