Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

А.П.БИКМУРЗИН (Тольятти хули)юрист ăнлантарать
 
Çакăн йышши ыйтусем пĕрре мар параççĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем. Вĕсенчен темиçе ыйтăвĕ çине хуравлама май пур.
– Юлашки вăхăтра тӳлемелли квитанцисем çинче электроэнергишĕн тӳлемелли йĕрке патĕнче – «МОП» тенине асăрхама пулать. Вăл мĕн тенине пĕлтерет?
– МОП (места общего пользования) – пĕрлехи усă курмалли вырăнсем (ПУВ). «Энергие перекетлени тата энерги эффективлăхне ӳстерни çинчен…» Федераллă закон вăй илнĕ хыççăн нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕтĕм çуртри электроэнергие шута илмешкĕн приборсем лартса тухнă. Вара прибор çинчи счета пурăнакансем хушшинче пайласа яраççĕ. Çавăнпа та квитанци çинче çак йĕркене кĕртсе хунă.
– Мĕнле майпа шутлаççĕ вара ПУВшăн?
– Пĕтĕмпех закона пăхăнса шутлаççĕ, паллах. Тĕрĕссипе каласан, РФ Правительствин 2006 çулхи майăн 23-мĕшĕнче йышăннă «Граждансене коммуналлă услугăсем памалли правилăсем» 307№ Постановленийĕ тăрăх шута илсе пыраççĕ. Малтан кашни хваттерте вырнаçтарнă электросчетчик кăтартнă суммăна хушаççĕ. Унтан çав суммăна çуртра вырнаçтарнă приборăн сумминчен кăлараççĕ. Вара пĕтĕмĕшле уйрăмлăх суммине çуртри хваттерсем çине уйăрса яраççĕ. ПУВ сумми çавăнтан килет. Енчен те хваттер хуçи электросчетчик лартман пулсан, нормативпа илеççĕ. Норматив калăпăшĕ кашни регионта хăйне тĕрлĕ. Çаплах çуртра энергипе усă курнине кăтартакан прибор лартман пулсан, çав çуртра кашни пурăнакан çын çине пайланать.
– Вара çыннăн хваттерĕнче электросчетчик пулмасан ПУВшăн пачах та тӳлеттермеççĕ-и?
– Ку тĕрĕс мар шухăш. Енчен те çын мĕнле те пулин сăлтава пула электросчетчик лартаймасть-тĕк, ăна нормативпа тӳлеттереççĕ. Çав норматив шутне пĕрлехи усă курмалли вырăнпа усă курнăшăн та кĕртнĕ.
– Мĕншĕн-ха тӳлемелле пĕрлехи вырăншăн? Нумайăшĕ хăй хваттерĕнче усă курнăшăн кăна тӳлесшĕн. «Ытти мана пырса тĕкĕнмест», – тесе шутлать.
– Юлашки çулсенче, шел пулин те, правăсăр пуçне тата яваплăх тени пур. Енчен те çын нумай хваттерлĕ çуртра пурăнать пулсан, закон тăрăх, пĕтĕм çуртри электроэнерги тăкакĕсене тӳлеме тивĕç.
– «Пирĕн подъездра 40 ватлă лампочка кăна çакăнса тăрать. Анчах та ПУВ сумми самаях пысăк», – тенине илтме пулать. Мĕншĕн апла-ха вăл?
– Чи малтан çакна ăнланмалла, ПУВ – вăл подъездри лампочка çеç мар. Вăл электроэнерги, нумай хваттерлĕ çуртри мĕнпур вырăнсенче (пусма лаптăкĕсем, пусмасем, лифт шахтисем, мачча тăррисем, путвалсем, çурт умĕнчи çутă) çутăпа усă курнине шута илнĕ.
– Енчен те пĕрлехи усă курмалли вырăнсемшĕн тӳлемелли сумма ытла ӳссе кайрĕ-тĕк, ăна чакарма пулать-и? Тата кам тума тивĕç çак ĕçе?
– Кунта, паллах, куç-хăлха пулма кашнийĕн ирĕк пур. Нумай чух кӳршĕ организацисем (лавккасем, киосксем тата ытти те) электроэнерги вăрлани пулать. Енчен те ун пек хăтланнине курсан çурт-йĕр хуçалăхĕн управленине кайса каламалла. Çуртри çутă приборне тĕрĕслемешкĕн вара çав çуртра пурăнакан халăх пĕр çынна суйласа илме тивĕç. Вара вăл çын кашни уйăхрах прибор çинчи хисепе сăнаса тăма пултарать.
– Пĕтĕм çуртри çутă приборĕн расчетне пайланă чухне хăвшăн та, кӳршĕшĕн те тӳлеттермелле тумаççĕ-и?
– Ун пек тумаççĕ. Расчет кашни пайăр счечĕ çине пайланать. Енчен те счет çине укçа куçмарĕ пулсан, парăм пуçтарăнса пырать. Çыннăн парăмне ыттисем çине пайласа ямаççĕ.
 
: 845, Хаçат: 18 (956), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: