«Хузангаевский» ЯХПКн юсав бригади ял хуçалăх техникине тырçи вĕçленсенех юсама тытăнать. Çавăнпа юсавсăр техникăна пула ака е тырçи тытăнса тăни хальччен пулман-ха кунта. Запас пайсем çителĕклипе кăна мар, тавра ялсенчен опытлă механизаторсем пуçтарăннипе те вĕсен ĕç кал-кал пырать иккен. Сиктĕрмери Анатолий Ишмулкинпа Тури Çĕньялти Виталий Молодов, тĕслĕхрен, бригадăра чи аслисем, вĕсем иккĕшĕ те иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен çурринчех ĕç çулне механизатортан пуçланă, çавăнпа техникăна мĕнле юсамаллине лайăх чухлаççĕ, кирлĕ сĕнӳсем параççĕ. Мĕн каласан та ĕç опычĕ пĕчĕк мар-çке.
Ака, тырçи вăхăтĕнче хирте ĕç талăкĕпех пынине кура юсав бригадипе пĕрле вĕсем те дежурствăра тăраççĕ. Техника ванас-тăвас пулсан хире пырса кĕске вăхăтрах юсама тăрăшаççĕ. Çапла пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленипе ĕç ăнса пырать те сиктĕрмесен.
![]() |